Хĕр Сăри (Кĕпшинкке ‎)‎


Н. Иванова & В. Никитин


Хĕр Сăри (Кĕпшинкке[1])

Кăшарнин вĕçĕ — хĕр сăри. Ăна ирттерме ытти уявсенчен чаплăрах хатĕрленнĕ, таврари хĕрсемпе каччăсене йыхрав янă. Хĕр сăри çурчĕ (кĕпшинкке) умĕнчи капăр ялав-сĕлкĕсемпе чалхасемлĕ[2] шалча — аякранах вĕлкĕшсе курăннă.

Иртнĕ сурхурнпе çĕнĕ сурхури хушшинче качча килнĕ инкесем ялав çине тĕрĕллĕ сĕлкĕ, сурпан е шараç пиçиххисем туха-туха çакнă. Ялав çинчи сĕлкĕсемпе пиçиххисене кайран хĕр сăрине пынă вăйăçсемпе купăсçăсене панă.

Хĕр сăри килĕнче хĕр-упраç сăра тăвать, кукăль-çимĕç хатĕрлет. Каç пулттипе яш-кĕрĕм ларма илнĕ улах пÿртне халăх пуçтарăнма тытăнать. Ялти ватă-вĕтĕ курма пухăнать. Хĕр сăри лартакансем килнисене пĕрер курка сăра параççĕ. Сăрине астивекенĕ курка тĕпне кĕмĕл укçа ярса парать. Алла курка тытсан ваттисем çамрăксене пехиллесе хĕр сăрине пуçлаççĕ:

Тавах ĕнтĕ сире, атьсемри,
Пире курма чĕннĕшĕн.
Хĕр умĕнче каччă тăтăр,
Каччă çумĕнче хĕр тăтăр,
Ар çумĕнче арăм пултăр!
Çитес çулччен çичĕ арăм пултăр,
Çичĕ хĕр качча памалла пултăр,
Çичĕ ывăл авлантармалла пултăр,
Çичĕ киле кин кĕртмелле пултăр,
Çичĕ киле кĕрÿ кĕртмелле пултăр.
Мăшăрланса пурăнасси
Пиртен тухнă йăла мар.
Карта юпи те мăшăрлă пулать,
Вĕçен кайăк та мăшăрланса,
Йăва çавăрса пурăнать.
Эсир те пирĕн пекех мăшăрланса,
Тăмана пек тĕкленсе,
Хур аçипе хур ами пек шăкăлтатса,
Килĕштерсе пурăнăр.

Ваттисенчен пехил илсен тин чăннипе хĕр сăри тапранать, юрă-кĕвĕ янăрама тытăнать.

Унтан ташă-юрă пуçланать. Ташшине ватăрах çын, ял çинче ятлă-сумлă çын пуçласа парать. Яш-кĕрĕм хĕр сăрисенче юрра-ташша вĕренет, пĕрне-пĕри сăнать, пĕр-пĕринпе туслашать. Çавăнпах-тăр çамрăксем хушшинче вăрçу-çапăçу, тавлашу-тытăçу та пулман. Вĕсем пĕрле пулнă, пĕрне-пĕри çемьери тăвансем пек курнă.

Хĕр Сăри Юррисенчен

Тăри вĕçрĕ — куртăра?
Ут утланса тăтăра?
Хĕр сăрине куртăра,
Хирĕç пăхса култăра?

* * *

Ĕçес пулать куркана,
Парас пулать укçана.
Вăл укçана памасан
Сирĕн хулăн енчĕке
Йĕке хÿре кăшлатăр,
Ула ĕне чăмлатăр.
Кĕмĕл нухрат парсассăн
Сирĕн тулли енчĕке
Шăши юсĕ сыхлатăр,
Мăкла така упратăр.

 *

Пуян укçи пухчапа,
Пире нумай кирлĕ мар.
Вун икĕ пус — пĕр укçа,
Сумасăрах илĕпĕр.

Кĕмĕл укçа паринччĕ.
Кĕмĕл укçа парсассăн
Çамка çине çакăттам,
Çав çутăпа çÿрĕттĕм.

