
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
И.Н.
Пĕтĕм лайăх кайăк та
Ăшă çĕртен килет-çке:
Вĕсем килсен, халăх та
Хавасланса çÿрет-çке:
Инкекĕсем пĕтеççĕ,
Куççулĕсем типеççĕ.
Çапла, сана тĕл пулсан,
Пĕтĕм хуйхă пĕтрĕ ман.
Пĕтĕм лайăх кайăк та
Ăшă çĕре каять-çке;
Вĕсем кайсан, халăх та
Пуçне каллех усать-çке:
Каллех шухăш пуçĕнче,
Каллех куççуль куçĕнче.
Çапла, сана ăсатсан,
Куççуль персе анчĕ ман.
1908
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