
Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →
Эрех пирки
Эрех ĕçме вĕренне çын — пит мĕскĕн çын. Вăл хăй мĕнпур пурлăхне, çинчи тум-тирне те эрех илсе ĕçсе ярать. Епле вăл эрех ĕçме чарăнаймасть-ши? Эрех ĕçме вĕреннĕ çынсем хăшĕ малтан пуян çынсем пулаççĕ, хăшĕ, çук çын пулсан та, эрех ĕçет.
Пуян çынсем, хăйсене хăйсем пурăнакан çынсем, малтан пуян вăхăтра укçа пуррипе укçине шеллемесĕр праçниксенче эрех илсе ĕçеççĕ. Укçа пуррипе пуяна ахаль вăхăтра та эрех илсе ĕçни темĕнех мар. Çапла пуян хăй те, ачи те укçа пуррипе эрех ĕçме вĕренсе каять. Эрехе пĕрре ĕçме вĕренсен, чарăнма хĕн. Эрех ĕçме вĕреннĕ çын, пуян пулсан та, çуках юлать.
Çук çын мĕншĕн эрех ĕçет-ши? Вăл эрех ĕçмесĕрех çук- çке? Унăн хăйне çиме те çăкăр çук, вăл мĕншĕн çапах эрех ĕçет. Авал пурăннă майпах, ăна мĕн те пулсан хуйхă пулать. Çук çыншăн ахаль те хуйхă пулать. Хуйхăрса нимĕн тăва пĕлмесĕр, вăл хупаха каять те эрех ĕçет. Кам та пулсан, аван, хуйхăрмасăр пурăнасчĕ-çке, тет. Вăл апла калани тĕрĕс пулсан та, эрех ĕçме вĕреннипе вăл, мĕскĕн, телейсĕр пулса юлать. Вăл эрех ĕçнипе пысăк сиен курнине хăй те пĕлет, анчах нимĕн те тăваймасть: эрех ĕçесрен тăранаймасть.
Эрех ĕçнипе çынсем тĕрлĕ сиен, тĕрле нуша кураççĕ. Пирĕн ялта пĕр Иван ятлă çын эрех ĕçме пит юрататчĕ, Пĕрре вăл хĕлле пĕр ял урлă килне таврăннă. Çав ял вĕçĕнче эрех лавкки пулнă. Эрех лавккине курсан, Иван лашине хытăрах хăваланă… Унта çитсен, эрех илсе тухнă та ĕçсе янă. Пĕр кĕленче ĕçсен тата илсе ĕçнĕ. Хĕвел аннă. Унăн киле çĕрле каймалла пулнă. Вăл çуни çине ларнă та лашине хăваланă. Ял патне çите пуçласан, ту айнелле анмалла пулнă. Иван çуни сиккелесе сулăнса кайнă та, Иван çуни çинчен ÿксе юлнă. Çутăла пуçласан пит вăйлă тăман тухнă. Çутăличчен Ивана юр витсе кайнă. Унăн чĕркуççипе ури вĕçĕ кăна курăнса выртнă.
Ирхине Иван арăмĕ урама тухнă та хăйсен лаши хапха умĕнче шăнса тăнине курнă. Вăл: «Эх, ăçта-ши Иван, лаши пур, хăй çук, темĕн, шăнса та вилĕ çак сивĕре», — тесе шухăшланă. Вăл кÿршисем патне чупса кайнă та упăшки çуккине каласа кăтартнă. Вĕсем, пилĕк-ултă çын пуçтарăннă та кĕреçесем илсе Иван лаши килнĕ çулпа Ивана шырама кайнă. Вĕсем çулпа пăхкаласа пĕр çухрăма яхăнах кайнă. Ту айнелле çите пуçласан, пĕри малалла утса кайнă та: «Килĕр часрах, кунта!» — тесе кăшкăрнă. Ыттисем ун патне пынă. Пĕр-ик хăлаçра Иванăн урисем курăнса выртнă. Пĕри: «Эх, мĕскĕн, мĕскĕн, эрех пиркиех пĕтрĕ-çке», — тенĕ. Тепри каланă: «Эрех пирки вăл кăна пĕтмест, эрех вăл нумайăшне пĕтерет», — тенĕ. Ушăн вĕсем пĕр шавламасăр ăна юр айĕнчен чаваласа илнĕ те çуна çине хунă. Çул çинче каллех пĕри каланă: «Ак, этем, эрех пирки пĕтрĕ вĕт», — тенĕ. Тепри: «Эпир хамăр пĕри эрех ĕçменни çук, — тенĕ. — Ак эпĕ хамăр ялта пĕр çул иртиччен 150 тенкĕлĕх эрех ĕçнĕ». Тепри ăна хирĕç каланă: «150 кăна-и вара? Эпĕ хам кăна аллă тенкĕрен ытла ĕçнĕ пулĕ», — тенĕ. Унта пĕр çырăва вĕренекен ача пулнă. Вăл вĕсем калаçнине итлесе пынă. Вăл каланă: «Акă эсир çакăн чухлĕ эрех ĕçрĕмĕр тетĕр, ун чухлĕ укçапа мĕн тума пулмĕччĕ? Пирĕн тырă начар пулать, çĕр ĕçлеме аван пĕлсен, тырă аван пулатчĕ. Ĕçсе ярас укçасемпе, урăх халăхсем пек, çĕр ĕçлеме вĕрентекенсен шкулсем тусан пит аван пулĕччĕ. Тĕрлĕ çĕр ĕçлемелли аван машинсем илме пулать. Мĕн чухлĕ усăллă кĕнекесем, мĕн чухлĕ аван хаçатсем илме çитĕччĕ вăл ĕçсе ярас укçа. Ак пирĕн чăваш хушшинче суккăрсем нумай. Урăх халăхсен суккăр çынсем вĕренекен шкулсем пур. Пирĕн те ĕçсе ярас укçапа суккăрсем валли шкул тусан мĕн чухлĕ ырлăх пулĕччĕ». «Эх, Петĕр, Петĕр, апла тусан пит аван пулĕччĕ те çав, сан пек шухăшлакансем сахал-çке».
Унтан вĕсем яла çитиччен калаçмасăр пынă. Вĕсен лаши те, весен хуйхине пĕлнĕ пек, пуçне чиксе ерипен утса тăнă.
1906
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