Николай Шупуççынни: Ним те çук-ха, тетĕр-и?


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →

Ним те çук-ха, тетĕр-и?

Çутă çанталăк, тетĕр-и?
Хĕвел пăхать, тетĕр-и?
Пушă хирсем лăплансан,
Канлĕ ĕнтĕ, тетĕр-и?

Пăртак пĕлĕт хуплансан,
Çăмăр çăвĕ, тетĕр-и?
Кăвак тинĕс тип-тикĕс,
Инкек çук-ха, тетĕр-и?

Тĕрĕк, австри, пур нимĕç
Лăпланчĕç-ха тетĕр-и?

Тутлă кулса сарăлса
Уткалар-ха тетĕр-и?
Канлĕ шухăша кайса
Вăрçа манĕç тетĕр-и?

Манасчĕ-çке вăрçăна,
Шанасчĕ-çке лăпкана.
Пурнăç курки туп-тулли,
Анчах йÿçĕ пыл-сăра.

Хĕвел çути çутатмасть.
Хĕвел ăшши ăшăтмасть,
Вăрçă хура тĕтĕмпе
Пиртен хуплать хĕвеле.

Таçтан тухать-сарăлать,
Хура тĕтĕм хупăрлать.
Курăнмаççĕ тупăсем,
Курăнмаççĕ салтаксем.

Пуля вĕçет, шăхăрать,
Çăмăр пекех тăкăнать,
Пĕрмай етре çурăлать
Çĕртен тĕтĕм кăларать.

Вупăр карчăк вăраххăн
Вĕçсе килет инçетрен,
Мăшăрăн та хăраххăн
Бомба тăкать пĕлĕтрен.

Çырансенчен, варсенчен
Пуля вĕçет, тăкăнать;
Вĕçекенпе çĕр çинчен
Çар тăхланпа калаçать.

Вупăр карчăк карăнса
Калла вĕçет вĕçкĕнсе,
Çĕр çинчисем аптраса
Пăрахаççĕ переççĕ.

Хуллен майпе, ерипе
Лăпланчĕçĕ варсенче.
Анчах канлĕх тÿлекпе
Вĕçес кайрĕç çар çинчен.

1916

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.