Николай Шупуççынни: Хунар çути


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →

Хунар çути

Итлĕр-ха, итлĕр-ха, пурăнакансем,
Уçăр-ха куçăрсене, халăхсем!
Сĕм вăрмана кам-ши çав янратать,
Кам-ши хунарпа ăна çутатать?

Аслати сасси пек унăн сасси,
Уйăх çути пек хунарăн çути.
Аллипе сулсассăн, сывлăш кĕрлет,
Малалла утсассăн, çĕр кисренет.
Вăл сиввĕн пăхсассăн, çиçĕм çиçет,
Калаçнă чух вилнĕ çын чĕрĕлет.
Пур йывăçсем тăрăх çил шав кĕрлет.
Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ян янтрать.
Кам пулĕ тетĕр эсир çав çынна?
Кам хăват парать пулĕ тетĕр ăна?
Эпĕ халĕ пĕлтĕм ĕнтĕ вăл камне:
Сăмахран сисрĕм вĕрентекене.
Ячĕ çав çыннăн – «Тăнлăхуна çут»,
Ун хунарăн ячĕ – «Çырнă хут».
Тăнлăх вĕрентет çынсене пурăнма.
Йывăр кунта пĕр-пĕрне пулăшма.

1907-1908

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтеÿ хыççăн

7 çул...

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… Пирĕнпе пулăшнăшăн тавах сире…

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.