Н. Иванова & В. Никитин: Салтака ăсатни


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →



Тупмалли
[ Салтак юррисем | Тĕрĕллĕ Парне Сăмахĕсем ]

Салтака Ăсатни

Раççей патшалăхĕн хĕсметĕнче чăваш салтакĕсем 25 çул таранах тăнă. 1941 —1945 çулсенчи вăрçă хыççăн та çарта 7—8 çул пурăннă. Çавăнпа çара каякан çамрăк çынна тăван килтен, тус-юлташсенчен уйрăлма питех те йывăр пулнă. Вăрçă-харçă пур чухне салтак шăпи пушшех те хурлăхлă. Çĕр-шыв хĕсмечĕ нихçан та çăмăл пулман. Малашне те вăл синкерсĕр пулаймĕ. СССР, Ирĕклĕ патшалăхсен Союзĕ, аркансан çамрăксен чунĕнче çĕр-шыв хÿтĕлевçĕ чысĕ аманчĕ. Анчах халăхпа çĕршыв пур пулсан ăна хÿтĕлекен яланах кирлĕ. Çавăнпа салтака ăсатма пăрахмаççĕ, йăлисем манăçмаççĕ. Салтак юррисем кивелмеççĕ, сăмахĕсем кăна улшăнса тăраççĕ.

Авал салтака каякан яш ача ял тăрăх çÿресе тăванĕсем патĕнче хăналаннă, парне (2—3 метр пир тăрăхĕ) илнĕ. Парнене хул пуççи урлă хĕресле çыхса, урапа е çуна çине тарса салтака каякан çамрăк хĕрсем панă тутăрсемпе икĕ еннелле вĕçтерсе юрласа çÿренĕ.

Салтак ачине савнă хĕрĕ кĕрÿ тутри парнеленĕ, çакă вăл хĕр ăна каялла таврăничченех кĕтме сăмах панине пĕлтернĕ.

Чипер таврăнса килтĕр тесе некрут ачине сĕтел, аша юпи е ватă юман тавралла хĕвеле май «сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăн» тесе виçĕ хут çаврăнтарнă. (Асăрхăр: качча каякан хĕр каялла таврăнас мар тесе хĕвеле хирĕç çаврăннă.)

Ăсатнă кун салтак ачине çăкăр сăмси кастарнă. Çав татăка амăшĕ кăкăр умне тытса ятран кĕлĕ каланă: «Эй, Туррăм! Ывăлăма çак çăкăр сăмси умне тепĕр хут темиçе патшалăх урлă, аслă шывсем, аслă хирсем, аслă вăрмансем, аслă сăрт-тусем урлă çаврăнса килсе çитмелле ту. Эй, Çĕр кăкăрĕ, пилле!» Çак çакăр сăмсине çиппе çыхнă та таса каштаран çакса хунă.

Некрут ачи ларса тухакан лаша хăш урипе утма пуçланине сăнанă. Салтак ачине сума сăвакан тантăшĕсем сылтăмран утма вĕреннĕ лашана кÿлнĕ, кÿлнĕ лашине тапранас умĕн хатĕрленсе тăма сас панă. Амăшĕ çав каç пуç айне салтака кайнă ывăлĕн кĕпине хурса çывăрнă, курнă тĕлĕкĕ ывăлне кĕтекен шăпа тесе ĕненнĕ.

Тупмалли
[ Салтак юррисем | Тĕрĕллĕ Парне Сăмахĕсем ]

Салтак юррисем

Хуран Тункати

Хурăн та тункати пите кĕре,
Вутăлăха татсан —çурасси.
Салтакăн та ячĕ чыслă сĕре,
Анчах кайма тарсан-—каясси.

Хура та вăрман уçланкинче
Хурлăхансен тĕмми хурлăхлă.
Пирĕн атте-анне, ан, килĕнче
Ывăлĕсен шăпи хурлăхлă.

Кил карти çумĕнче çавра кÿлĕ,
Епле те утса çаврăнам-ши?
Хурланнипе тухать ик куççулĕ.
Тантăш патне епле пырам-ши?

Хыпса та çунать вери çулăм,
Кăмрăксăр мар, хура кăмрăкпа.
Сиксе те тухать çамрăк чунăм,
Сăлтавсăр мар — ăшри хурлăхпа.

