Михаилъ Даниловъ
Чÿк 8-мĕшĕ
Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайан ђиркÿ Архистратиг Михаилпа мĕн-пур ытти ÿтсĕр ангелсене хисеплесе праçник тăват̌. Çавăнпа халĕ епир лайăхрах ăнласа илер.
Есир пурсăр та илтнĕ пулĕ, курăнакан тĕнђерен пуçне, тата курăнман тĕнђе пур тенине. Çав курăнман тĕнђене Турă курăнакан тĕнђерен маларах пултарнă. Курăнман Тĕнђере, Турă йевĕрлĕ ÿтсĕр сывлăшсем пурăнаççĕ. Вĕсен ăсĕ-хастарĕ те, ирĕкĕ те, вăй-хăвађĕ те пур. Çавсене ангелсем теççĕ. Мĕн-пур ангелсем тăхăр пайа уйăрăлаççĕ. Тăхăр пайри ангелсем виç йĕркере тăраççĕ. Малтанхи йĕркере—Серафимсем, Херувимсем, Престолсем; иккĕмĕш йĕркере — Господствасем, Çутăсем, Властьсем; виççĕмĕш йĕркере—Началосем, Архангелсем, Ангелсем. Серафим тени çулăм пек, вут пек хĕрÿллĕ тени пулат̌. Малаллине вулас