Н. Иванова & В. Никитин: Пилсем


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →



Пилсем

Пилсен шутне ашшĕ-амăшĕ туйра, салтака ăсатнă чухне е ытти ăсатусенче каланисене, эпи сăмахĕсене тата аслисем кĕçĕннисене вăл е ку ĕçе тума ирĕк панă чух каланисене кĕртме пулать. Пилсем тата уйрăм çын кĕллисем урăхларах тытăмлă. Вĕсен сăмахĕсем пĕр пайран кăна — кăмăла пĕлтернинчен — тăраççĕ. Пил паракана е ыйтакана ĕç-пуçа кĕлĕ сăмахĕсенчи пек ăнлантарса пыни кирлĕ пулман.

Пил сăмахĕсем халăхăмăрăн илемлĕ культури, унăн поэзири ăсталăхĕсем авалтанах аталанса, пуянланса пынине ĕнентерсе параççĕ.

Туй халăхне пиллесе каланă сăмах

Чипер туй тăвăр. Ăратне ятне ан ярăр, иртсе пыран çынсене тайлăн пуçăрпа тайăлăр. Куçпа кĕтсе куç хÿрипе ăсатăр. Ăнпа-пуçпа ĕçĕр, ытла ÿсĕр ан çÿрĕр. Сывлăхлă пулăр, пил сире. Эпир пиллетпĕр, турă та пиллетĕр. Тав сире, ачасем, туй халăхĕ!

Çĕнĕ Мăшăра Пиллесе Каланă Сăмах

Эй, ачамсем! Таса турă пÿрнипе эсир паян авалхи Йăлапа аçу-аннÿн аслă кĕреки умне тăтăр. Эй, ачам, эсĕ аçу вырăнне тăрăн. Эй, хĕрĕм, эсĕ аннÿ вырăнне тарăн. Эпир ватă терĕш йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе çу пек çемçе, пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, лайăх пилĕмĕрпе, чăн чунăмпа чăн тĕрĕсне таса пĕр турă ячĕпе мухтаса пиллетпĕр сире.

Пĕчĕкрен пысăк пулаççĕ, пысăкран ватă пулаççĕ. Çавăн пек эсир те кăкăр сĕчĕпе ÿссе пысăк пулса мăшăрлантăр. Çавăн пекех сыпăкран сыпăка хăрахран мăшăр пулччăр, мăшăртан туратсем пулччăр, туратран турат пултăр.

Сире аçу-аннÿ мĕнле пĕлеççĕ, çавăн пекех пĕлсе таса пĕр турă сире сыхлатăр. Сирĕн туратăрсене те хăвăр епле аçу-аннÿне хисеплетĕр, çавăн пекех таса пĕр турă хисеплесе пăхса сыхлатăр. Сире те, вĕсене те уй амăш перекечĕ, йĕтем амăш перекечĕ, кăшăл амăш перекечĕ, кĕлет амăш перекечĕ сыхласа усратăр.

Пĕрре вырăнне пин пултăр, илни вырăнне хушăнтăр. Авалхи йăлапа, ватă терĕш йĕркипе, çÿлти турă калашле, пирĕн пил сире çитсе пытăр.

Эсир ырра курсан ырă пулăр, усала курсан усал пулăр. Хуйха-суйха ан пĕлĕр. Усал шухăш пуçра ан тытăр. Парас парăмран, илсе тăма тулăхран сире ыр ăс-кăмăл пултăр, юсми пил пултăр, йăнăшми чĕлхе пултăр. Ыр ят сарăлтăр, усал ят сиртен сирĕлтĕр. Ырă хуçа пулса, хуçа ячĕ мире сарăлтăр. Ырă япала паракана ырă сунăр, усал япала паракана хаяр сунăр.

Ват сăмахне итлесе ырă, тăнлă çын пулăр. Кун кунлама пултăр, çĕр çĕрлеме пултăр. Каçхине канлĕх пултăр, ир тăма çăмăллăх пултăр.

Йĕри-таври хăнасем, çакă çĕнĕ мăшăра ыр кун-çулне халаллăр. Ваттисенчен сăвап пултăр, пурăнма кун-çул пултăр. Ĕçре ялан çирĕп ал-ураллă пулччăр, калаçура çемçе чĕлхеллĕ пулччăр. Çынна парăм ан пултăр, çынтан парăм илмелле пултăр. Ан манăр: тÿрĕ çын куллен ырлăх тăвать, кивçене те парать, унăн йăхĕ пиллĕхлĕ тăвать. Астивсе пăхăр — турă ыррине курăр, ырă тĕлне пулăр.

Эпир мĕн вăй çитнĕ таран сире ырă сунса тасалăхпа пехиллетпĕр. Эсир эпир панă чăн таса пехиле чăн таса, тÿрĕ кăмăлпа хапăл туса илĕр. Тата юлчĕ пуль, пĕлмесĕр юлчĕ пуль — каçарăр. Мĕн ырри сире пултăр. Халĕ ĕнтĕ пиртен ирĕк: ташлама-юрлама сирĕн кăмăл.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.