Кириллъ Макаровъ
Раштав 26-мĕшĕ
Виçĕ пин çул ĕлĕк пит ăслă Соломон патша каланă: ерех хăй тĕллĕн айăплă мар, ытлашши ĕçни айăплă, ытлашши ĕçекен ырă пурăнăçпа пурăнаймĕ, тенĕ. (Прит. 20, 1). Акă ĕнтĕ çавăнтанпа виçĕ пин çул иртнĕ; çав хушăра (вăхăтра) ерех халăха темĕн ђухлĕ сийен те тунă пулĕ, ерехрен темиçе пин çын та вăхăтсăр вилĕмпе вилнĕ пулĕ, анђах халăх çавна кура ерех ĕçме пăрахман. Тата Турă Хăй те Осія пророк урлă каланă: ерех Манăн халăхăн ђĕрине хăйне пултарнă Турра пĕлми турĕ, тенĕ. Павел апостол та ерехе ытлашши ĕçесрен сыхланма хушат̌; вăл калат̌: ерехе ытлашши ан ĕçĕр, етем тăвакан çылăх пуринђен ытла ерех ытлашши ĕçнинђен килет, тет. (Еф. 5, 18-19).
Çапла Турă сăмахĕ ерехрен сыхланма хушат̌. Анђах пирĕн хушăра хăш ђух çапла калакансем те пур: ерехе ĕçес çук пулсан, мĕншĕн тунă тата ăна, теççĕ.
Тăванăмсем, апла калани тĕрĕс мар, апла каланипе епир Турă сутĕнђен хăтăлаймăпăр. Ђăн Турă, пире пур йапалана та ĕçмеллине те, çимеллине те усă курма панă, анђах пур йапалана та виçеллĕ тытма хушнă: йапала виçеллĕ тытсан, анђах етеме усăллă. Виçеллĕ ĕçсе çинĕшĕн Турă та айăпламаст̌. Виçесĕр йапала ĕçни анђах мар, çини те етеме сийен тăват̌. Çапла, тăванăмсем, Турă панă йапала виçеллĕ тытсан-тусан анђах етеме усăллă пулсан, епир кирек мĕне те виçеллĕ тытма тăрăшар, пуринђен ытла ерехе виçеллĕ ĕçер. Мĕншĕн?—Акă мĕншĕн. Пур йывăр çылăх ерех нумай ĕçнинђен пулат̌, тет Павел апостол; пĕртте ĕçмесен тата аван пулнă пулĕђђĕ; мĕншĕн тесен — çын пĕђĕккĕн ĕçнинђен нумай ĕçме вĕренет. Кирек кам та малтан пĕђĕккĕн анђах ĕçет, унтан ытларах ĕçме тапратат̌, кайран хăнăхса çитсен пĕр çав йапала çинђен анђах шухăшлат̌. Ерех çыннăн пĕтĕм ăсне-шухăшне пăсат̌, ырăпа усалла уйăрми тăват̌; намăса пĕлми тăват̌. Çын урă ђух темĕн парсан та тăвас çук ĕçе, çылăха, ÿсĕр ђух пĕр шикленмесĕр, вăтанмасăр тăват̌: вăрçат̌, йатлаçат̌, йасар тăват̌. Çакна пурне те вăл урă ђух нимĕнне те тумĕ-ђђĕ, тăвас килсен те çынсенђен вăтанĕ-ђђĕ.
Пĕр-май ерех ĕçекен çыннăн ăсĕ пăсăлнипех иртмест, пĕтĕм пит-куçĕ те тискерленсе кайат̌; ĕçекен çынна пит-куçĕнђенех пĕлме, йурат̌. Урă çыннăн пиђĕ-куçĕ илемлĕ, таса пулат̌, ерех ĕçекенĕн-тискерленсе кайат̌, вăл пăхасса та тискер кайăк пек пăхат̌.
Пĕрре пирĕн Николай I патша пĕр йала пынă. Ун патне нумай халăх пуçтарăннă. Патша çав тĕрлĕ нумай халăх хушшинђе пĕр ĕçекен çынна курнă та хăй патне ђĕнсе илсе каланă: тăванăм, намăс мар-и сана, санăн питÿ-куçу та тискер кайăкăн пек пулнă, есĕ Христос тĕнĕпе пурăнмастăн-и мĕн? тенĕ. Çапла, тăванăмсем, ерех çынăнне ăсне пăсат̌, питне-куçне илемсĕрлетет, сассине улăштарат̌. Çакăнтан пуçне тата мĕн тăватĕ-ши вăл?
Вăл урăх йенђен те сийен нумай тăват̌. Ăна пĕлес тесен епир урă ĕçмен çыннăн пурăнăçĕпе ĕçекен çыннăн пурăнăçне танаштарса пăхар.
