Михаилъ Даниловъ
Чÿк 8-мĕшĕ
Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайан ђиркÿ Архистратиг Михаилпа мĕн-пур ытти ÿтсĕр ангелсене хисеплесе праçник тăват̌. Çавăнпа халĕ епир лайăхрах ăнласа илер.
Есир пурсăр та илтнĕ пулĕ, курăнакан тĕнђерен пуçне, тата курăнман тĕнђе пур тенине. Çав курăнман тĕнђене Турă курăнакан тĕнђерен маларах пултарнă. Курăнман Тĕнђере, Турă йевĕрлĕ ÿтсĕр сывлăшсем пурăнаççĕ. Вĕсен ăсĕ-хастарĕ те, ирĕкĕ те, вăй-хăвађĕ те пур. Çавсене ангелсем теççĕ. Мĕн-пур ангелсем тăхăр пайа уйăрăлаççĕ. Тăхăр пайри ангелсем виç йĕркере тăраççĕ. Малтанхи йĕркере—Серафимсем, Херувимсем, Престолсем; иккĕмĕш йĕркере — Господствасем, Çутăсем, Властьсем; виççĕмĕш йĕркере—Началосем, Архангелсем, Ангелсем. Серафим тени çулăм пек, вут пек хĕрÿллĕ тени пулат̌. Вĕсем Турă умĕнђе пуринђен те çывăхрах тăрса Ăна вут хĕмĕ пек йуратса тăраççĕ, ыттисене те çаплах йуратма вĕрентеççĕ. Херувим—ăслăлăх тени пулат̌. Нумай пĕлнĕрен вĕсене нумай куçлă теççĕ. Престол тесе Турă тивлеђĕпе тĕлĕнмелле çĕкленсе çÿрекен ангелсене калаççĕ. Господствасем—ытти ангелсене пăхса тăраççĕ. Силы тийекен ангелсем урлă Турă тĕрлĕ тĕлĕнмелле хăватсем тăват̌. Властьсем усал-тĕселсене, шуйттансене пăхăнтарса ђарса тăраççĕ. Началосем—ытти кĕçĕнтерех ангелсен пуçлăхĕсем, тата патшалăхсене, халăхсене пăхса усракан ангелсем. Архангелсем—Туррăн пысăк ĕçĕсем çинђен хыпар тăвакансем, етеме ĕнентерсе тĕреклĕлентерекенсем. Ангелсем—Туррăн пĕђĕкрех ĕçĕсем çинђен пĕлтерекенсем, етемсем патĕнђе çывăхрах тăрса вĕсене сыхласа пурăнакансем.
Ангелсем пурте Туррăн çывăхĕнђе ĕçлесе тăракансем; вĕсем йалан Турра аслăласа мухтаса, Унăн ирĕкне çынсене пĕлтерсе пурăнаççĕ. Тата тĕнђене тытса сыхласа тăракан ангелсем те пур. Іоанн Богослов малашнехине пĕлтерсе çырнă кĕнекере „вут ангелĕ“ пур, „тĕнђери тăватă çиле тытакан тăватă ангел“ тесе çырнă сăмах пур. Пуринђен ытлă ангелсем, Павел апостол каланă пек, етемсене çăлăнма пулăшса тăраççĕ. (Евр. 1, 14). Ангелсен ушкăнĕ пит йышлă, анђах Турă çырăвĕнђе çаксен йађĕсем кăна паллă: Михаил, Гавріил, Рафаил, Уріил, Салафіил, Іегудіил, Варахіил, Іереміил. Святой Архистратиг Михаил мĕн пур ангелсен пуçлăхĕ, сăмахĕ те „çар-пуçлăхĕ“ тени пулат̌. Авал шуйттан Турă ирĕкне хирĕç тăрсан ангелсен хушшинђен нумайĕшĕ çылăха кĕнĕ. Вара Михаил архистратиг Турă мухтавĕшĕн хытă тăрса ытти ангелсене Турă ирĕкĕнђен тухса çылăха кĕресрен ђарса сыхласа хăварнă. Пур ырă ангелсем те ырă ĕçре йалан тăрса тĕреклĕленнĕ те, халĕ ĕнтĕ вĕсем нихăçан та çылăха кĕме пултараймаççĕ. Çавăнпа вĕсем пĕр ырă кăна тума пултараççĕ. Турă малтанах усал сывлăшсене те ырах пултарнă. Анђах вĕсем хăйсен мăн-кăмăлĕ пирки Турă ирĕкĕнђен тухса, усалланса çитнĕскерсем, нихăçан та ÿкĕнсе çылăхран тасалса райри телейе курма пултараймĕç. Çавăнпа тĕнђери мĕн пур усал йапала çавсенђен тухат̌. Вĕсем мĕн вăйĕсем çитнĕ таран етеме усал йенне, çавăрса çылăха кÿртсе райри ĕмĕрлĕх телейе кĕрейми туса хăйсемпе пĕрле асап курмалла тăвасшăн çÿреççĕ.
