Геннадий Юмарт
Константин Иванов
(1890-1915)
Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пĕлепей уесĕнчи (халĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ) Слакпуçĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулăн виçĕ çулне тăван ялта, тепĕр çулне Кекенре вĕренет. 1902 çулта та Пелепейри хула шкулне кайса кĕрет. Çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ. Иванов вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тĕрлĕ çĕре çитсе пăхать, анчах ниçта та кĕреймест.
Малаллине вулас