
Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →
Вăранăр, тапранăр!
Хура халăха ирĕке
янă
Парсан вун тăххăрмĕш кунĕнче,
Анчах çĕр халăха пулаймарĕ, –
Ак сире улпутсен ырлăхĕ!
Вăранăр, тапранăр,
чăваш çыннисем!
Тапран эс вăрçма, выçă халăх!
Халăх хăй çиллине кăтăртăр!
Малалла, малалла, малалла!
Хресченсем çĕрсĕр
пит аптăраççĕ.
Улпутсем уншăн питĕ хавас:
Пĕр çĕрсĕр хресченсене тытаççĕ
Йÿн хака хăй ĕçне ĕçлеме,
Вăранăр, тапранăр,
чăваш çыннисем!
Тапран эс вăрçма, выçă халăх!
Халăх хăй çиллине кăтартăр!
Малалла, малалла, малалла!
1906