Анђах хĕрхенекен кăмăллă Çÿлти Аттемĕр çылăхлă халсăр çынсене пĕтересшĕн мар. Тĕне кĕнĕ ђухне Вăл пире харкам хăйне çÿлти хуралçă, пĕрер сыхлакан ангел парат̌. Вĕсем пире мĕн-пур пурăнăçăмăрта сыхласа святойсем пурăнакан çĕре, таса ангелсен çурђĕсене илсе кайма тăрăшаççĕ. Çавăнпа пире сыхлакан ангелсем пирĕншĕн ăс парса пурăнакан ђи çывăх тусăмăрсем пулса тăраççĕ. Хăйне ăс парса пулăшса тăракан тусне кам кÿрентерĕ? Вăл тусне шанса итлесе йуратса пурăнмĕ-и вара? Çавăн пек ырра пăхăнса пурăннипе ун пек çын хăй те ырра вĕренсе лайăхланса кайĕ. Ђăвашсем „ырра курсан ырă пулăн; усала курсан, усал пулăн“, теççĕ. Ун пек çыннăн çулĕ-йĕрне ăшă çутă хĕвел çутатса тăрĕ. Çÿлтен вĕçсе пыракан кайăк пек унăн ăсĕ умĕнђе таçта çĕр-шыв вĕçĕ-хĕрри уçăлса курăнса тăрĕ. Анђах хамăр хушăрах та пулкалать лайăх тÿрĕ пурăнакан туссенех курайми тăшман çын пырса сивĕтет. Вара тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа илме пĕлеймен çын хăйĕн ђăн тусне пăрахса ђейе тăшман илĕртни хыççăн кайат̌. Хăйĕн ырă çулне пăрахса лађакаллă сĕм-вăрмана аташса кĕрсе кайат̌. Унтан çавăрăнса тухма ăна пит йывăр пулат̌. Тĕн йенĕпе шухăшласан пирĕн пурăнăçра та пире сыхласа пурăнакан ангелсем тĕлешĕнђен ђас ђасах çавăн пекех пулкалат̌. Çавăнпа ку ĕç çинђен тĕплĕрех калар.
Турă çырăвĕнђе: „Вăл Хăй ангелĕсене сана пур çулусем çинђе те сыхлама хушĕ“, тенĕ. (Псал. 90, 10—11). Пирĕн Çăлаканăмăр пĕђĕк ађасем çинђен акă çапла каланă: „астăвăр, çак пĕђĕкçĕсенђен пĕрне те ан хурлăр; калатăп сире, вĕсен ангелĕсем пĕлĕт çинђе йаланах Манăн Çÿлти Аттемĕн сăнне курса тăраççĕ“, тенĕ. (Мѳ. 18, 10). Куратăр-и ĕнтĕ, тăвансем, пире пултаракан Турă пирĕншĕн йепле тăрăшат̌. Сыхлавçă-ангел етемĕн ђунне те ÿтне те, ăсне-хакне, ирĕкне, ђĕрипе кăмăлне—пĕтĕмпех усраса тăрат̌. Анђах пуринђен ытларах вăл етем ђунне, ђĕрине сыхларах: парат̌. Мĕшĕн тесен етем ђунĕ Турăшăн пур йапаларан та пахарах. Унăн умĕнђе пĕтĕм тĕнђери пуйанлăх, мул та пĕр ђун хакне тăмаст̌. Çавăнпа пĕтĕм тĕнђене хамăр алла çавăрса илсен те, ђуна çылăхпа çухатсан—пирĕн сыхлавçă-ангел пирĕншĕн пĕтнĕ çын тесе йĕрет.
