Н. Иванова & В. Никитин
Чăваш вăййи
Йывăр ĕçпе юнашарах хаваслă вăйă-кулă пынă. Ача-пăча вăййи хăй пĕр уяв, яш-кĕрĕм вăййи — уявран уяв. Вăйă картине тăман хĕр çын умĕнче чыс курман, вăйă таппине тухман каччă йĕкĕт ятне илтеймен.
Хĕрсемпе каччăсем йышлă чухне кашни урамрах вăйă лапĕ пулнă, пĕчĕкрех ялсенче пурте пĕр вырăна—лаштра йăмраллă, симĕс çеремлĕ уничене е тăкăрлăка пухăннă. Ытларах чухне вăйă лапĕнче чуччу та, пир каски те, карчăк-кĕрчĕк сакĕ-сĕтелĕ те, ачасен тукшанла е пÿскелле вылямалли карти те вырăн тупнă.
Яш-кĕрĕм вăййин илемĕ — вăйă карти (хоровод). Унта юрă, вăйă, ташă, шÿт, питлев, ÿкĕт, юмах, такмак тата тем те пĕр черетленсе янăранă-илтĕннĕ. Капăр тумлă хĕрсемпе каччăсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Ĕçре маттур пулни вăйăра курăннă, пурнăçри хуйхă-суйхă тус-тантăш хушшинче сирĕлнĕ.
Чăваш çамрăкĕсен вăййине курнă çул çÿревçĕсем кирек хăçан та тĕлĕнсе тăнă. И. Я. Яковлев вăйă картине авалхи эллинсен театрĕпе танлаштарнă. Ÿкерÿçĕсем ĕлĕк те, халĕ те вăйă картине сăнлама юратаççĕ. Унта чăваш çамрăкĕсен чысĕ, танлăхĕ, тирпейлĕ ĕречĕ-нисепĕ, нумай енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăрать.
Чăваш яш-кĕрĕмĕн вăййи нихçан та сÿнмен. Малашне вăл хуласемпе поселоксенче те вăй илме пултарĕ.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
И, Вăйăçăм!
Эп тухмăттăм çак вăййа,
Эп тухмăттăм çак вăййа,
И, вăйăçăм!
Вăй сассине саватăп.
Хам савнине курсассăн,
Хам савнине курсассăн,
И, вăйăçăм!
Чĕрем кăлт-кăлт тăвать-çке.
Атьăр, хĕрсем, сăв калар,
Атьăр, хĕрсем, сăв калар,
И, вăйăçăм!
Савнисене йăпатăр.
Савни, эсĕ вăййа тух,
Савни, эсĕ вăййа тух,
И, вăйăçăм!
Çума-çумăн сăв калар.
Хурăн çулçи
Хурăн çулçă çурсассăн
Килет вăрман илемĕ.
Хурăн çулçи тăкăнсан
Каять вăрман илемĕ.
Мăкăнь çеçке çурсассăн
Килет пахча илемĕ.
Мăкăнь çеçке тăксассăн
Каять пахча илемĕ.
Хĕвел кулса тухсассăн
Килет тĕнчен илемĕ.
Хĕвел анса ларсассăн
Каять тĕнчен илемĕ.
Хĕрсем вăййа тухсассăн
Килет урам илемĕ.
Хĕрсем киле кĕрсессĕн
Каять урам илемĕ.
Ăнлантарса пани, сĕнÿ.
«Хурăн çулçи» юрă — вăйăра яланах юрлакан юрăсенчен пĕри. Унăн тулли тĕслĕхне К. В. Иванов сăвăç 1910 çулта Слакпуçĕнчи Пăртта ятлă çынран çырса илнĕ. Кĕвви П. В. Пазухин Чĕмпĕрте 1914 çулта кăларнă чăваш халăх юррисен пуххинче тухнă. Юрă сăмахĕсене пăхмасăр калама вĕренĕр.
Çынсем Ешĕл Хурăн, Ай, Касаççĕ
Çынсем ешĕл хурăн, ай, касаççĕ,
Эпир касассисем те ÿсеççĕ.
Çынсем сарă хĕрпе, ай, выляççĕ,
Эпир выляссисем те ÿсеççĕ.
Кăвак кăвакарчăн вĕçнĕ чухне
Кунĕн-çĕрĕн тĕтре те пулайрĕ.
Самай эпир ÿссе, ай, çитнĕ чух
Саманисем йывăр та пулайрĕç.
Çÿлелле те пăхрăм эп, тĕлĕнтĕм
Кайăк хурсем картипе кайнинчен.
Шухăшласа илтĕм эп, тĕлĕнтĕм
Çамрăк ĕмĕр иртсе те кайнинчен.
Вун иккĕпе явнă чĕн чăпăркка,
Мĕншĕн сÿтĕлмелле явнă-ши?
Ăрасна çуралса, пĕрле ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла та çырнă-ши?
Вăйăра Калакан Сăвăсем
Ай-хай улма йывăççи
Чечекне епле тăкĕ-ши?
Ай мăнтарăн хĕр вăййи
Епле те иртсе кайĕ-ши?
Улăх та ути, ут юпи,
Ут кăкарсан илемлĕ.