Кĕпшинкке Çаврăмĕ

Хĕр сăри мешехин пĕр тĕсне анатри чăвашсем кĕпшинкке[3] теççĕ. Вăл хĕр сăри лартакансемпе хăнасем черетленсе юрланине пĕлтерет, туйри айтăша (хĕр çумĕсемпе кĕрÿ нукерĕсен ăмăртăвне) аса илтерет.

Хăнасен юрри:

Вун икĕ пус — пĕр укçа,
Çумасăрах сĕнмесĕр.
Ай-хай, чунçăм, пĕр хуçа,
Ыйтмасăрах кĕмĕпĕр.

Çерçи чим-чнм! теет-çке,
Хуçи кил-кил! теет-çке.
Хуçи килех тесессĕн
Кĕрекери çын эпир.
Хуçи сăмах чĕнмесен
Алăк панчи çын эпир.

Шĕлтĕр-шĕлтĕр шÿлкеме
Куллен мерчен кĕтнĕ-мĕн.
Ай-хай, чунçăм Селиме
Куллен пире кĕтнĕ-мĕн.
Кĕтнĕ çĕрех çитнĕ-мĕн,
Сăри курки пире-мĕн…

Хĕр сăри лартакансен юрри:

Аçтан килтĕр, тантăш, ăçтан килтĕр,
Шыв-шур урлă каçса килтĕр-и?
Сăнăр-пĕвĕр хитре, тумăр чăлтăр.
Шет пан улми çисе ÿсрĕр-им?
Хĕр сăрире пĕрле тĕл пулмасан
Тата ăçта пĕрле пулăпăр?
Саманисем кăра, ĕмĕт таса,
Яш ĕмĕре курса юлăпăр.

Хăнасен юрри:

И ушантăр, ушантăр,
Пирĕн атте куштан-тăр:
Вунă çула çитсенех
Пире ĕçе хушнă-тăр.
Вун ик çула çитсенех
Вăййа-кулла хушнă-тăр.
Сĕлтĕр хирне сел акрăм,
Сĕлли пулман пулсассăн
Сăл кĕрписĕр юлăттăм,
Сĕнтĕр хĕрне пуç тайрăм.
Атте салат памасан
Хĕр сăрисĕр юлăттăм.
Атте алай терĕ те,
Анне сăра турĕ те
Хĕр сăрине çитрĕмĕр,
Манмассине сисрĕмĕр.

Кĕтсе илекенсем юрри:

Капăр çуна çинче çÿллĕ кÿме,
Ай-хайлим, çÿллĕ кÿме.
Хăш ял çулĕ çине ÿкрĕ-ши?
Ай-хай, тантăшăмах, тус-тантăш,
Ай-хайлим, хамăр тантăш,
Уйăхпа хĕвел пек çаврăнма пĕлтĕр-ши?
Ылтăн тÿмепе те, ай, кĕмĕл тÿме,
Ай-хайлим, икĕ тÿме,
Хăшĕ малтан татăлса ÿкрĕ-ши?
Ăçтан килме пĕлтĕр, тус-тантăш,
Ай-хайлим, хамăр тантăш,
Ăçтан мĕнле çаврăнайса килтĕр-ши?

Хăнасен юрри:

Кăçал ыраш пит пулчĕ,
Алсапалан выртăмăр,
Аттерен те ыйтрăмăр.
Аннерен те ыйтрăмăр:
«Хăвăрта ирĕк!»— тĕрĕçĕ!
Çиттĕр-халĕ çăварни —
Пăтшар салат пухрăмăр,
Паварпалан юртăмăр,
Алтăрпалан ĕçĕпĕр!

Хĕр-хĕр сăри турăмăр,
Хĕрĕх чăхă пусрăмăр.
Хĕрĕх чăхă пыршине
Пĕве пуçне кумрăмăр.
Чÿхемесĕр юлнинчен
Чĕн тилхепе турăмăр.
Чĕн тилхепе шарт! турĕ,
Ула лаша харт! турĕ —
Кунта çитсе тăтăмăр!

