Константин Иванов: Икĕ ăру


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


[Икĕ ăру]
[Михетер ачи|
Кĕçтенттин 

Кĕçтентин (Михетер ывăлĕ) ашшĕпе 6 çулта чухне Уçтим ялĕнчен тарса килнĕ, Вăл ашшĕнчен 33 çулта юлнă. 17 çулта ăна авлантарнă. Арăмĕ Наташ ятлă пулнă. Авлансан тепĕр çул унăн хĕр (Васлиса) çуралнă.

Пăртта ачипчи
Кашкăрсем 

Пирĕн ратне ашшĕ Кашкăр пулнă. Вăл тĕне кĕмен чăваш. Унăн икĕ ывăл юлни паллă: пĕри Кашкăр Иванĕ, тепри Кашкăр Куçми. Иванин йăхĕнчен  юлнисене «Пăртта ачипчи» теççĕ. Куçминне – «Куçма ачипчи».

Кашкăр хăй ăçтан килнине те пит аванах пĕлекен çук. Ваттисем Пелепейрен, вырăссем килсе тухсан, саланнă теççĕ. Ĕлĕк пирĕн ял вырăнĕнче вăрман анчах пулнă, унта кашкăрсем пит нумай çÿренĕ. Пирĕн асатте те хамăр ял тĕлти вăрмана килсе ларнă та кашкăр тытса пурăннă. Çавăнпа ана Кашкăр тенĕ, теççĕ.

Кашкăр хăй мĕнле вилни те паллă мар. Ун ывăлĕ Куçминчен юлнă йăх Пăрттасем пекех нумай, усал, çмил мар. Мĕншĕн вал апла? Кашкăр Иванĕн арăмĕ Пăртта иулнă. Пăртта пек хастар арăм ялта пулман. Пĕтĕм яла вăл хăй аллинче тытнă. Пурте ун умĕнче чĕтресе тăнă. Хуть кама та кастарас тесен кастарнă, кастармасан илсе кĕрес ĕçтерет-çитерет те кăларать те ярать. Унăн пилĕк ывăл пулна: Ванюшке, Çтаппан, Симун, Пĕрче, Хветут. Юлашки ывăлĕ Хветучĕ тимĕрçĕрен пулнăскер!.. Хветут Вăрăм-Ухтерсне сăра ĕçме чĕнме каять: «Пăртта патне пăртлаттарса, Ванюшке патне вашлаттарса, Симун патне сиктерсе».

Вăрăм-Ухтерен калать: – Ачам – ача-а-ам! Эсĕ тимĕрçĕ ывăлĕ иккен!

Пăртта ывăлĕсене те питех ирĕк паман, çилли килсен çаптарнă, çилĕ çук чух тем те пĕр илсе çитернĕ, ачашланă. Çапла пулна вал Пăртта карчăк. Çавăнпа унăн йăхĕ те çавăн пекех пулнă: хастар, çмил, усал, ырă.

Манăн тÿрĕ асаттесем ак çаксем: Кашкăртан – Кашкăр Иванĕ, Кашкăр Иванĕнчен – Симун, Симунтан – Микулай писĕр, Микулай писĕртен – Ваçинка пуян, Ваçинкаран – эпĕ Кĕçтук.

Константин Иванов – Икĕ ăру Тепĕр паллă: Кашкăр Иван ывăнни Ванюшкен ывăлĕ Никандр пулнă. Вал халь те пурăнать. Вăл – эрех çăварĕ. Нумай та пулмасть-ха ак вăл хăйне фотографияра ÿкерттернĕ: хăй ларать, çумĕнче кулаç, аллинче эрехлĕ кĕленче. Çапла çын Пăртта асаннен ачипчи. Кашкăр ратни халĕ çур яла яхăн пур. Унтан кĕçĕнрех ратне ялта – «Хураç».

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.