Н. Иванова & В. Никитин
Кăрлач уйахĕ
Кăрлач—çулталăк пуçламăшĕ, Çĕнĕ çул уйăхĕ. Çĕнĕ çул кунне халĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнче палăртаççĕ. Кивĕ Çĕн çула, Юлий Цезарь пирĕн эрăчченех ĕçе кĕртнĕ календарь тăрах, кăрлачăн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Юлий календарьне ылмаштарса халĕ усă куракан Григорий календарьне Раççейре 1918 çулта йышăннă та вун виçĕ талăка сиктерсе хăварнă. Çавăнпа паллă çынсен çулĕсене кăтартнă чухне «кивĕ» тата «çĕнĕ стильпе» теççĕ. Вун саккăрмĕш çулччен çуралнă е вилнĕ çыравçăсен хучĕсенчи кунсене хальхипе тÿрĕ килтерес пулсан вун виçĕ кун хушса шутлас пулать. Н. Я. Бичурин, С. М. Михайлов-Янтуш, К. В. Иванов, С. В. Элкер, С. М. Максимов тата ытти паллă çынсен çуралнă кунĕсене кивĕлле-çĕнĕлле ирттернисем те пулнă.
Чăваш кун тăрăмĕнче елĕк мăн кăрлачпа кĕçĕн кăрлач уйăхĕсем пулнă. Авалхи уйăхсем хальхиceмпе тĕлме-тĕл килмеççĕ. Мăн кăрлач декабрьпе январь, кĕçĕн кăрлач январьпе февраль хушшисене лекет. Кĕçĕн кăрлач пирки чăваш ăславçисем тавлашкаласа та пăхрĕç. Вăл чăваш кун тăрăмне пăтраштарса тăрать, уйăхпа хĕвел календарĕсене шайлаштарнă памасть имĕш. Ку чăнах та кăткăс шутлав. Уйăх хăйĕн тăхрисемпе 29,5 талăкра çаврăнать. Хĕвел çулталăкĕ уйăх çаврăмĕпе тĕрĕс пайланасшăн мар. Вун икĕ уйăхпа та, вун виçĕ уйăхпа та май килмест. Вара уйăх кун тăрăмĕ икĕ çулталăка 12 уйăхлă, виççĕмĕш çулне 13 уйăхлă туса хунă. Халĕ эпир хĕвел календарĕпе усă куратпăр. Хĕвел çаврăмĕн вăхăчĕ — 365 талăк та 5 сехет тата 48 минутпа 46 çеккунт. Талăк та, çулталăк та çавра виçеллĕ мар пирки икĕ календарьне те вăхăт-вăхăтăн тÿрлетÿ кĕртеççĕ.
Хĕл мучилле, Юр пикеллĕ кăрлач хĕл эрнипе (кăшарнипе) тата шăп эрнипе (шернепе)[1], хĕрсен ларнипе, каччăсен вирĕмĕпе, нартуканпа, хĕр сăрипе паллă. Кăрлач вăййи-кулли, юмахĕ-халапĕ, юмаçĕ-тĕшмĕшĕ раштав-юпаранах куçса килнĕ. Çапла вара кивĕ кун тăрăмпа çĕнĕ календарь пĕрлешсех кайнă.
Сăнавсем
- Ахрăм инçете кайсан сивĕ хаярланать.
- Йывăç турачĕ çине юр лармасан çулла çырла-кăмпа ан шыра. Юрсăр хĕл—çăкăрсăр çу.
- Хĕллехи çиçĕм — çил-тăвăл палли.
- Çăлти шыв çĕкленет — сивĕтет.
- Пĕлĕтсем çиле хирĕç шăваççĕ — юр çăвать.
- Уйăх ункăланнă — шартлама сивĕ пулать.
- Сивĕре хĕвел пĕлĕтсĕр анса ларсан сивĕ кунсем татах пулаççĕ.
- Тÿпери шурă пĕлĕт татăкĕсем — çил тухасса, кăваккисем — çанталăк ăшăтасса.
- Кăмакара вутă шартлатать —çанталăк сивĕтет.
Кăрлачри паллă кунсем
1. Çĕнĕ çул кунĕ — капăр чăрăш уявĕ.
2—8. Хĕл -эрни (кăшарни). Лашапа çĕр выртмалла тăвансене курма çÿренĕ, хĕрсене ларма леçнĕ. Каччăсемпе хĕрсем турхан каснă[2].
6—8. Хĕр сăри каçĕсем.
14. Кивĕ Çĕн çул. Камит кăтартса (вĕтке) çÿрени.
19. Шерне — кайăк эрни. Шерне сиввисем—чи хаяррисем.
