Н. Иванова & В. Никитин
Раштав уйахĕ
Раштав — çулталăк вĕçĕ, алă ĕçĕсен уйăхĕ. Чăваш кун тăрăмне «раштав» сăмах вырăс тĕнне йышăнсан кĕнĕ пулĕ теççĕ. Ку сăмах Юр туррин Вăтанпин[1] амăшне Ăраш турра[2] тав тунине пĕлтерме пултарнă: «Араш+тав!» Уйăх ячĕсем пăтравлă пулни халăх тĕрлĕ календарьсем çине куçса пынинчен, чăвашсем авал çулталăка кĕркунне тата çуркунне кун таврăннă вăхăтран шутланинчен килнĕ. Çĕнĕ çул кăрлач (январь) пуçламăшне пырса тухсан та уйăх шучĕсен авалхи йĕрки аванах упранса юлнă, кашни уйăха тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ вырăнта тата мĕнле калани Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнчех уççăн курăнать. Раштава «куштан», «куштав[3]» тени те тĕл пулать.
Сăнавсем
Раштав — шартлама сивĕсен, юр кĕрчĕсен, вăрăм каçсен уйăхĕ.
Раштав ĕçчен: кĕпер хывать, çуна çулĕ тăвать, кантăксене эрешлет.
Сивĕ хаярланас умĕн çил майĕпе лăпланать.
Сивĕтес умĕн кушак çăмхаланса выртать, сăмсине ура лаппипе хуплать, сăлпăран умĕн стенана чĕрнисемпе чăрмалать.
Çĕнĕ çулта пĕчĕккĕн юр çусан тыр-пул лайăх пулать.
Çанталăк сивĕ мар, юр ÿкмест пулсан çанталăк пăсăлни курăнать.
Хĕл тăманлă, йĕпе пулсан çу çумăрлă, сивĕ пулать.
Хĕвел ура ярсан сивĕ пулать, хÿреленсен — тăман пулать.
Виç хĕвел тухсан е çăлтăрсем йăлтăрти сиккелесе тăрсан— шартлама сивве.
Уйăх карталансан тăман пулать.
Çăлтăрсем пит çутă енчен çил тухать.
Пĕлĕт йăрăмлансан (тымарлансан)—ăшша.
Выльăх ури вырăнĕнче юр ирĕлсен ăшă пулать.
Çĕрле пас тытсан çав кун юр çумасть.
Вăрман шавласан ăшăтать.
Раштаври Паллă Кунсем
1. Кунĕ
мĕнле — хĕлĕ те çавăн пек.
12. Çил-тăман
тухсан эрнипех çавăрттарать.
13. Пăр айĕнчи шыва итлеççĕ: лăпкă пулсан—лайăх хĕл, шавлă пулсан — хĕл сивĕ,
çил-тăманлă.
22. Чи кĕске кун. Хĕл варри, шартламасен пуçламăшĕ. Асăрхăр: юр картасем
çумĕнченех выртсан — çуллахи кунсем япăх, картапа юр кĕрчĕ хушшинче путлăх
юлсан—çу кунĕсем пулăхлă.
25. Сурхури эрни пуçланать. Хĕвел — çу еннелле, хĕл — сивĕ еннелле. Упа хăйĕн
шăтăкĕнче тепĕр аяк çине çаврăнса выртать.
29. Пас тытсан эрнипех ăшă пулать. Сивĕ пулсан кăшарние çитиех сивĕ тăрать.
Çамрăксен вирĕмĕ, ваттисен ĕречĕ пулать.