Çав тĕрлĕ çывăх тусăмăрсене пистерес мар тесен вĕсемпе йаланах пĕр канашра тăрас пулат̌. Пирĕн хăш ђухне ырă ĕç тума ђун туртат̌; лайăх шухăш килсе кĕрет, хĕн-хур куракан мĕскĕн çынсене йуратса пулăшас килет, курайман тăшмана та каçарса унпа килĕшÿлĕ пурăнас кăмăл килет; хамăр та тĕрлĕ ырă йапалана пĕлсе, ађа пăђамăра та ырра вĕрентессĕмĕр килет: çаксене пурне те пире сыхлавçă ангел хистет, вăл ăс парат̌, ђĕремĕре ăшăтат̌. Çавăнпа хамăр пурăнăçăмăрта йарса пусмассайран хамăра хамăр сыхă тăрас пулат̌. Кирек йепле ырă шухăша та ангел панă канаш тесе, вут хĕлхемне амалантарнă пек ырă ĕçе кÿртсе ÿстерсе йама тăрăшас пулат̌. Кирек йепле усал шухăша-кăмăла та пуçламăшĕнђех сÿнтерме, пĕтерме тăрăшас пулат̌. Усал кăмăла йе шухăша йалан ăшра тытса çÿресен усал ĕç тутарат̌. Усал ĕç йалан тăва пуçласан çын çылăхлă пурăнăçа хăнăхат̌ те вара сыхлавçă ангел пиртен писет, тăрат̌.
Епир ÿтлĕ çынсем хамăрăн ÿтсĕр ангелсене куçпа кураймастпăр, пĕр ђун, ђĕре систернипе кăна пĕлетпĕр. Пирĕн ÿт куçа курăнакан, кунти пурăнăçра кирлĕ пĕтекен йапалашăн тăрăшарах парат̌. Çылăхпа пăсăлса пĕтмен ђун ĕмĕрлĕхе пыракан, пĕтĕм курăнакан тĕнђе пĕтсен те йулакан аслă йапаласем çинђен тăрăшат̌. Çавăнпа святой çынсем ÿтрен ытла ђуншăн ĕçлесе пурăнса, хăйсен ăсне, кăмăлне, ĕçĕсене ангел систернĕ пек çавăрса—çĕр çинђе пурăннă ђухнех ангел йевĕрлĕ пулнă: шывра путмасăр утса çÿренĕ, вутра çунман, пĕлĕт çине те улăхса курнă, малашнехине каласа кăтартнă, ангелсене те куçран куçа курса калаçнă.
Ехер пĕр хамăр ÿт йенĕпе кăна тутлăрах çийес, ђеђенрех тумланас, ађашрах пурăнас тесе тăрăшсан; тата çынна ним вырăнне те хумасăр пĕр хамăра кăна йуратса мăн-кăмăлланса, ырă ĕçе те çын мухтатăр тесе туса пурăнсан, епир хамăра сыхлакан ангела хамăртан пистеретпĕр. Хирте пĕђђен шăршланса выртакан виле тавăрашне тискер вĕçен кайăксем пырса тапăнаççĕ. Çавăн пекех çылăхлă пурăнăçпа ирсĕрленсе пĕтнĕ çын патне те шуйттан пырса йулашки ырă шухăшне те салатса пĕр усал кăмăл, ирсĕр шухăш, çынна сийен тăвас ĕç кăна вырăнаçтарат̌. Вăл ангел пăрахса кайнă çынна йепле те пулин çылăх йăви туса хăй йевĕрлĕ тамăка тивĕçлĕ тума тăрăшат̌.
Çавăн пек инкеке лексен пирĕн кĕретех çылăхлă пурăнăçа пăрахса, типĕ тытса, пĕтĕм ђĕререн çылăхсенђен ÿкĕнсе, шухăшăмăра та, кăмăлăмăра та, пур ĕçĕмĕрсем те пĕр ырă йенђе кăна тытса туса Турă ÿђĕпе йунĕнђен ăша пай илсе хамăра пăрахса кайнă сыхлавçă-ангела хамăр патăмăра çавăрма тăрăшас пулат̌. Çапла пурăнăçăмăра лайăх йенне улăштарсан, çĕр çинђе мар, пĕлĕт çинђи мĕн пур ангелсем те питĕ хĕпĕртеççĕ.
