Николай Шупуççынни: Йĕкĕрлĕ курка


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →



Йĕкĕрлĕ курка…

Йĕкĕрлĕ курка – сар курка,
Хĕррипе тан пыл-сăра;
Ĕçес килсе ăш çунать,
Кам ĕçмешкĕн тав тăвать?

Курка курнать – хамăн мар,
Аллăм çитет – ирĕк мар.
Йĕри-тавра ют çынсем,
Ăçта-ши ман тăвансем?

Курка ларать – сăйламастъ,
Хĕвел пăхать – ăшăтмасть;
Вĕрет хаяр сивĕ çил,
Ăçта-ши ман савнă кил?

Пыл-сăрана тутанма
Мăшăр-мăшăр лармалла.
Ман мăшăрăм мĕнле-ши?
Унăн ĕçес килет-ши?

1914, декабрь, Ковель

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.