Н. Иванова & В. Никитин: Пытару йĕрки


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →



Пытару йĕрки

«Чăваш тĕнĕпе христианство тĕлĕнмелле пĕрлешсе кайнă, ун пекки ытти халăхсен урăх çук та пулĕ»,— тенĕ А. Ф. Риттих тĕпчевçĕ ĕлĕкех. Çакна ХХ ĕмĕр вĕçĕнчи пытару йăли-йĕркисенче тата уçăмлăрах курма пулать. Халĕ кирек хăш ялта та вилнисене пытарнă чухне чиркÿ вĕрентнипе тата халăх тĕнĕн йĕркипе ним иккĕленмесĕрех усă кураççĕ: И. Я. Яковлев шкулĕнче куçарнă вырăс кĕллисене, хамăрăн сĕм аваллăхран килекен хÿхлевсене черетлентерсе каласа пыраççĕ. Чăваш йăли-йĕрки вăхăтпа пĕрле улшăнса, килĕшÿллĕрех енĕсене хăвăрт йышăнсан та хăйĕн тымарне питĕ çирĕп тытса тăрать. Пытару-ăсату йăлинче чăваш ваттисене хытă хисеплени, вĕсем леш тĕнчере те кулленхи пурнăçпах пурăнаççĕ тесе шутлани курăнать. Христос тĕнĕ вилнĕ çынна «канлĕхе кайрĕ, ырă курма кайрĕ» тесе ăсатать. Сартăш леш тĕнчере ĕçлĕхсĕр пурăнмалла темен. Çавăнпа халăх чăваш ваттисемпе çулталăкра тăватă хутчен тĕл пулать, «пĕрле» хăналанать. Кил-йыш пуçĕн ĕмĕчĕсене ачисен пурнăçламалла. Палăртнă ĕçсем мĕнле пулса пынине кашни йыш масар çине пырса каласа парать.

ХХI ĕмĕр чиккинчен пăхсан тахçан-тахçан аваллăхра пуçланнă йăла халĕ усă парать-и? Мĕншĕн тата вăл Европăри ытти халăхсенни пек ансат йĕрке çине куçмасть? Ахăртнех, пирĕн талай, мехел, ялти хуçалăх ĕçĕ, çирĕпленнĕ хутшăнусем хамăрăн пурнăçа сыпăкран сыпăка çыхăнтарсан кăна, ваттисен тĕллевĕ çумне хамăрăн ĕмĕте, тăхăмсем вăйне хушсан кăна лайăхрах пурăнма, ырлăх-пурлăх тума май парать пулĕ. Киввине тиркесе çĕнĕлле пурăнма хăтланса пăхни чăваш ялне тĕпрен аркатрĕ, вилĕм умне тăратрĕ. Ĕмĕрсем тĕрĕсленĕ йăларан лайăхраххи, ăнăçлăраххи çук. Пĕтĕм пурнăç условийĕсем улшăнсан кăна пачах çĕнĕ йăласем çуралĕç. Чăваш ялĕ, килйыш тытăмĕ, ĕçри-уяври йăлана кĕнĕ хутшăнусем пур чухне авалхин никĕсне упраса пурăннинчен ырри тупăнас çук.

Пытару йĕрки — халăх ĕçĕн пĕр пайĕ. Паллă е паллă мар, чаплă е чыссăр çынна пытараççĕ — пытару йĕрки каяканăн ĕçĕсене, ĕмĕчĕсене хак панине, унăн тĕслĕхĕ вара яшшисене пурнăç пирки шутлама вĕрентнине пĕлтерет.

Юлашки çула ăсатнă чухне уйрăлу сăмахĕсем калаççĕ, хапха умне некролог е биографи çырса çапаççĕ. Вăтам шкул пĕтерекен çамрăкăн çав сăмахсене йĕркелеме, калама пĕлес пулать. Кил-йышра, тăвансем хушшинче пытару ĕçĕнчен пăрăнса тăмалла мар. Пытару йĕркин çирĕпленнĕ йăлисене пĕлни хурлăхлă ĕçе тирпейлĕ, вăхăтлă, юрăхлă тума пулăшать.

Вилене пÿртрен хĕвел тухăçнелле пăхтарса, урипе малалла илсе тухнă, тупăка алăк суллине виçĕ хут тĕкĕнтернĕ. Çакна вилнĕ çынпа килти хĕрт-сурт уйрăлччăр тесе тупă.

Вилене пытарса каялла таврăнни çакăн пек иртнĕ: тупăка шăтăка яриччен укçа пăрахнă, вилнĕ çын валли Çĕр ашшĕнчен укçа парса вырăн илнĕ. Сăвап тăприне малтан вилнĕ çын мăнукне е кĕçĕн ачине саптарнă. Тăпра ывăçĕ сапни вилнĕ çын парса хăварнă сăвапа йышăннине, йывăр тăпри çăмăл пултăр тенипе пĕлтернĕ.

