Св. Михаил Архангела тата Ытти Ангелсене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Михаилъ Даниловъ

Чÿк 8-мĕшĕ

Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайан ђиркÿ Архистратиг Михаилпа мĕн-пур ытти ÿтсĕр ангелсене хисепле­се праçник тăват̌. Çавăнпа халĕ епир лайăхрах ăнласа илер.

Есир пурсăр та илтнĕ пулĕ, курăнакан тĕнђерен пуç­не, тата курăнман тĕнђе пур тенине. Çав курăнман тĕн­ђене Турă курăнакан тĕнђерен маларах пултарнă. Курăн­ман Тĕнђере, Турă йевĕрлĕ ÿтсĕр сывлăшсем пурăнаççĕ. Вĕсен ăсĕ-хастарĕ те, ирĕкĕ те, вăй-хăвађĕ те пур. Çав­сене ангелсем теççĕ. Мĕн-пур ангелсем тăхăр пайа уй­ăрăлаççĕ. Тăхăр пайри ангелсем виç йĕркере тăраççĕ. Мал­танхи йĕркере—Серафимсем, Херувимсем, Престолсем; ик­кĕмĕш йĕркере — Господствасем, Çутăсем, Властьсем; виççĕ­мĕш йĕркере—Началосем, Архангелсем, Ангелсем. Серафим тени çулăм пек, вут пек хĕрÿллĕ тени пулат̌. Малаллине вулас

Константин Иванов

Геннадий Юмарт


Константин Иванов 

(1890-1915)

Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пĕлепей уесĕнчи (халĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ) Слакпуçĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулăн виçĕ çулне тăван ялта, тепĕр çулне Кекенре вĕренет. 1902 çулта та Пелепейри хула шкулне кайса кĕрет. Çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ. Иванов вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тĕрлĕ çĕре çитсе пăхать, анчах ниçта та кĕреймест.

Малаллине вулас

Константин Иванов: Çумăр

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Çумăр   

Юрă

Каç тĕттĕмĕсем пулса килеççĕ-çке,
Çумăр пĕлĕчĕсем пухăнаççĕ-çке.
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать-ĕçке,
Ешĕл курăк ешерсе ÿсет-ĕçке.
Тырă пуçахĕсене таять-ĕçке.
Тырă пуçахĕсем тайăлаççĕ,
Пирĕн чунăмăрсем савăнаççĕ.

1912

Малаллине вулас

Чÿк уйăхĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Чÿк уйăхĕ

Чÿк уйăхĕ — кĕркуннехи юлашки уйăх. Ку уйăхра урапа тăварнă, çĕнĕ юр çийĕн çуна çулĕ хывнă. Çуни-çунашкине çу кунĕнчех юсаса-тирпейлесе хунă. Çуна çулĕ уçакана хирĕç пулакансем: «Кусен çуни çуна пек, пуян хĕрсен арчи пек»,— тесе мухтанă.

ана хирĕç пулакансем: «Кусен çуни çуна пек, пуян хĕрсен арчи пек»,— тесе мухтанă.

Кĕрхи Çĕнĕ çул çитнĕ тĕле чăваш хресченĕ уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ. Ывăçласа вырнă çичĕ тĕслĕ тыр-пула кĕлете, пĕрер çимĕçĕн пухнă улма-çырлана нÿхрепе кĕртсе хунă. Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе витене хупнă. Ĕç çипе ĕç çи хушшинче канса илмелли, пÿртре алă ĕçĕ тумалли, ача-пăчана юмах каламалли, вăйă-кулă вĕрентмелли вăхăт пуçланнă. Ку уйăхри чÿксем (хурт-хăмăра, выльăх-чĕрлĕхе, кил-çурта, кил-йыша чысланисем) пурте савăнăçлă пулнă.

Малаллине вулас

Чăваш вăййи

Н. Иванова & В. Никитин


Чăваш вăййи

Йывăр ĕçпе юнашарах хаваслă вăйă-кулă пынă. Ача-пăча вăййи хăй пĕр уяв, яш-кĕрĕм вăййи — уявран уяв. Вăйă картине тăман хĕр çын умĕнче чыс курман, вăйă таппине тухман каччă йĕкĕт ятне илтеймен.

Малаллине вулас

Тайăр Тимкки: Эрех пирки

Тайăр Тимкки

Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →


Эрех пирки

Эрех ĕçме вĕренне çын — пит мĕскĕн çын. Вăл хăй мĕнпур ‎пурлăхне, çинчи тум-‎тирне те эрех илсе ĕçсе ярать. Епле вăл ‎эрех ĕçме чарăнаймасть-ши? Эрех ĕçме ‎вĕреннĕ çынсем хăшĕ ‎малтан пуян çынсем пулаççĕ, хăшĕ, çук çын пулсан та, эрех ‎ĕçет.‎

Малаллине вулас