Константин Иванов


Геннадий Юмарт


Константин Иванов 

(1890-1915)

Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пĕлепей уесĕнчи (халĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ) Слакпуçĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулăн виçĕ çулне тăван ялта, тепĕр çулне Кекенре вĕренет. 1902 çулта та Пелепейри хула шкулне кайса кĕрет. Çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ. Иванов вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тĕрлĕ çĕре çитсе пăхать, анчах ниçта та кĕреймест.

1907 çулхи кĕркунне ăна И.Я. Яковлев Чĕмпĕре куçару ĕçĕпе ĕçлеме чĕнсе илет. 1909 çулта поэт хулари гимназире учитель ятне илме экстерн йĕркипе экзамен тытать. 1909- 1910 çулсенчи хĕле тăван ялта ирттерет. 1910 çулхи кĕркунне каллех Чĕмпĕре таврăнать те Чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕрачасем икĕ класлă училищинче чистописанипе рисовани учителĕнче ĕçлеме тытăнать. Поэт шкулти вĕренÿ кĕнекисене кăларас ĕçе те хутшăнать. 1914 çулта ÿпке чирĕпе тата хырăм катарĕпе чирлесе ÿкет те Чĕмпĕртен тăван яла каять. Вал 1915 çулхи пушăн 26-мĕшĕнче вилнĕ.

Литература ĕçне Иванов 1906 çулта хастарлă хутшăнма тытăнать. «Нарспи» поэмăна, «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Икĕ хĕр» юмахсене, «Шуйттан чури» трагедие, «Выçăпа аптранăскерсем», «Хальхи самана» тата ытти сăвăсене 1907-1908 çулсенче çырнă. Революци юррисемпе пĕрлех вăл М. Ю. Лермонтов, А. В. Кольцов, Н. А. Некрасов, Н.М. Отарев сăввисене куçарнă. Поэт И.В. Тетĕн «Рейнеке-Лис» поэмине те куçарнă, алçырăвĕ çунса кайнă.

«Нарспи» поэмăпа виçĕ юмахĕ 1908 çулта «Чăваш халăх халапĕсем» кĕнекере тухнă. М. Ю. Лермонтовран куçарнисем çав çулах «Калашник хуçа çинчен хунă юрă» кĕнекере пичетленнĕ.

Иванов художник ĕçне те кăмăлланă, букварь валли ÿкерчĕксем хатĕрленĕ, уйрăм картинăсем тунă. Поэт фольклор материалĕ те чылай пухнă. 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.