Çăварни Юррисем


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Çăварни Юррисем

И çăварни, çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!

* * *

Эх, çăварни, çăварни!
Ал ĕç пĕтмен — ăш пиççи,
Картлă-картлă пиçиххи!
Вун ик çытар, пĕр тÿшек.
Кахал ятне кам илтет?
Хурăн тăрри — хултăрчи
Йамра тăрри — йăмпăлчи,
Чăрăш тăрри — чăмпăлчи.
Вĕсен ĕçĕ пĕтмесен тет,
Тăхтасамăр, тăхлачсем,
Тунти хати килет тет.
Хуп кĕперне çитнĕ тет,
Вун ик вĕçлĕ пушшипе
Хыптарать те кастарать,
Хĕрсен чунне çунтарать!

* * *

Катаччи те катаччи!
Сарă хĕрпе сар каччи!
Çĕтĕк çуна тупрăмăр.
Тăвайккине тухрăмăр,

Мамăк шывне сапрăмăр,
Хăрах тупан катрăмăр:
Выртан каска йăванчĕ,
Хурăн тăрри хумханчĕ.
Шурă халăх хĕвĕшет —
Пай икерчи пĕçерет.
Ашне-пăшне ăшалу,
Картлă-картлă пашалу,
Карчĕ тăрăх çу юхать.
Эй, катаччи-перекки,
Шăнкăр-шăнкăр мерекки!
Çварни çуни карлăклă,
Карлăклă та кантăклă,
Кантăк витĕр пăхсассăн
Пирн савнисем курнаççĕ.
Çÿрен лаши, шух лаши,
Пуç ывăтса пырать-çке.
Манăн савни, сар савни,
Ăшшăн пăхса кулать-çке.

* * *

Çăварни çич кун тенĕ чух
Çич пăт сĕлĕ çитертĕм.
Пуçне пĕкке пемешкĕн
Пирĕн лаши лаша пек!
Çăварни виç кун тенĕ чух
Çуна çине виттертĕм —
Пирĕн çуни çуна пек,
Мăн шыв çинчи кимĕ пек.
Пĕрле ларса ярăнма
Пирĕн хĕрсем майра пек!
Сăнĕ-пичĕ хĕвел пек,
Мĕншĕн савса тăрас мар?
Çăварни килет çичĕ кун,
Ма çич эрне килмест-ши?

* * *

Çăварни çуни çунатлă:
Ку çунатти çул тытать,
Леш çунатти хĕр тытать,
Мĕншĕн çуна теес мар,
Çăварнире чупас мар?
Пирĕн çуни хуçмалла,
Хуçсан иккĕн лармалла,
Чăссан улттăн лармалла,
Виçĕ мăшăр чупмалла.
Ăмăрт кайăк лашам пур,
Ăшă йăва çунам пур,
Сарă вăрăм савин пур,
Пĕрле пулма сăлтав пур.

* * *

Çул хĕрринче тăракан —
Çуна шăлне сăвакан,
Çăварни иртмест тетĕн-им?
Яшлăх вăрăм тетĕн-им?

* * *

Турта тулли тур лаша,
Турти тăрăх тар юхать,
Тупань тăрăх шыв юхать,
Çăварни иртет, чун юлать.

Çăварни килет виç кунлăх,
Ма килмест-ши çич кунлăх —
Тур лашана тарлама,
Çырă хĕре вăранма,
Хура хĕре хурланма,
Сара хĕре савăнма?

Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкрав,
Шăнкрав сасси çул çинче.
Çак çăварни çитсессĕн
Сар хĕр сасси ял çинче.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Çăварни Юррисем” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.