31. Çĕнĕ çул каçĕ.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Вĕтке Ертÿçин Сăмахĕпе Юрри
Вирьял çамрăкĕсем Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ вăхăтра вирĕм чупаççĕ, килрен киле çÿресе вĕтке[4] (çветке) кăтартаççĕ. Вĕсене вирĕм ертÿçи çул парса çÿрет. Çул пани —хуçаран ирĕк ыйтса илни:
— Аван-и, ырă хуçа! Пирĕн килес! Авалхи йăлапа вирĕм чупатпăр, вĕтке тăватпăр. Кивĕ çулхи усал-тĕселе, тусан-пусана, чир-чĕре, çĕтĕк-çатăка раштав сиввипе, пушă вĕçĕпе, путăш-кулăшпа хăваласа кăларма ятарласа тухрăмăр. Ача-пăчана çак парнесене парам, ватти-латтине ак çакă парне пултăр (симĕс чăрăш турачĕ, йăвача-пĕремĕк, капăрчăк-ÿкерчĕк тата тем тĕрлĕ япала та парне пулма пултарать). Пирĕн салама ыр сунса йышăнтăр, халĕ тулта шăнса тăракан хăнасене чĕнсе кĕртем-ха. Кам та кам çавсене палласа илет, ăна шăнчас[5] паратăп.
Вĕтке кăтартакансем кĕпĕрленсе кĕрсен килтисем: «Эсĕ çавă мар-и? Эсĕ тата тури касри Хĕветĕр вĕт!»—тесе тăраççĕ. Лешсем вара юрлаççĕ:
Пĕлес çук, паллас
çук,
Эпир кунти чăвашсем мар!
Ишĕк-Ишлей пăнчисем,
Чăпта-кавир çапакан!
Пĕлес çук, паллас
çук,
Эпир кунти чăвашсем мар!
Пошкар-Шашкар панчисем,
Пулă тытса сутакан!
Пĕлес çук, паллас
çук,
Эпир кунти чăвашсем мар!
Муркаш панчи чăвашсем,
Кирпĕч çапса пурнакан!
Пĕлес çук, паллас
çук.
Эпир кунти чăвашсем мар.
Кÿкеç енчи чăвашсем,
Тĕрĕ туса ларакан!
Паллах, ку юрра кĕскен те, вăрăммăн та юрлама пултараççĕ. Пăхса тăракан çынсем хытах кăсăкланнă чухне вăрăмрах та юрлаççĕ, таврари ялсене, юхан шывсене, вăрман-улăхсене йăлтах каласа тухаççĕ. Сассисене улăштарса калаçнăран, хĕрĕ арçынла, арçынĕ арăмла, яшши — ват упалла, ватти — яш качакалла тата тем тĕрлĕ те тăхăнса пĕтнĕ пирки час-часах çынсем хăйсен кÿршисене кăна мар, тăван ывăлĕ-хĕрне те палласа илеймеççĕ.
Вĕткере мĕн-мĕн кăтартасси яш-кĕрĕм тата ертÿçĕ ăсталăхĕнчен килет. Унта ялти кулăш та, тĕнчери хыпар та, патшалăхри ĕç-пуç та курăнма пултарать.
Вĕтке кăтартнă хыççăн ертÿçи «мăйракаллă усалсене» хăваласа кăларса ярать. Вăл алăри нухайккипе шартлаттарса çапать. Тумтиртен, тÿшек-минтертен тусан тухать пулсан, ыран тепĕр хут йăлт силлесе тасатма, пÿрт-çурта им-çам курăкĕсемпе (армутипе, уртăшпа, вĕлтренпе е урăх шăпăрпа) шăлма хушать.
Вĕтке вылянине ача-пăча хавасланса пăхать. Çавăнпа вĕсем ик-виç килтен пĕр çĕре пухăнса, выляканĕсене ятарласа чĕнсе илсе кураççĕ. Пĕр каçра ял «артисчĕсем» 10—12 киле кĕрсе тухма ĕлкĕреççĕ.
