Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ.


Раштавăн 25-мĕшĕ

Ирод патша пурăннă вăхăтра Іудеяри Виѳлеем хулинђе Іисус çуралнă. Вăл çуралсан хĕвел тухăçĕ йенђен çăлтăрçăсем Іерусалиме пынă. Вĕсем: іудейсен халĕ çуралнă патши ăçта? Епир хĕвел—тухăçĕ йенђе Унăн çăлтăрне курса, Ăна пуççапма килтĕмĕр, тенĕ. Çакна илтсен, Ирод патша та унпа пĕрле пĕтĕм Іерусалим хăраса кайнă. Вăл вара пуп-пуçлăхĕсене, халăх хушшинђи кĕнекеçĕсене пурне те хăй патне пухнă. Вĕсенђен Христос ăçта çуралмаллине ыйтса пĕлнĕ. Кĕнекеçĕсенђен Христос Виѳлеем хулинђе çуралмаллине пĕлсен, Ирод çăлтăрçăсене вăрттăн хăй пат­не ђĕнсе илсе вĕсенђен çăлтăр курăннă вăхăта ыйтса пĕлнĕ. Унтан вăл вĕсене каланă: кайăр, Ађа çинђен лайăхрах пĕлĕр; Ăна тупсан, мана та хыпар тăвăр, епĕ те кайса пуççапăп Ăна, тенĕ. Çăлтăрçăсем Ирод патĕнђен тухса кайнă. Вĕсен умĕнђе çăлтăр вĕсене çул кăтартса пынă. Çав çăлтăр Ађа тĕлне çитсен ђарăннă. Çавна курсан вара вĕсем пит савăннă. Пÿрте кĕрсе Ађана ÿксе пуççапнă. Вĕсем Ăна ылттăн, ладон, тата смирна парне панă. Тĕлĕ­кре вĕсене ангел курăнса, Ирод патне кайма хушман. Вара çăлтăрçăсем хăйсен килне урăх çулпа кайнă. (Мѳ. 11, 1—12).

Йуратнă тăванăмсем! Çуралнă Іисус Христоса пуç­çапма çăлтăрçăсем таçтан-инçетрен пынă. Çăлтăр тăрăх Христос çуралнине пĕлсенех, вĕсем килĕсене пăрахса, çул çинђе темиçе тĕслĕ асап курса йут патшалăхран пынă. Килтен тухнă ђух та: ку çăлтăр хыçĕнђен кайсан, таçта инçе каймалла-и тен, тесе шухăшласа тăман, çăлтăра кур­санах ун хыççăн кайнă. Çак çăлтăрçăсем Іисус Христоса пуççапма пыни пире те Христоса пуççапма вĕрентет. Пи­рĕн те Христоса пуççапас пулат̌. Акă есир пайан кунта пухăнтăр. Çакă ђиркÿ пайан халăхпа тулса тăрат̌. Анђах çакăн пек нумай халăх ђиркĕве çулталăкра пĕр вун­ик хут анђах пулат̌. Ытти праçниксенђе çакă ђиркÿ пушă тăнă пек тăрат̌. Çăлтăрçăсем çăлтăра курсанах Христоса пуççапма йут патшалăха кайнă. Анђах епир ђан сасси илтĕнсенех Христоса пуççапма, Ăна парне кÿме йут пат­шалăха мар, пĕр-ик-виç çухрăма та кайаймастпăр. Пĕр­-пĕр çĕрте ерех пулат̌ тенине илтсенех, никам ђĕнмесĕр, пĕр ђан сассисĕр васкаса кайатпăр. Ђиркĕве килме вă­хăт çук, пушă мар, ун пек çĕре кайма нийепле ĕç те ђарса тăракан çук. Ђиркĕве килме йе сивĕ, йе инçе; ун пек çĕре кайма инçе те мар, сивĕ те мар. Христоса пуç­çапма пынă çăлтăрçăсем Христос тĕнне тытакансем те пулман, çапах та вĕсем Христоса пуççапма инçе-мĕн тесе тăман. Епир ĕнтĕ хамăра Христос тĕнĕпе пурăнакансем тесе хисеплетпĕр, Іисус Христоса Турă тетпĕр, анђах ха­мăр ђăнахах Христос тĕнĕпе пурăннине ĕçпе катартмастпăр. Христоса пуççапни анђах пулмаст̌. Христоса пуççап­ни—тата Вăл хушнине туни. Пиртен хăшĕ те пулин ђир­кĕве килсе кĕл-туса тăрĕђђĕ те, ђиркÿрен тухсанах пĕр­-пĕр усал ĕç тăвĕђђĕ. Ђăнахах пирĕн хушшăмăрта ун пек çынсем пур. Кăнтăрла кĕлĕре тăрат̌, çĕрле мĕн те пулин тăват̌. Кăнтăрла кĕлĕре тăрат̌, кĕлĕрен пĕр-ик-виç ђалăш кайат̌ те, ĕçме тытăнат̌. Апла туни акă мĕн пек пулат̌: ей Турă, акă сана кăнтăрлахи кĕлĕре кĕл-турăм, Сана мĕн кирлине патăм, халĕ ĕнтĕ шуйтана кĕл-тăватăп. Кăнтăр­лахи кĕлĕре хамăн кĕллĕмпе Сана савăнтартăм, халĕ хам пырăма ерехпе савăнтарам. Çук, тăванăмсем, апла туни, Христоса пуççапни мар, Унтан мăшкăлани пулат̌. Хри­стос çыннин кашни ĕçе, кашни йарса пусмассерен, Хри­стос хушнă пек, тăвас пулат̌. Пирĕн хушшăмăрта, мĕн ђухлĕ çапăçу пулат̌, мĕн ђухлĕ çынна улталани, мĕн ђухлĕ ытти усал ĕçсем пулаççĕ. Çавсем пур те епир Христос йатне анђах илсе çÿренине пĕлтереççĕ, Христос пирĕн ăшра, ђĕрере çуккине кăтартаççĕ.

