
Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →
Хĕрĕх çул хушши
Ĕнер-паян пулнă пек,
Куçăм умĕнче
Иртет йĕрки-йĕркипе
Авалхи тĕнче:
Чĕрĕлеççĕ тăраççĕ
Тĕттĕм чăвашсем:
Тăмана пек тухаççĕ
Юмăç-чĕлхеçĕсем;
Улталанса вĕсемпе,
Чăваш пурăнать.
Весене уçман куçĕпе
Ырлать, пуççапать.
Кĕнекепе хута та
Вăл уйăраймасть,
Тĕнче тытан Турра та
Асра тытаймасть,
Киремете килĕшме
Тихине пусать:
«Ан илччĕрччĕ вĕренме» –
Тесе кĕлтăвать.
Вĕренесрсн пăрăнма
Мулне хĕрхенмест,
«Çутатчăрччĕ пуçăма», –
Теме пĕлмест.
Анчах иртет, çул иртет, –
Тĕнче улшăнать:
Тĕттĕм, тĕтре сирĕлет, –
Çутă уçăлать.
Пĕр хĕрĕх çул хушшинче
Пирĕн чăвашсен
Уçăлаççĕ хут çинче
Хĕсĕк куçĕсем.
Икел шăтса ÿснĕ пек,
Школсем уçăлать,
Ырă çын никĕс хунипе
Çирĕп пурăнать.
Вĕтĕ школсем варринче
Амăшĕ ларать:
Пĕтĕм чăваш хушшинче
Çутлăха сарать.
Калля-малля Атăлпа
Пăрахут куçать:
Чăваш ачи çăпатапа
Вĕренме каять.
Вăл пурăнать, вĕренет,
Ÿстерет ăсне.
Çын пулать те тирпейлет
Хăйĕн тăванне,
Ĕне çинĕ кĕнеки
Унăн тупăнать,
Чăваш пуклакрах чĕлхи
Ытарса вулать.
Хутран хуякансксрсем
Халь, харсăр пек,
Чухăн чăваш ачисем
Çунать чĕрипе:
«Епле майпа вĕренме
Кĕрсе-ши?» – тесе.
Çапла пирĕн ĕмĕрте
Чăваш çьпшнссм.
1907-1908
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