Хел эрнин йăли-сăмахлахе
Хĕл эрни (кăшарни) вĕçрен-вĕç уявпа сыпăнса пырать: хĕр ларми, нартукан çавăрни, камит ачисем килрен киле çÿрени, эрне вĕçĕнчи хĕр сăри тата ытти уявсем. Вирĕм, ларма, шерне[3] (кайăксене тăрантармалли вăхăт) сăвви-юрри кашни ялта, урамра, ушкăнра хăйне расна, çавăнпа вĕсен сăмахлăхне пухнă тĕслĕхсем тĕрлĕрен. Нартукан тата хĕр сăри мешехисемпе паллашăпар.
Нартукан
Нартукан сăмаха «нар» тата «тăван» сăмахсенчен пулнă теççĕ. Ахăртнех, чипер хĕрсемпе тăванлашнине пĕлтерет вăл. Çаплах пулма пултарать, мĕншĕн тесен унти вăйă-ташă пĕтĕмпех туслăхпа, юратупа, ĕмĕт-шухăш хавасĕпе çунатланса пырать. Ăш хыппи — кĕмĕл çĕрĕ, чун уççи —евĕк юрă… Калайман сăмахсене вĕсемех уçса параççĕ, илтес текенĕ сасăранах сисет- çке! Çĕрĕ памалла выляççĕ, çĕрĕ пăхмалла лараççĕ, çĕрĕ илмелле ташлаççĕ, çĕрĕпе сĕлкĕ[4] ылмаштараççĕ. Хальхи телекурăмри пек лап-лап чуп туни те, хулран-айран ыталани те çук, анчах мĕн тери вăйлă туйăмсен тасалăхĕ, илемĕ, шанчăкĕ каламасăрах каланать, курăнмасăрах курăнать. Пÿртре ĕçлесе-выляса ывăнсан уçă сывлăша — картишне сиксе тухаççĕ: çутă çăлтăр шутлама, кĕлет-лупаса сăнама, йĕтем-авăна итлеме, улмуççи юрне таптама… Йĕтем çинче тăпач[5] сасси илтĕнсен ку çулхине тырă-пулă ăнса пулать, ампарта шăши чăйлатсан е кушак сиксен, тырă кăштăртатни илтĕнсен — паллах, çăкăр-тăвар тулăх пулать теççĕ. Мĕншĕн сасă ан илтĕнтĕр? Ĕлĕкрех сиввисем витĕртерех пулнă, йывăçĕ-пĕрени шартлатса çурăлни кĕлетре-ампарта ахрăмланнă, ура айĕнче юр кăчăртатни йĕтем çине сас янă. «Йĕтем çине çитсе кивĕ капанран пучах туртса килчĕç,— тесе çырать М. И. Кулай сăмахçă.— Пучахне ăна алăпа туртса кăлармаççĕ-ха, капан енне çурăмпа тăраççĕ те каялла авăнса кĕлте тĕпĕнчен шăлпа çыртса туртса кăлараççĕ». Пĕр пĕрчине те çухатас мар тесе ывăçа пăчăртаса пÿрте шутлама кĕрсе каяççĕ. Ыт-тĕкел, пÿлме, ырçа, сарă, хура, çÿллĕ, лутра… Хăш сăмахĕ тĕлĕнче пĕрчĕ пĕтет, çав пурлăха хĕр-упраçа пÿлĕхçĕ парать тенĕ.
Урамрисем пуслăх йăвантарнă, патман çапнă, таканана тăвайкки ярăннă. Нухайкка е пиçиххи пенĕ, пуçа пăтавкка тăхăннă, витери автана шуйхатнă. Кÿршĕ лавне пушатнă, пахчинчен уттине кĕртнĕ, хăй сисиччен вуттине татса купаланă. Çав хушăра килĕнче вирĕм ачисем камит-путиш кăтартнă. Камне-мĕнне палласа кăкшăмпа тав тумасан çитес çул пулăшу килмессине систернĕ. Кĕскен каласан, ялта хĕллехи сĕрене хăваланă.
Нартукан Юррисем
Хăмач
пир те чаршав, пурçăн çÿçе,
Ан тыткалăр кирĕклĕ аллăрпа.
Лашисене кÿлсе те çавăрса тăратнă,
Ан йăпатăр çемçе те чĕлхĕрпе…
Анкартисем пĕр хыçне те кантăр акрăм,
Пуçĕсемех сулăнчĕç кăнтăра.
Сисетĕр-и, тантăшсем, сисместĕр-и,
Пуçăмăрсем сулăннă ырлăха…
[1] Автор шутласа кăларнă ят пулмалла.
[2] Мĕн калас тени паллă мар. Словарьсенче тупăнмарĕ.
[3] Ку сăмахсенчен чылайăшне автор ăçтан илни паллă мар. Шутласа кăларнă пулмалла.
[4] Тĕрленĕ алшăлли. []
[5] Çапкăч.