Улах
Кĕркуннехи-хĕллехи тĕксĕм каçсен манăçми илемĕ — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç улăхĕ. Ку вăл — чăвашсен авалтан йĕркеленнĕ яшлăх шкулĕ: унта ĕçлеме те пултарас пулнă, яш кăмăла чармасан ят та тухнă! Ай-яй хытă тивнĕ ял сăмахĕ! Хĕр-упраçăн йăнăшĕ хакла ларнă, çавăнпа ултавçă каччăсене туй чухне варлисем тип-шар кăтартнă. Чăвашăнни пек ирĕклĕ, çав хушăрах ĕрет-нисеп енчен калама çук çирĕп ыйтакан улах урăх нихăш халăхăн та çук. Авал тутар каччипе хĕрне урамра хирĕç тăрса калаçма та чарнă. Чăваш хĕрĕ-арăмĕ кирек хăçан та арпа тан тăна, ар ерçеймен чухне пур ĕçе те хăй çине илнĕ: вăрман каснă, кĕтÿ кĕтнĕ, суха тунă, вăрçа кайнă. Чăваш хĕрĕпе арăмĕ халĕ те çар тумĕпе — тăрнашкаллă тухьяпа, чăнкăр-чăнкăр тимĕр какăрпа, ялав паллиллĕ сарăпа çÿрет.
Чăваш улахĕн йĕрки пĕтсенех каччăсемпе хĕрсен хутшăнăвĕнче сывлăхшăн сиенлĕ пулăмсем нумайланса кайрĕç. Пиччĕшĕ-аппăшĕ йăмăкĕ-шăллĕсене, инкĕшĕ-йыснăшĕ ывăлсемпе хĕрсемпе, ывăлпа хĕр пултăрĕсене йĕкĕтпе пике хутшăнăвĕсен вăрттăнлăхĕсене вĕрентми пулчĕç. Тĕрĕссипе, хăйсем те пĕлмеççĕ. «Йăпанăç» тесен те, «петтинг» тесен те вĕсемшĕн паллă мар… Чăваш хĕрĕ-арăмĕ тирпейлĕ, хаваслă, çирĕп тыткаларăшлă пулнине ХVШ—XIX ĕмĕрсенчи çул çÿревçĕсем тÿрех асăрхаса ятарласа çырса хăварнă. Çак чыса, юрату илемне чăваш хĕр-упраçĕн халĕ те харама ярас марччĕ. Каччăсемпе яшсен хĕр ятне хăйсен чысĕ вырăнне хума, савнине варлирен уйăрма пĕлесех пулать.
Улах ларма ятарласа çурт ыйтса илнĕ (уншăн пĕр-пĕр ĕç туса панă, çуртне-йĕрне тирпейленĕ) е ашшĕ-амăшĕ вăрах ĕçке тухса кайсан вĕсен хĕрĕ патне пухăннă. ХХ ĕмĕрĕн 20—30 çулĕсенче клубсемпе вулавăшсенче «хĕрлĕ улахсем» ирттернĕ. Клубра улах ларасси (алă ĕçĕ туса сăвă-юрă вĕренесси) халĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе пырать. Улахра каччăсем те, хĕрсем те хăйсем пултарнă ĕçе тăваççĕ: çыхаççĕ, хуçаççĕ, тĕрлеççĕ, касаççĕ, сăнлаççĕ. Вăхăт çитсен — купăс каласа ташлаççĕ, юрлаççĕ, такмак çапаççĕ, питлеççĕ, тăрăхлаççĕ. Яшсем салтака каясси е таврăнасси улах вăхăчĕпе пĕр килет: каяканне тутăр-явлăк параççĕ, килекенĕ çаннинчен терĕллĕ-çыруллă сĕлкĕ-тутăр тивет. Улахсем пĕр-пĕринпе хутшăнса тăраççĕ — пĕр урам е ял çамрăкĕсем тепĕр яла каяççĕ, лешсене хирĕç чĕнсе килеççĕ. Улах сăри ячĕпе вара паллан-пĕлен хĕр-тантăш хăйĕн тусне пĕр-пĕр каччăпа паллаштарать, каччи хăй те тăван хĕр-упраçа «евчĕ» пулма ыйтни пур.
Улах сăвви-юрри питĕ пуян. Пĕр-ик тĕслĕхпе паллашăпăр.
