Николай Шупуççынни: Кайрĕ çав


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Кайрĕ çав

Пĕччен юлтăм, кайрĕ çав,
Мăнтарăнпа кайрĕ çав,
Унăн сăнĕ куçăмра.
Ун кăмăлĕ ăшăмра.

Мĕнпур кăмăл ун çинче,
Пĕр телейĕм чĕринче.
Хурланатăп – хуралап,
Шухăшлатăп – шуралап.

Сарă çÿçĕм саланчĕ,
Çу тă куçăм çулланчĕ.
Ăшăм-чиккĕм вут та хĕм,
Таврăнĕ-ши телейĕм?

Иртет çамрăк ĕмĕрĕм,
Çитĕ-ши ман ĕмĕтĕм:
Аслă турра асăнап,
Таврăнмашкăн тархаслап.

Ирхи тĕтĕм тĕтре мар,
Пĕлĕтпеле мăшăр мар.
Куçшыв пите çума мар,
Телейпеле мăшăр мар.

Анчах пĕлĕт тĕтĕмĕ
Çĕклет хăйĕн çумнелле;
Куçшыв урлă телее
Çаварăн-ши килелле?

1914, декабрь, Ковель

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.