Епир çийелтен пур те хитре, илемлĕ сăрпа сăрланнă, хамăра Христос çыннисем тетпĕр, хамăрăн ăшра Хри­стосăн нимĕн те çук. Христос сăмахĕпе каласан, çийелтен епир ылтăнланă тупăксем пек, ăшăмăрсенђе пирĕн йĕр­кесĕр ĕçсемпе усал ĕçсем анђах. Авă Ирод та çăлтăрçă­сене хăй патне ђĕнсе илсе вĕсемпе пит çемçен калаçат̌: лайăхрах ађа çинђен пĕлсе килĕр-ха, епĕ те ăна кайса пуççапам вара, тет. Хăй çийелтен темĕн тĕрлĕ аван ĕнтĕ, темĕн пек калаçат̌, Турра йурăхлă çын пек, анђах хăйĕн ăшĕнђе усал йун вĕркет, Христоса вĕлерес шухăш хăйне пĕтĕмпех хупласа илнĕ; Хăй кайран, Христоса пуççапас тийекен çын, Христоса вĕлерес тесе, Виѳлеем тавăрашĕнђе вун-тăватă пин ађа вĕлерттернĕ. Вăл вĕсем хушшинђе, Хри­стос та вилĕ-ши тесе шухăшлат̌.

Йуратнă тăванăмсем, çак епĕ каланине астуса çийел­тен анђах мар, ђунпа та Христос тĕнне тытма тăрăшар. Камăн йепле усал йенне шухăш, çавă ăна сахаллатма пы­тăр. Кам мĕн усал ĕç тăват̌, çавă çавна хăвартăр; кашни харпăр хăй усал ĕçне пăрахтăр; хăй Христос тĕнне тытнине ан мантăр. Христоса пуççапма пынă çăлтăрçăсенђен хамăра вĕренÿ илер. Вĕсем хăйсемпе йĕрле ылттăн, ладан, смирна илсе нынă. Смирна Вăл Египет çĕрĕпе Аравія çĕрĕнђе пухакан çу. Çав йапаласене Христоса парнене панă. Çав йапаласем ђăн хаклă ырă йапаласем пулнă. Çăлтăр­çăсем пурăнакан çĕрте вĕсенђен хаклă йапала пулман. Епир те Христос Туррăмăра хамăрăн ђăн хаклă йапалана парне кÿрер. Пирĕн ђăн хаклă йапала, пирĕн ђун, ђĕре. Вăл парнесем Турра йурăхлă пулђђăр тесен, пирĕн ђĕре­не çемçетес пулат̌, ђуна ырă ĕçсемпе илемлетес пулат̌. Давид патша калат̌: Турра йурăхлă парне çемçелнĕ ђĕре, тет. Аминь.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.