Улах Юррисенчен
Атăлĕсем тулли, ейÿ
кайнă,
Кĕрĕ-ши çыранне, кĕмĕ-ши?
Çырана кĕресси пули-пулми,
Çыранран тухасси час пулĕ.
Айванах та пуçăм, çамрăк чунçăм
Кĕрĕ-ши çын çине, кĕмĕ-ши?
Çын çине кĕресси пули-пулми —
Çынлăхран тухасси час пулĕ.
Хăпартăр-и çÿллĕ
ту çине.
Çич çул выртнă шур юр куртăр-и?
Çич çул выртнă шур юр çинче
Сăсарпала шашкă йĕрри пур.
Сăсарпала шашкă йĕрле-йĕрле,
Утçăм пакăлчакĕ çемçелчĕ.
Турă çырман ырра шыра-шыра
Нар пек хĕрлĕ сăнăм шуралчĕ.
Шурă Атăл çинче
шурă акăш
Ик çунатне çапать — хум ярать.
Пире кураймасăр тăрсан тантăш
Çук сăмахне калать — ят ярать.
Ăрсиел урамĕ — тÿрĕ урам,
Кукрисерен хура хурлăхан.
Хурлăхантан тунă кăкăм çук,
Сиртен ытла çывăх тусăм çук.
* * *
Авăтать-ши
куккук, авăтмасть-ши
Сĕм вăрманта пĕччен ларнă чух?
Авăтать те пулĕ, авăтмасть те пулĕ,
Авăтман кун сайра иртет пуль.
Асăнать-ши савни, асăнмасть-ши
Шурă çуртра пĕччен ларнă чух?
Асăнать те пулĕ, асăнмасть те пуле,
Асне килсен ларса йĕрет пуль.
* * *
Вун икĕ хурт
куççи — пĕр мăй çыххи,
Унăн хуралçисем — хура шăрçа.
Эпирех те улттăн — улах хуçи,
Пирĕн хуралçăсем — сар ача.
Çич çăлтăр
хÿрисем çÿлте те мар,
Çур çĕр çитессисем инçе мар.
Пит ан калаç, савни, пит ан калаç,
Пирĕн уйрăлассисем инçе мар.
Ай-хай ут
çуласси, ут çуласси,
Çулассинчен ытла пуçтарасси.
Ай-хай савнине курасси, тел пуласси
Курассинчен ытла калаçасси.
Пилĕкри пиçиххи
салтăнмасть-ши,
Ялан пушă çыхнăн, ай, туйăнать.
Манăн савнă тусçăм сивĕнмест-ши,
Кĕçĕр сиввĕн пăхнăн, ай, курăнать.
Хура кĕççе чăлха
тем-ма хĕсет,
Кам сутать-ши хĕрлĕ чăлхине?
Сана манран уйăрнине чунăм сисет,
Кам чарĕ-ши тăшман чĕлхине?
Ваттисен Сăмахĕсем
Пилĕке çирĕп çых, ăса çирĕп тыт.
Çынна тумтир хитрелетмест, çын хăй тумтире хитрелетет.
Халăх çинчи сăмах — такана çинчи шыв, илтнĕ-илтмен тумна ан хыв.
Хăвăнтан ху тараймасан çын сăмахĕнчен тарса хăтăлаймăн.
Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар: ăшра кăвар пулсан — кăмăла хытар.
Çамрăклăх — хăналăх, япăх хăнана — хупă алăк.
Тупмалли Юмахсем
1. Хăй пÿрт тулли, çапах та ăна курма çук. (Ашă.)
2. Пĕлĕт мар — шăвать, юхăм мар — иртет. (Вăхăт.)
3. Шыва кĕрет хĕп-хĕрлĕ, шывран тухать хуп-хура. (Хĕртнĕ, тимĕре шăварни.)
4. Аппăшĕ шап-шурă, йăмăкĕ хуп-хура. (Кунпа çĕр.)
5. Куçпа курăн, алпа тытаймăн. (Мĕлке.)
