Николай Шупуççынни: Йытăпа кушак


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Йытăпа кушак

– Хам-хам, халĕ çием,
Шăм пулсан хам кăшлам,
Пĕртак сана пулăшам,
Пĕрле пурăнар.

Пĕркунне хăвна
Хăна тунăччĕ.
Юлашки пăтта
Сана панăччĕ;

Тус-йышлă пулар, –
Терĕ, тет, йытă
Аш çиекен кушака.

– Мăр-мăр, мăшăр мар,
Пĕрле çиме кирлĕ мар,
Парсанах йăтăн-хыпăн,
Кайса чикен карланка.

Пулĕ çиесси,
Анчах мĕн усси?
Йывăрлатас шăмшака,
Хăш чух хăстарать.
Е пыра ларать,
Инкек çукран инкеке
Тĕк тунă чух мĕн шырас?
Ашĕ те çав лептĕрке,
Епле унпала сăйлаc? —

Терĕ, тет, хирĕç
Кушак мăрлатса
Кукăр хÿреллĕ йытта.
Хăй çавăнтах кĕç
Хăпарса карĕ, тет, часрах
Йываç çине ашĕпех.

Йытă аялтах,
Çăварне уçнипех,
Тăрса юлчĕ, тет,
Хÿрине усса,
Шăртне тăратса,
Калла кайрĕ, тет.

Çинĕ чухне: кашăк пар,
Ĕçленĕ чух: сывă мар.
Хăна тусан – хурăнташ,
Хамран ыйтсан – ан паллаш.
Çапла пирĕн тĕнчере
Паян кун та ĕмĕртен.

1913

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.