Вутă çунса пĕтсен мĕскер юлать?
Нимĕн юлмасан та кĕл юлать.
Эпир кайса çĕтсен мĕскер юлать,
Ятăм юлмасан та ял юлать.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Ăраскалăм Çук

Хура вăрман çине эп хурт ятăм,
Камăн йĕс йĕпсе пур, çав тытĕ.
Манăн йĕс йĕпсе çук, эп тытас çук…

Çеçен хир варрине эп ут ятăм,
Камăн йĕс йĕвен пур, çав тытĕ.
Манăн йĕс йĕвен çук, эй тытас çук…

Атте-анне килне камах тытĕ?
Камăн ăраскал пур, çав тытĕ.
Манăн телейĕм çук, эп тытас çук..

Ылтăнпала Кĕмĕл Меншĕн Хаклă

Шур киççипрен тутăр эп кастартăм,
Кастартăм та алран кăлартăм.
Танташăма инçе эп ăсатрăм,
Ăсатрăм та куçран çухатрăм.

Ылтăнпала кĕмĕл мĕншĕн хаклă?
Мăскал çине хурса виçнĕрен-ши?
Хамăр тантăш пире мĕншĕн хаклă?
Мĕн ачаран пĕрле ÿснĕрен-ши?

Хурама хумханать, çулçă вĕçет.
Ун тымарĕ епле чăтать-ши?
Ĕнтĕ чун хурланать, ĕмĕр иртет,
Çамрăк пуçăм епле чăтать-ши?

Кайтăрах та тĕслĕ утçăм пурччĕ,
Каç пуласса сиссен юртатчĕ.
Аттем пурччĕ килте, аннем пурччĕ —
Ачам килет тесе тăратчĕç.

Чупрăмах та ухрăм çÿл ту çине
Канаш урлă Хусан курас пек.
Ыт ахалех ÿсрĕм нуша çине—
Хурлăх витĕр ырлăх курас пек.

Манăн шурă кĕпе пĕрре анчах,
Çуса тасатсассăн юр пекех.
Манăн савнă тусăм пĕрре анчах,
Калаçассăм килет чун пекех.

Вырăсла та хапха, тимер тăпса,
Уçса кĕртмесессĕн хăчĕ çук.
Мĕн тăвайăп пĕччен шухăшласа
Хам тăванăм хута кĕмен чух.

Хура вăрман хĕрри хыт хуралăх,
Кам çулĕ-ши эпир çулмасан?
Атте-аннен кунне ватăлмалăх
Кам пăхĕ-ши эпир пулмасан?

Утланса Тухрăм Хура Çăрха

Утланса тухрăм хура çăрха,
Хура çул тусанне те, ах, тускайăм, тустарма.
Юрласа ятăм çакă юрра
Çунакан чĕрене те, ах, тускайăм, пусарма.

Вăрман-çаран тăрăх эп çÿрерĕм,
Кĕрепенкке хăмла та, ах, тускайăм, тупмарăм.
Ял-ял урлă нумай эп çÿрерĕм,
Сирĕн пек лайăх çын та, ах, тускайăм, тупмарăм,

Утçăм тарăн çырмана, ах, кĕмерĕ.
Çак тĕнчере çул тикĕс, ах, тускайăм, килмерĕ.
Çак тĕнчере ĕмĕр тикĕс килсен
Курăпăр-ха эпир те, ах, тускайăм, ыр кунсем.

Тупмалли
[ Салтак юррисем | Тĕрĕллĕ Парне Сăмахĕсем ]

Тĕрĕллĕ Парне Сăмахĕсем

Пит шăлли çинчисем

Аван-и, тăванăм.
Ирхи çут саламăм!

*

Юратнă шăллăм,
Çăвăнса шăлăн…

*

Тусанпа ан туслаш,
Шывпа-хĕвелпе паллаш! *

*

Куну ырă пултăр.
Кăмăлу йăл пултăр!

Сăмса тутри, сĕлкĕ çинчисем

Савса патăм— ан çухат,
Ĕмĕтĕме ан хурат.

*

Пин йывăçра — пĕр турат.
Сăнама пĕл, ан çухат.

*

Паллан-пĕлен тăнкăчах,
Юратни — пĕрре анчах!

*

Саваканĕ савтăрах,
Савнине ху ан пăрах.

*

Шутла пуçу тавралла,
Варлине ан варала.

Чĕлĕм хутаçĕ çинчисем

Алла илсен — аса ил,
Аса илсен— алла ил.

*

Чунтан. Сăмахсăрах.
Тапак туртма пăрах.

*

Аçу ятне ан хурат,
Ман чĕрене ан шурат.

*

Чипер кайса чипер кил.
Чи хакли вăл — тăван кил.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.