6. Чупса-чупса пынă чух кĕмĕл çĕррĕм тухса ÿкрĕ, ăна уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. (Сывлăм.)
7. Пусă тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (Çăлтăрсем.)
8. Сывлăшран шыв юхать. (Çумăр.)
9. Йăлтăр-ялтăр, шăнкăр-шăнкăр, симĕс ешĕл, вĕл-вĕл-вĕл, (Çуркунне.)
10. Алăк умĕнче автан ташлать. (Тумла.)
11. Сар пике кулли тĕнче тулли. (Хĕвел.)
12. Кĕмĕл çурлан аври çук. (Уйăх.)
13. Хирте пĕрмеллĕ сăхман выртать. (Калча.)
14. Çÿлте ларап, кам çинчине каламастăп. (Çĕлĕк.)
15. Антăрлă-чăнтăрлă, арки вĕçе кĕмĕлле. (Тухья.)
Сурхури Уявĕ
Ыран-паян сурхури тенĕ чухне ача-пăча, яш-кĕрĕм сăвă- такмак каласа килĕрен киле çÿренĕ, сурхури, вирĕм, хĕр сăри, кăшарни ирттерме хатĕр-хĕтĕр, ĕçме-çиме, салат-хăмла, кĕ р пе-çăнăх пуçтарнă. Тарават кил хуçисене мухтаса хăварнă, «тимĕр пăрçасене» такмакласа питленĕ. Сурхури ачисене килсеренех ырă çимĕç пама тăрăшнă. Авалтан килекен йăла тăрăх, сурхури ачисене начар пăхсан, хатĕр-хĕтĕр памасан выльăх-чĕрлĕх хуна- масть, путек-пăран тÿлемест тенĕ.
Çавран-çавран çавăрса юрланă чухне сурхури ачисем путек- пăран, кил хуçисем çине, вĕсен ачи-пăчи, кил-йышĕ çине пăрçа сапса тăраççĕ. Ăна выльăхĕсем хутаçлă пăрçа пек хунавлă та туратлă пулччăр тесе, ăшаланă пăрçа пек пиçĕ, шÿтернĕ пăрçа пек мăнтăр пулччăр тесе сапаççĕ. Килте кĕçĕн çын пулсан вăл сурхури чупакансене ялав çине çакма парне парать. Каччăсем ана та пăрçапа сапаççĕ. «Сурăхĕсем йĕкĕр туччăр, арăмĕсем пĕтĕ пулччăр, хĕрĕсем хĕсĕр юлччăр!»—тесе такмаклаççĕ.
Ырă хуçасем сурхури ачисене хĕр сăрилĕх те кăшарнилĕх хăмла-салат илсе кĕрсе параççĕ, вĕтĕр-шакăрсене ывçи-ывçипе шÿтерсе ăшаланă пăрçа, хĕвел çаврăнăш, шĕкĕлченĕ сар мăйăр, пуртараххи[6] тата пĕремĕк параççĕ. Кил хуçи арăмĕ ачасене кукăль-çимĕç, кукăрккисем[7], йăвачасем парса тухать. Кăмăлĕсем тулнă сурхури ачисем ырă ĕмпичипе[8] тарават кинемиие ырă сунса хăвараççĕ:
Виçĕ картара виçĕ
тĕслĕ
Выльăх-чĕрлĕх тытмалла пултăр,
Пĕр вĕçĕ картара пултăр та
Тепĕр вĕçĕ шыв патĕнче пултăр.
Тĕкĕнчен-çăмĕнчен тÿлесе тăтăр,
Ĕнĕр хыççăн тына пăру ертмелле пултăр,
Кĕсрĕр хыççăн тиха-лаша ертмелле пултăр,
Чун çумне чун хушăнса пытăр.
Çиес çимисем тутлăхлă пулччăр,
Ĕçес шывĕсем тăрă пулччăр.
Сурхури Ачисен Юррисем
Çитрĕ, çитрĕ
сурхури!
Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитрĕ, ай, курăнать.
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çÿрĕпĕр.
Килĕрен кукăль чÿклĕпĕр.
Мучи, пире кĕртетни?
Кĕртмесессĕн каятпăр
– Кĕртет, кĕртет, ан кайăр!
Кинемей, пире кукăль пар!
Паратни те памастни?
Кукăль парсан каймастпăр
— Парать, ларать, ан кайăр!
* * *
Мучи, мучи, эй,
мучи,
Çитрĕ ака сурхури.
Пире салат памасан
Сурăх ури хуçăлтăр!
Пире салат парсассăн
Сурăх ури сыпăнтар,
Çулсерен путек тутăр!
Мучи, мучи, эй, мучи,
Акă çитрĕ сурхури!
Пире хăмла памасан,
Килес çула çитсессĕн
Çавра çил тухса çĕмĕртĕр,
Пире хăмла парсассăн
Х ăмли пултăр пит ăнса,
Сăрийĕ хаяр пултăр!
* * *
Эй, кинеми,
кинеми,
Çитсе кĕчĕ сурхури,
Пире пăрçа памасан
Çуллен тăрна пĕтертĕр,
Пире пăрçа парсассăн
Пăрçи пултăр хăмла пек!
Эй, кинеми, кинеми,
Акă ĕнтĕ сурхури!
Пире çуне памасан
Ĕни хĕсĕр пултăр-и?
Пире çуне парсассăн
Пăруш пăру тутăр-и?
* * *
Сурхури, сурхури!
Сурăхсем путек туччăр-и,
Арăмсем ача туччăр-и,
Хĕрсем хĕсĕр юлччăр-и!
Пăрçа çÿллĕ пултăр!
Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр!
Сак тулли — ачи-пăчи,
Урай тулли —путекки,
Пĕр вĕçĕ — шывра,
Тепĕр вĕçĕ — картара.
* * *
Ай, сурхури,
Кĕркури!
Пирĕнтен тухнă йăла мар.
Эпир чупса çÿретпĕр…
Ме-е-ек, сурхури!
Çулталăкра пĕрре килет,
Çулталăкра пĕрре чупатпăр,
Ме-е-ек, сурхури!
* * *
Раштав килет
çулпала, çулпала.
Кăвак лашине юрттарса, юрттарса,
Шур лашине чуптарса, чуптарса.
Раштав телей çунать-çке, çунать-çке
Ĕçчен Петĕр мучине, мучине
(Кая патне кĕрет, çавăн
ятне калать).
Тырри нумай пултăр тет,
пултăр тет,
Инкен йăва пиçтĕр тет, пиçтĕр тет.
Ăна пире патăр тет, патăр тет.
[1] Автор шутласа кăларнă ят. – VulaCv.
[2] Автор шутласа кăларнă ят. – VulaCv.
[3] Ашмарин словарĕнче, ытти словарьсенче те кун пек каланине çырса хуман. Автор “Раштав” сăмаха вырăсла Рождество сăмахпа çыхăнтарттарасшăн мар пулса, пăрăнкаласа, юриех хăйĕнне персе суйкалать. – VulaCv
[4] Вĕтке = çветке. Иккĕш те вырăсла “святки” сăмахран пулса кайнă. Автор вырăсла сăмахсене хирĕçнине пула ăна “вĕт” (хĕне, çап) сăмахпа çыхăнтарасшăн. Ку, паллах, авторăн пĕтĕмĕшле шовинистла-пуристла мотивацийĕпе çыхăннă. – VulaCv.
[5] Темĕнле кайăк ячĕ. [Ашм]
[6] Автор шутласа кăларнă çимĕç ячĕ. Престижлă словарьсенче çук. “Пур”+”Тарах”+”и” (танл. Сахал+тарах+и)- VulaCv
[7] Автор шутласа кăларнă çимĕç ячĕ.
[8] Автор шутласа кăларнă сăмах. Ĕмпÿ тата пичче сăмахсен пăтрашăвĕ.