Н. Иванова & В. Никитин: Кил-йыш йăла йĕрки

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Кил-йыш йăли-йĕрки

(Ĕмĕр çаврăнăшĕ)

Кун тăрăм (календарь) йĕркине çулталăк çаврăнăшĕ, кулленхи кил-йышри йăласен йĕркине ĕмĕр çаврăнăшĕ теме пулать. Ĕмĕр çаврăнăшĕ — çын пурнăçĕн паллă вăхăчĕсем: çуралса ÿсни, авланса кил-йышлă пулни, аякка е хĕсмете кайни, вилсен юлашки çула ăсанни.

Этем ĕмĕрĕ тăршшĕпех сăвă-юрă, вăйă, хÿхлев янăрать. Вĕсем хушшинче уйрăм çын шăпипе çыхăннисем пысăк пĕлтерĕшлĕ.