Николай Шупуççынни: Нуша


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →



Нуша

Васканăн ĕç тăнă,
Ерипелилĕн кайнă.

Эпĕ пĕрре юлташпа
Кайрăм хамăр утсемпе
Хĕрлĕ çыра çитерме.
Пуçланать кĕркунне.

Хĕрлĕ çыр вăл – пирĕн вар,
Ячĕпеле вăл Типвар.
Çав Типварта çĕртмере
Каççĕ утсем çитерме.

Эпир самай сивĕрен
Чул кăлартăмăр çырмара.
Çуркуннехи шупала
Нăмай ватать çырана.

Ун чух вара, çуркунне.
Çĕр айĕнчи чулсене
Шыв кăларать хăй выйпе,
Илсе каймасть лаприне.

Çиялти вĕт чулсене
Хамăр кăларнисене
Пĕрле пуçтаркаласа
Турăмăр пĕрер купа.

Хĕвел ларма пуçласан,
Эпир тухрăмăр Типвартан.
Унтан вара килелле
Чуптартăмăр сиккипе.

Тепĕр кунне ирпеле
Эпĕ кайрăм пиччепе
Хĕрлĕ çыра ураппа,
Чула киле турттарма.

Çырма хĕрне çитсессĕн,
Айăккалла каясран
Мана пичĕн: «Лашана
Кÿклет, – терĕ, – айăккалла».

Анчах эпĕ пĕлмелле
Кÿклетрĕм икĕ енпе,
Вăл тăрса юлчĕ мантан
Çырма хĕрне тăн-тăпăн.

Эпĕ çырмана ансассăн,
Пирĕн лаша вырăнтан
Пуçланă урапипе
Чакма çырма хĕрнелле.

Çырма хĕрне çитсессĕн,
Урапи анса кайсан.
Пирĕн хайхи лашана
Утса ячĕ çырмана.

«Эх, лаша, хăла лаша,
Эх, пĕтрĕн эсĕ, апша!» –
Тесе эпĕ кăçкăртăм,
Ун патнелле чупрăм.

Анчах урапа тепре
Кусса анса аяла
Утса ячĕ лашана,
Тĕпнех çитерчĕ мĕскĕне!

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Часрах пичей лумпала
Чупса пычĕ хăраса.
Вăл кăларчĕ чулсене
Лаша ÿкнинчен анатра.

Вăл та, эп те хăраса
Чупса çитрĕмĕр хашкаса.
Лаша выртать ÿпнелле
Самай çырма варринелле.

Тытăнтăмăр кăларма,
Анчах май çук тăварма.
Хуллен-хуллен çапах та
Салтса ятăм чÿлĕке.

Çав вăхăтра ураппа
Çитрĕ юлташ Типвара.
Вăйă пире аялта
Курса анчĕ пирĕн пата.

Малтан эпир тăварса
Мен пур-çук вăйпа туртса
Хăпартăмăр ту çине
Уйрăмăн тенелсене.

Кайран эпир пур – виççĕн
Тытăнтăмăр лапаран
Туртса кăларма лашана,
Тепре кÿлме урапана.

Пичей тытрĕ пуç панчен.
Эпĕ туртап хÿререн,
Юлташ тĕкет çурăмчен.
Хăй тăрса тепĕр енчен.

Ак хăрчĕ пирĕн лаша,
Сиенленмен-ха, апша!
Чипер утса çÿлелле
Хăпарчĕ вăл ту çине.

Ăна эпĕ чĕлпĕрпе
Кăкăртан урапаран,
Кайран вара çырмаран
Тин йăтрăмăр чулсене.

Тепĕртакран лашана
Кÿлтсмĕр урапана.
Эх, çапла хуйхă курса
Таврăнтăмăр тăяса.

Хĕрлĕ çыртăн вĕтĕ чул,
Кайран-малтан сыв пул!
Хĕрлĕ çыр те, чулĕ те
Аса килет халĕ те.

Халĕ çавă лашана
Сутнă вăтăр улттăна.
Вăл ун чух сиенленмен,
Çанпа илекен пĕлмен.

1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.