Н. Иванова & В. Никитин
Чÿк уйăхĕ
Чÿк уйăхĕ — кĕркуннехи юлашки уйăх. Ку уйăхра урапа тăварнă, çĕнĕ юр çийĕн çуна çулĕ хывнă. Çуни-çунашкине çу кунĕнчех юсаса-тирпейлесе хунă. Çуна çулĕ уçакана хирĕç пулакансем: «Кусен çуни çуна пек, пуян хĕрсен арчи пек»,— тесе мухтанă.
ана хирĕç пулакансем: «Кусен çуни çуна пек, пуян хĕрсен арчи пек»,— тесе мухтанă.
Кĕрхи Çĕнĕ çул çитнĕ тĕле чăваш хресченĕ уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ. Ывăçласа вырнă çичĕ тĕслĕ тыр-пула кĕлете, пĕрер çимĕçĕн пухнă улма-çырлана нÿхрепе кĕртсе хунă. Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе витене хупнă. Ĕç çипе ĕç çи хушшинче канса илмелли, пÿртре алă ĕçĕ тумалли, ача-пăчана юмах каламалли, вăйă-кулă вĕрентмелли вăхăт пуçланнă. Ку уйăхри чÿксем (хурт-хăмăра, выльăх-чĕрлĕхе, кил-çурта, кил-йыша чысланисем) пурте савăнăçлă пулнă.
Чăвашсем кĕркунне вăхăтне пур çĕрте те чÿк уйăхĕ е чÿклеме уйăхĕ теççĕ. «Уйăхăн урăх ячĕ çукки чÿк уйăхĕ авалах çирĕпленсе çитнине пĕлтерет»,— теççĕ ăславçăсем. Чÿк сăмахăн кăкĕ-тымарĕ пин-пин çула кĕрсе каять. Вăл тĕрĕк халăхĕсем пĕр йăхра пурăннă чухнех пуçланнă.
Сăнавсем
Чÿк уйăхĕ — хĕл хапхи. Хапха умĕнче Кĕр мучипе Хĕл ачи кĕрешеççĕ. Юр шăннă çĕр çине выртсан—çитес çулта çĕр çимĕçĕ тулăхрах пулĕ.
Хур урине хăй айне пытарсан — çанталăк сивĕтессе, сăмсине çунат айне чиксен — хĕл ир пуçланасса, шывра çунат çапса шăмпăлтатсан — часах сивĕтмессе.
Чÿкри Палла Кунсем
1. Кĕре ăсатаççĕ, хĕле кĕтсе илеççĕ. Хурт-хăмăр чÿкĕ.
3. Кил-çурт чÿкĕ.
10. Хĕл пуçланнă кун. Сурăх çăмĕ арлаççĕ. Улах лараççĕ. Выльăх витисене тĕрĕслеççĕ, юсаççĕ, выльăха ăшă витесене куçараççĕ.
19. Сивĕпе çил-тăман ыталашса тупа тăваççĕ. Çак кун юр çусан — юр хулăн пулмалла.
23—26. Картиш чÿкĕ.
29—30. Кил-йыш чÿке.
Картиш Чÿкĕ
Картиш (е карта) чÿкĕнче выльăх-чĕрлĕх туррине Пихампара тата карта йышне пуç çапнă. Карта чÿкне çулталăкра пĕр хутчен (юпала чÿк уйăхĕсенче) сивве кĕрсессĕн ирттернĕ.
Парне вырăнне сар çу янă пăтă, сăмсаллă (хĕррисене катрам-катрамланă тата варрине путăкланă) пашалу пулнă. Кил хуçи пăтă сарнă пашалăва витери, сарайĕнчи, лупасри юпа çине Пихампара чысласа хунă.
Чÿк пăттине выльăхсене те çитернĕ — апачĕ çине сапса панă.
Уçă вырăнти картара чÿкленĕ чухне кăвайт хунă, ăпăр- тапăра çунтарса янă. Йышпа пăтă çинĕ хыççăн хуран хăлăпĕнчен тытса пуç тайнă.
Пихампар чÿк парнине йышăннипе йышăнманнине выльăхсене сăнаса пĕлнĕ. Картари выльăхсен тĕс килсен, вĕсен çилхи, çăмĕ пăтрашăнать. Парнене йышăнман пулсан, тĕс килмесен выльăх-чĕрлĕх начарланма тытăнать, хунамасть.
Сутăн илнĕ выльăха витене кĕртиччен çăкăр татăкĕпе, тутлă шывпа илĕртсе чÿк хуранĕ тавра çавăрнă. «Вите пуçĕ пул, çак килтен ниçта та ан кай»,— тесе каланă.
Картиш Кĕлли
Çырлах, Мăн турă, Мăн турă амăшĕ; Хăрпан, Хăрпан амăшĕ; Кепе, кĕтÿ пуçĕ, сире йăлăнатпăр. Тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн пуç çапатпăр. Çак картара тăракан выльăха тĕрĕс-тĕкел усра; шыв хĕрринче ÿссе ларакан çÿçе пек хунаттарса йышлантар; пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ шывра пултăр. Çак выльăхсене усал аллине ан парăр, какран-хуçаран хăтарса пырăр, сыхлăр. Пыйтăран-хуртран тасатса тăрăр вĕсене. Шерпет пек шыв ĕçме парăр вĕсене, тул çăнăх пек çемçе курăк парăр. Пуснă выльăхăн ашĕ тутлă пултăр. Çуллен вуншар пуç пусма парăр, çырлахăр!
Çырлах, хаяр тавраш, мăн хаярне ху чарса тăр, тум хаярне пирĕн тавраша ан яр. Сана, хаяр амăшĕ, пĕр пашалу, виçĕ пăтă паратпăр: хăвăн ачуна-пăчуна пирĕн выльăхсене сыхлатăр, çырлах! Çырлах, Пихампар! Эсĕ хăв кашкăру-йыттусене выльăхсем патне ан яр, ху вĕсене сыхласа тăр. Сана эпир пашалупа, пăтăпа пуç çапатпăр, çырлах! Упра, çырлах!