Н. Иванова & В. Никитин
Хĕллехи Ĕçсемпе Уявсем
Хĕллехи ĕçсемпе йăласем авалхи Çĕнĕ çул пулнă юпа уйăхĕнчен (ăна халĕ палăртма та пăрахнă ĕнтĕ) пуçланаççĕ. Сурăх çăмне каснă хыççăнах хĕрсемпе каччăсен улахĕ уçăлать. Ку вăхăта сÿс-кантăр хатĕр мар-ха, çавăнпа çăм арласа алса-чăлха çыхаççĕ. Тен, çавăнпах раштавра «сурăх ырри»[1] пулса иртет. Мăчавăрсем каланă тăрăх, «сурхури» сăмах хĕрсемпе каччăсем витере сурăх урине тытнипе мар, çар пуçлăхĕ аксарăк[2] яш-кĕрĕме хĕсмет ĕçĕнчен канма кăларнипе çыхăннă. Эппин, «сарăк[3] ыррин» (сурхурин) вăхăчĕ — вылямалли-канмалли, савнисене курмалла эрне çитнĕ.
Хĕл кунĕсем пÿрте хăвалаççĕ пулсан та, хресченĕн ĕç пĕтмен. Ар утă-улăм, вăрман турттарнă, хĕр пир-авăр хатĕрленĕ. Ача-пăча хутла вĕреннĕ, юмах-халап итленĕ, яшсемпе хĕрсен ĕç витĕрех улах, сурхури, нартукан[4], вирĕм вăййисене ирттернĕ, лармасене çÿренĕ.
Эрнесем черетленсе пынă — хĕл эрни, кайăк эрни, çу
эрни, хĕр сăри, хĕр пăхни, катаччи чупни. Вĕсем пурте юрă-сăвăллă,
ташă-кĕвĕллĕ, камит-ламитлă[5]
пулнă. «Хĕл уйăхĕ — виç уйăх: раштав, кăрлач, пĕр нарăс. Çамрăк ĕмĕр — пĕр
хуйăх, савăнар-ха пĕр харăс…»— юрланă яш-кĕрĕм.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
[1] “Сурхури” сăмахăн автор сĕннĕ тишкерĕвĕ. Мари чĕлхи тата культурипе танлаштарса Федотов ку сăмаха “Сурăх ури” тесе тишкерет. Автор (Станъял) мотивацийĕ халăх йăлине мистификацилессипе, мухтаса çĕклессипе çыхăннă пулмалла. – VulaCv.
[2] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.
[3] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.
[4] Нартăван, нар “хĕвел”+тăван “хĕвел туни” [Фед]. “Нартукан” тутарла варианчĕ. – VulaCv.
[5] “Ламит” – атор шутласа кăларнă сăмах. – VulaCv.