Н. Иванова & В. Никитин: Ача çуралнипе çыхăннă уявсем


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Ача çуралнипе çыхăннă уявсем

Пĕчĕк чун çуралсанах ашшĕ-амăшĕ ăна чир-чĕртен, инкексинкекрен хÿтĕлеме тăрăшать. Çавăнпа ĕлĕк-авал ачана ăрăмлă сăмах каласа, им-çампа сиплесе тасатнă. Пепкене чăпăл тунă, пиллесе тăхăнтарнă чухне каламалли сăмахсем халĕ те йышлă. Тĕслĕхрен, апăс сăмахĕсене пĕлмен эпи карчăкĕ çук: «Пысăк пул! Çу çисе килтĕм, çу пек çемçе чĕлхеллĕ пул. Пыл çисе килтĕм, пыл пек тутлă чĕлхеллĕ пул!»

Хреснамăшĕн е Хреснашшĕн Самахĕ

Улăп пек паттăр пул,
Хĕвел пек ăшă пул,
Çăл куç пек таса пул!
Пурнас пуриăçу вăрăм пултăр,
Утас çулу такăр пултăр,
Вĕçес пĕлĕтÿ уяр тăтăр!

Сăпка Юрри

Нянине-тунине,
Ачине-урине,
Тăппи-таппи çÿреме,
Тăрăс-тăрăс сиктерме!
Амăшне-ынатне,
Ачине-çунатне,
Вăштăн-вăштăн вĕçтерме,
Çитес çĕре çитерме!

*  *  *

Айлю-айлю темесен
Сăпка юрри каланмасть,
Паппа-паппа темесен
Сăпка ачи çывăрмасть.

*   *  *

Ак ку ача — Алантай,
Ак ку ача — Палантай.
Пĕчĕк ача умĕнче
Хуть хăçан та пуçна тай.

*   *  *

Ан йĕр, пепкем, çывăрах.
Эп пулатăп çывăхрах:
Эп çывăхра пулнă чух
Эрлĕх килсе тухас çук.

*  *  *

Пай-пай, пайăшки,
Пилеш йывăç сиктерми,
Чечекленĕ сăпкара
Паппа тăвать Ванюшки.

*  *  *

Улатăрсен урапи,
Тÿрккессĕн тÿшекки,
Çÿлтикассен çиттийĕ,
Микушкелсен минтерĕ,
Вăтакассен виткĕçĕ —
Тата пире мĕн кирлĕ?
Паппа ту!

*  *  *

Ачине-паппине,
Çамăл тултăр ыйхине.
Ыйхи камăн —Эрпинен,
Эрпи камăн — Мĕкĕтен,
Кĕпи камăн — кĕнерсен,
Сăпки камăн—сăпайсен,
Шокли камăн — шомиксен.
Тумĕ камăн—тумлайсен…
Илсе килнĕ Ишекрен —
Çичĕ çухрăм инçетрен!

*  *  *

Кун вĕçленет те ĕç хыççăн
Кăткă киле таврăнать.
Канлĕх сĕнет каçхи шуçăм,
Сывлăш та лăпкăн канать.

Чĕвĕл чĕкеç вĕçсе килчĕ,
Шăпчăк кĕрет йăвана.
Пирĕн пата ыйхă килчĕ,
Вăл ачашлать Ивана.

Чăпăл Сăмахĕсем

Çын сăмахĕ ан виттĕр,
Çилĕпе хаяр ан çиттĕр,
Кĕмĕл кĕвелĕклĕ пул,
Çăл шывĕ пек çăтăл пул!
Пысăклан, паттăрлан,
Пылчăкпа ан варалан!

Вылятмăш Такмакĕсем

Ал лаппи, ал лаппи
Сулкалашать лăп-лаппи!
Ак çапла! Ак çапла!
Вĕренер-ха çат! çапма!


*  *  *

Мекекек качака, икĕ шĕвĕр мăйрака!
Тĕкĕшет, тĕкĕшет! Тĕкĕшни те килĕшет!
Кай, качака, урама!
Çынна тĕкме юрамасть!

Утьăкка Такмакĕ

Пĕчĕккисене вылямалли сăмахлăх тĕслĕхĕсем хайлама тăрăшăр. Ăнăçлăрах пулса тухнисене типтерĕ çырса хурăр.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.