Пире сыхлакан ангел ырă ĕçре кирек хăçан та пулăшма хатĕр; анђах апла, ангел пулăшĕ-ха, тесе шанса, хамăра хамăр йури сийен шырама йурамаст̌. Айван ађа- пăђа мĕн ыйтнине, шухăшланине ăслă ашшĕ-амăшĕ пурне те туса пымаççĕ. Çавăн пекех пирĕн ангел та пире пур ĕçре те пулăшмаст̌, пире ђăн усăллине епир хамăр та лайăх пĕлместпĕр.
Çаплах та пирĕн пĕлессĕмĕр килет: хăçан та пулсан харкам хăйĕн сыхлакан ангелне курайрĕ-ши?—Курĕ. Ђăнах та ÿтрен ђун уйăрăлса кайнă ђухне епир пур те хамăр ангела куçа-куçăнах курăпăр. Анђах çав пурăнăçу пуриншĕн те пĕр пек пулмĕ. Сăваплă çын ђунне ăшшăн кулса хĕпĕртесе тăракан ангел ыталаса илсе çÿлти Аттемĕр çуртне йертсе кайĕ. Ун пек ђун телейне халĕ епир нийепле ђĕлхе-çăварпа та каласа пама пултараймастпăр! Анђах çылăхлă çын ђунĕ хăйĕн сыхлакан ангелне пăшăрханса ĕсĕклесе йĕрсе хăй патĕнђен кайнине курсан, темĕн тума та çук пулĕ. Çутă ангел пăрăннă-çемĕн пĕђђен йулнă, пĕтнĕ ђуна йĕри тавăра ахăрса хавасланакан усал тискер тăшмансем çавăрса илĕç. Мĕшĕн ангел кăтартнă пек пурăнмарăм-ши, мĕшĕн усал илĕртнĕ хыççăн кайса, пĕр çĕрекен ÿтĕмшĕн кăна пурăнăçа харам ирттертĕм-ши тесе, хăй çылăхĕсем пайанхи пек асĕнђе ĕмĕр ђĕрине касса тăнипе асапланакан çылăхлă çын ниçта кайса кĕрессе пĕлмĕ, кунĕн-çĕрĕн ĕмĕр ĕмĕрех ђарăнмасăр ăшĕ-ђикки вут пек вĕркесе тăрĕ, йĕрсе те куç-çÿлли тухмĕ, çунса та кĕл пулса пĕтмĕ.
Акă ĕнтĕ, тăванăмсем, çакна питĕ астуса тăрăр. Пирĕн умăрта икĕ çул. Пит такăрах мар йывăртарах çул çинђе хамăра сыхлакан ангел тăрат̌. Вăл пире хăй хыççăн пыма ђĕнет. Ун хыççăн кайсассăн, ку тĕнђерен куçсассăн пĕлĕт çинђе мĕн пур святойсемпе пĕрле Туррăн çап-çутă мухтавлă сăнне курса ĕмĕр пĕтми телейе кĕме тивĕçлĕ пулăпăр. Тепĕр аслă такăр çăмăл çул çинђе тăшман тăрат̌: вăл ĕмĕр пĕтми асапа—тамăка йертсе кайасшăн тăрăшат̌. Çавăнпа çак пайанхи праçнике асра татса Петр апостол каланă пек: „тăруллă пурăнăр, сыхă тăрăр; сире хирĕç пыракан шуйттан, ахăрса çÿрекен арăслан пек, кама та пулин çăтасшăн çÿрет“. (I Петр. 5, 8). Ей ангелсен пуçлăхĕ Михаил! тамăк асапĕсенђен хăтăлма пулăшсам пире. Пирĕн ăшри çылăх вăрлăхне хăвăн вутлă хĕççÿне касса тасатса ырă ĕçсем тума пулăшсам!
Ей манăн мĕскĕн ђунăмна ђарусăр пурăнăçăма пăхса тăракан святой ангел, ан пăрахсам мана, çылăхлă çынна; хама хам ђарайманшăн пăрахса ан кайсам манран, халĕ те кирек хăçан та ĕмĕр ĕмĕрех. Амин.