Тупăка хупас умĕн вилнĕ çын тумтирĕнчи тĕвесене салтнă. Вилнĕ çын хăйне пытарса каякан çынсене киле таврăннă чух хăваласа ан çиттĕр тесе ăна пытарнă хыççăн çурта çутса асăннă, вилене илсе килнĕ лав çинчи улăма çунтарса янă. Вил тăпри тавра виçĕ хут çаврăннă. Киле таврăннă чухне каялла çаврăнса пăхма сĕнмен.

Виле пытарса килсен пÿрте кĕриччен пурте алă çунă, мунчара çăвăнса тасалнă.

Пысăк асăнуччен (40 кунĕччен) виле пытарма хутшăннă çынсен юрлама-ташлама юраман.

Пытарса таврăнсан апата ларса асăннă. Пытарма хутшăннă çынсене апат хыççăн çĕлен çип, ал шăлли е тутăр панă.

Авалхи чăвашсем вилнĕ çынна кашни юн кун асăннă, халĕ 3, 7, 9, 20, 40 кунсенче асăнаççĕ.

Пытару сăмахлăхĕнче кĕлĕсем, уйрăлнă чухне каланă сăмах, хÿхлев пысăк вырăн йышăнаççĕ. Юпа юррисенчен паллăраххисем — асăнса каланисем. Вĕсем йышлă. Хальхи вăхăтра асăну юррисене уйрăм ăстасем, мăчавăрсем кăна лайăх пĕлеççĕ.

Пытару, юлашки çула ăсатасси, асăнасси — йывăр, хурлăхлă ĕç. Ахальтен мар ăна «кутăнла ĕç» теççĕ. Паллах, пытару-асăну сăмахĕсене çамрăксем, ача-пăча килĕштерме пултараймасть. Апла пулсан та ачасен, хĕрсемпе каччăсен вилнĕ çынпа уйрăлнă чухне, укçа е тăпра пăрахнă чухне, çурта йăтса тăнă чухне каламалли сăмахсене вĕренесех пулать.

Юпа (Асăну) Юррисем

Эпир тăнлатпăр, юрлатпăр,
Ĕçетпĕр, ай-хай, çиетпĕр.
Эсир те çапла ĕçсе-çисе,
Выляса-кулса пурăнăр.
Сире эпир асăнатпăр.
Эсир пире ан асăнăр.

Çÿллĕ тусем çине улăхнă чух
Чĕн хăмăт пăявĕ татăлчĕ;
Чĕн хăмăт пăявне сыпа-сыпа
Вунă пÿрне вĕçне тăм илчĕ.
Вунă пÿрне вĕçне вĕре-вĕре
Хĕрелнĕ-пĕр чĕрем шуралчĕ.
Шуралнă-пĕр чĕрем хĕрелсе çук,
Çухалнă-пĕр тăван тупăнас çук.

Хура пĕлĕт юхать-çке,
Пирĕн ĕмĕр иртет-çке;
Хура пĕлет юхнă чух
Хăçан уяр тăни пур?
Вилнĕ çынна юпа тунипе
Хаçан чĕрĕлсе тăни пур?

Ĕремпур çулĕ ăçтан иртет?
Хăйăрлă çырманăн пуçĕнчен.
Пирĕн çамрăк ĕмĕр ăçтан иртет?
Хурлăхпэла шухăш хушшинчен.

Ухмах иккен ула, ай, курăкĕ,
Пĕр туратсăр йăва çавăрать.
Ухмах иккен пирĕн атте-анне,
Ăраскалсăр ача çуратать.

Пĕчĕккĕ çырма сиксе юхать,
Шур чаршав карса чарăнас çук.
Пирĕн тăван кайрĕ уйăрăлса,
Ылтăн-кĕмĕл парса чарăнас çук.

Йăлтăр кăна, ай, вут çути,
Çуттисем курăнать, ай, ăшши çук.
Ах, аттеçĕм, аннеçĕм,
Ятăрсем пур та — хăвăр çук.
Ваттисенчен юлнă çут тĕнче,
Пирĕнтенех юлĕ çак тĕнче.
Пĕрне-пĕри, тăван, хыт ан калăр,
Ÿкĕнĕçе юлĕ çак тĕнче.

Ман çĕр çырли çиес килет —
Çулçисем хупланă çырлине.
Ман хамăр тăвана курас килет —
Хура тăпра витнĕ ун çине.
Тĕттĕмĕн-тĕттĕмĕн курăнать —
Хура вăрман хĕрри пулчĕ пуль.
Мĕскĕпĕн-мĕскĕнĕн туйăнать —
Уйрăлас вăхăтсем çитрĕç пуль.

Шуралса килет шурăм пуç,
Шур чаршав карсассăн та чарăнас çук.
Пирĕн тăванăн Саватерĕн
Ĕмри иртсе кайрĕ,
Шурă кĕмĕл парсан та чарăнас çук.

Кайăк хур килет картипе,
Çиме кăларса сапсан та чарăнас çук.
Пирĕн тăванăн Саватерĕн
Ĕмри иртсе кайрĕ,
Пылпа сахăр парсан та чарăнмарĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.