Иванъ Макаровъ
Раштав 6-мĕшĕ
Тăванăмсем, Турра йурăхлă авалхи çынсем хăйсен ђунĕсемшĕн анђах тăрăшман. Вĕсен пурăнăçĕсене, ĕçĕсене астуса илĕр-ха? Турра йурăхлă пур çынсем те çынсене ырă тăвасшăн тăрăшнă; çынсен ђунĕсене çăласшăн, хăйсен пурăнăçĕсене те хĕрхенмен. Çавăн пек çынсен ђунĕсене çăласшăн тăрăшакансем авалтанах пулнă. Пĕрре Турă çынсем çине çиленсе, вĕсене пĕтерес тесен, Моисей пророк каланă: „ей хĕрхенекен ырă кăмăллă Турă! Мана хама пĕтерсен те ху халăхна вилĕмрен хăтарса, хăвар“, тенĕ. Павел апостол та çынсене хĕрхеннĕ ђухлĕ хăйне хĕрхенмен. Çак икĕ святой анђах Турă умĕнђе çынсемшĕн тăрăшман, тата ытти Турра йурăхлă çынсем те çынсен ђунĕсене çăласшăн хăйсен пурăнăçĕсене те, мулĕсене те хĕрхенмен.
Малаллине вулас
Куна Килĕштерес:
Килĕштерес Загрузка...