Ах вăйăçăм, хĕр вăййи
Пурте тухсан илемлĕ.
Кăвак та кăвак, пĕр шурă
Тăваткăл куçлă пулинччĕ,
Пире çырнă çын ачи
Ăнлă-пуçлă пулинччĕ.
Кас суханне касмăттăм,—
Çиес килни пĕтерет.
Каçхи вăййа тухмăттăм,—
Тухас килни пĕтерет.
Йăмра çине тăм ÿкет,
Хĕвел пăхать — ирĕлет.
Выльăр-кулăр, хĕр тантăш,
Çамрăк ĕмĕр час иртет.
Акăш килет — сассипе,
Акăш килет — сассипе,
Кăвак чечек — çутипе,
Хĕрлĕ чечек — сăнĕпе.
Ăтăр, хĕрсем, улăха
Хĕрлĕ чечек татмашкăн!
Хĕрлĕ чечек татăпăр,
Пуç кăшăльсем явăпăр.
Ушкăнпа вылямалли вăйăсем
Çиччĕн Пĕр Тăван
Вылякансем карталанса е умлă-хыçлă тăраççĕ. Юрланăçем пурте сăвăра каланă пек хусканусем тăваççĕ. Е пĕрисем юрлаççĕ, теприсем хусканусем туса тăраççĕ. Пÿртре те, урамра та выляма юрать. Вылякансем хисепĕ тĕрлĕрен пулма пултарать.
Эпир карчăк патĕнче
Лутра пÿртре пурнатпăр.
Эпир çиччĕн пĕр тăван,—
Акă çакăн пек куçлă,
Ака çакăн пек пуçлă.
Вылятпăр та кулатпăр,
Пурте çапла тăватпăр.
Хитре Хĕрсемле
Вылякансем пĕр çавран тытăнса тăраççĕ. Тулашĕнче икĕ хĕр ача. Юрă пуçланать:
Хитре хĕрсем
Ял тавралла çÿреççĕ.
(Хĕр ачасем вăйă карти тавра çÿреççĕ.)
Хитре хĕрсем
Ял хушшине кĕреççĕ.
(Вăйă картине кĕреççĕ.)
Хитре хĕрсем,
Пире савăнтарăр!
(Ташлаççĕ.)
Хитре хĕрсем,
Пире пуç тайăр!
(Пуç таяççĕ.)
Хитре хĕрсем, кама юрататăр,
Çавна тытса чуп тăвăр!
(Теприсене суйласа кăлараççĕ.)
— Кама илен, Микуль?
— Камăн ятне калатăн,
Çавна илсе каятăп.
— Вăта касран виççĕ урлă,
Çÿлти каçран çиччĕ урлă,
Тури каçран тăххăр урлă,
Шурă тутăр çыхнăскер,
Хĕрлĕ саппун çакнăскер,
Сар çăпата çырнăскер,
Ятран Маюк ятлăскер.
Маюк вăйă картинчен тухать те Микуль патне пырса тупмалли юмах калать. Микули çав тупмалли юмах тупсăмне пĕлсен Маюк ун патне юлать. Вăйă малалла тăсăлать. Хальхинче хирĕçле ушкăнран пĕри (черет çитни) ыйту парать. Çĕнĕ юрă пуçланать:
Хирти курăк ешерсен
Килет хирĕн илемĕ.
Хирти курăк типсессĕн
Каять хирĕн илемĕ.
Хĕвел хĕрелсе тухсассăн
Килет вăрман илемĕ.
Хĕвел анса ларсассăн
Каять вăрман илемĕ.
Çырла çеçке çурсассăн
Килет парлак илемĕ.
Çырла çеçке тăксассăн
Каять парлак илемĕ.
Вăйă карти валли ятарласа хывнă пекех, «Линкка-линкка», «Çырма хĕрне ансассăн та», «Тÿнкки-тÿнкки», «Тÿттĕл-тÿттĕл» тата ытти анлă сарăлнă юрăсем сыпăнсах пыраççĕ. Вĕсене ушкăнпа юрласа-вылнса çаврăнсан çамрăксем такмак каласа уйрăмшарăн ташă пуçлаççĕ:
Хурăн варта хур пусрăм та
Вăрă тесе ан калăр.
Вăййа тухса юрларăм та
Пуçтах тесе ан калăр…
* * *
Чăваш вăййин пуянлăхне йĕркипе сыпăнтарса пырсан тĕлĕнмелле балет та, опера та пулса тухĕччĕ! «Что оперы, что романсы? Разве передадут они этот аромат вечно молодой весны и нежной тоски о проносящихся веках? Разве передадут они эту песни народа, две тысячи лет сквозь всю ломку пронесшего с собой яркий образ прежней жизни? Разве можно выдумать такую песню?»—çырнă 1900 çулта Н. Г. Гарин-Михайловский «В сутолоке провинциальной жизни» очеркĕнче чăваш вăййи çинчен.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, пурнăç улшăнчĕ пулсан та халăх йăлин тымарĕ татăлман-ха, юррисем манăçман:
Атьăр, яшсем-кĕрĕмсем,
Ешĕл çерем тăршшĕне.
Халь выляса кулнисем
Кайччăр ĕмĕр тăршшĕне…