Пĕрле ташă пуçлани:

Айтăр-и, каяр-и
Хурлăханпа чиене?
Тата эс те пымасан
Кам пуçарĕ чĕрене?
Аххаяс та маххаяс,
Ай-йой маххаяс!
Шарт-шарт çупакан —
Шампа пулли тытакан.
Пире курма килекен—
Ĕçсĕр чупса çÿрекен.
Аххаяс та маххаяс,
Ай-йой маххаяс!

Савăнар-и, кулар-и
Савăк кунсем иртиччен?
Иккĕн пĕрле пулар-и
Ĕмĕр пĕччен çÿриччен?
Аххаяс та маххаяс,
Ай-йой, маххаяс!

* * *

Сăр-сăр пуян тееççĕ —
Хуран тулли мул ларать.
Курка тулли пыл ларать,
Алли пыран айтарать!
Чăн хĕр сăри çакă вăл,
Çавăрттарать çил-тăвăл:
Пултаракан ташлатăр,
Пăравус пек хашлаттăр!

* * *

Кăрлач уйăх тулнă чух
Пăрланать-тăр хĕр сăри.
Эпир сиксе тапнă чух
Савăнать-ши хĕр чĕри?

* * *

Çуна çĕнĕ пулинччĕ,
Лаши кăвак пулинччĕ!
Каччи маттур пулинччĕ,
Вăр çавăрса лартинччĕ!

* * *

Тăрăс-тăрăс! тапар-и,
Уратине хуçар-и?
Уратине хуçсассăн
Авăспалан саплăпăр.
Хĕрне илсе тухăпăр,
Пике туса кĕрĕпĕр.

* * *

Чиперук, чиперук!
Халь те чипер чиперне,
Тата чипер пуласчĕ!
Хирĕç тăрса юрласчĕ!

Сарă кĕрĕк ан тăхăн,
Урам тăрăх ан çÿре.
Ялта ятлă çын пулсан
Пилĕк пуспа ан виртле,
Вунă пусна ан шелле,
Укçу çавах пĕтмелле!

* * *

Лутра юман хуйăрне
Хуйăрлама килтĕмĕр.
Çак хуçанăн пуянне.
Мулне сума килтĕмĕр.

* * *

Çут хăййуна çутăрах,
Леш кас хĕрне хурарах.
Леш кас хĕрĕ пике пек:
Икĕ пичĕ чие пек,
Татса çиес çырла пек.

Çÿллĕ капан тăррине
Çил çавăрма пуçларĕ,
Шĕкĕр турра-пÿлĕхе:
Тантăш хĕре куçла рĕ.

* * *

Симĕс сапак сиктертĕн,
Сентĕрене тивертрĕм.
Тухьяллине сиктертĕм —
Кĕреке умне ÿкертĕм.
Хушпуллине сиктертĕм! —
Мелке[4] çине — çине ÿкертĕм.
Мелке çинче – мерекке,
Пирĕн умра — кĕреке.

Вĕçет Каять Вĕçен Кайăк

Кăвак алса тÿлен çакки кăвак чăлха
Çакăнайса юлчĕ пăтана.
Çак выляса, ай, кулнисем
Тăраяйса юлчĕç хыçала.

Вĕçет каять те вĕçен кайăкĕ,
Тăрать юлать çамрăк ĕмĕрĕ.

Ĕнтĕ тылла пуççи, тылла пуççи,
Тылла пуççи тавра çĕр çырли.
Çырли пиçтĕр аллăм çаврăниччен,
Çырни кĕттĕр чунăм савиччен.

Вĕçет каять те вĕçен кайăк,
Тăрать юлать çамрăк ĕмĕрĕ.


[1] Сăмаха ăçтан илнине автор çырса кăтартмасть, анлă сарăлнă словарьсенче çук.

[2] Чалха – хăю, лента. (Авторсен комментарийĕ)

[3] Словарьсене ку сăмах кĕмен.

[4] Фотографи. (Автор асăрхани)

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.