Кам çийĕнђе вăл тумтир нађар, çĕтĕк? Камăн вăл кил-çурт йапăх? Камăн вăл выљăх-ђĕрлĕх нађар, хыткан, шăннисене суса кăлармалла мĕлке пек йал тăрăх хапхаран-хапха кĕлесе çÿрет? Камăн вăл уйра акмасăр хура пусă йулнă, йе сухаламасăр, йе вырмасăр йулнă ана? Камăн вăл ађа-пăђа, хĕр-арăм выçă ларат̌? Камăн вăл пиђĕсене çуман йе çарамас, йе çĕтĕк-тăла-çăпатапа урамра ђупса çÿрекен ађа-пăђа? Камăн вăл пиђĕ-куçĕ кăвакарса çÿрекен хĕр-арăм? Тăванăмсем, çакă пуринђен ытла ĕçекен, ĕçлеме ÿркенекен кахал çыннăн пулат̌. Ĕçме йернĕ çыннăн ĕçлеме вăхăт çук, вăл кунĕ-кунĕпех, ăçта та пулса ĕçмелли тупас, тесе шыраса çÿрет. Ĕçлесе тупсан та укçине хупаха кайса пăрахат̌. Çавăн пек мар ĕçмен çын: вăл ђухăн пулсан та пуçтарăнса пурăнма тăрăшат̌, кирек- мĕн ĕçе те вăхăтра тума тăрăшат̌, çавăнпа унăн нихăш ĕç те йухăнмаст̌, пур те пуçтаруллă. Унăн ађи-пăђи те тутă, питĕ çÿрет. Шутласан, ĕçмен çын пуйан пулмасан та аван пурăнат̌. Вăл ĕçлесе тупнă укçана, ĕçме йĕрне çын пек, хупаха кайса пăрахмаст̌, унпа мĕн те пулса çемйи валли илет, йе кирлĕ пулађђен пуçтарса хурат̌.
Ĕçме йернĕ çын хăйĕн ĕмĕрне нумай кĕскетет, ун пек çын ватăлса сахал вилет; йе шăнса вилет, йе ытлашши ĕçсе вилет. Нумайĕшĕ вилес умĕн çылăхĕсене каçарттармасăр, Христос ÿђĕпе-йунне ăша илмесĕрех вилеççĕ. Вĕсем пурăннă ђух Турă çинђен манаççĕ, ђиркĕве нихăçан та çÿремеççĕ; ђиркĕве кайас вырăнне хупахалла уттараççĕ.—Леш Тĕнђере Турă умĕнђе йепле тăрасси çинђен пĕртте шутламаççĕ. Çакна илтсен вĕсем калĕç: ĕçмен çын вилĕмрен хăтăлса йулат̌-и мĕн? тийĕç. Ђăн вăл, тăванăмсем; ĕçмен çын та вилет, анђах вăл ăшă пÿртре вилет, вилеђђен ађи-пăђине халап парат̌, ђиркÿ йĕркине пурне те тăват̌. Унăн вилĕмĕ канăçлă.
Тата ĕçекен çын пуринђен ытла хăйĕн ађи-пăђине ĕмĕрлĕхе пысăк сийен туса хăвăрат̌. Ĕçекен çыннăн ђас- ђасах ађисем те ĕçекен пулаççĕ. Çакна пурне те илтсен, пирĕн, тăванăмсем, пĕртте ĕçме кирлĕ мар; пуринђен ытла хĕр-арăмсен ĕçес пулмаст̌, мĕншĕн тесен ађа амăшĕ ăшĕнђе ђух амăшĕ йÿнĕпе тăранса ÿсет; ĕçекен хĕр-арăмăн йунĕ те хăй пекех ÿсĕр пулат̌, çавăнпа çуралас ађа та амăшĕ ăшĕнђех ерехе – сăрана хăнăхат̌, тата çуралсан та ашшĕ-амăшĕ ĕçнине кура пĕђĕкренех ĕçме вĕренет. Хăшин ашшĕ-амăшĕ ађисене хăйсемех ĕçме вĕрентеççĕ. Ађисем ĕçме вĕреннине кураççĕ, анђах вĕсене пĕр те ђармаççĕ. Тата хăшĕ калаççĕ: пăртак ĕçнĕшĕн мĕн пулат̌ вара, теççĕ. Ђăн вăл, тăванăмсем, пăртак ĕçнĕшĕн нимĕн те пулмаст̌, анђах пăртакран нумай ĕçме вĕренет. Çав çынах пĕђĕккĕ ђух пăртак ĕçтермен пулсан урă, Турă йĕркипе пурăнакан çын пулнă пулĕ-ђђĕ. Тата хăш çыннăн ађисем çамрăк ђух аван ÿсеççĕ, ашшĕ- амăшĕ сăмахĕнђен тухмаççĕ, анђах çитĕнсе çитерехпе усал ăсĕсем пăсăлнă йулташсене йереççĕ те пăсăлаççĕ. Çавăнпа, тăванăмсем, ађасене çавăн пек йулташсенђен хытă сыхлас пулат̌.
Çапла ĕнтĕ, тăванăмсем, ерех пире Сийентен урăх нимĕн те кÿмест. Çавна кура ерехе сахалтарах ĕçме тăрăшар, пĕртте ĕçмесен, тата аван пулĕ-ђђĕ! Вара ађасем те епир ĕçменнине кура пирĕн пек пулма тăрăшĕç. Çапла тусан епир хамăра та ађасене те мĕскĕн пурăнăçран, вăхăтсăр килекен вилĕмрен, тамăкран çăлăпăр; Павел апостол калат̌: ерех пĕр май ĕçекен çын çÿлти патшалăха кĕреймĕ, тет. (I Коринѳ. 6, 10). Çапла тусан пире пирĕн ађасем тав-тăвĕç.
Татах калатăп, тăванăмсем, урă пурăнма тăрăшăр, ĕçсен те сахал ĕçĕр. Çапла Турă хушнă пек пурăнсан, епир ку Тĕнђере аван пурăнăпăр, Турă патшалăхне те кĕме тивĕçлĕ пулăпăр, тата пирĕн патшалăх та вăйлăланĕ, ђаплăланĕ.
Ей Турă, ырă пурăнăçпа пурăнма пилле пире. Амин.