
Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →
Пурнăç çутти
Инçетре-инçетре, эпир курман-илтмен çĕрсем, тинĕссем, пушă хирсем урлă, ирхине шурăмпуç çутти тĕттĕм çĕрте кăшт палăрнă пек, пирĕн пата Çĕнĕ пурнăç çутти кăнн çутатса килет.
Хăш чух çав çутă тĕнчипе паллах сарăлать, хăш чух, пĕр енчен кăшт начарланса, тепĕр еннелле куçать.
Çил вĕрет… Хĕвеланăç – нумай енчен хăрушă хура пĕлĕтсем шăваççĕ…
Хăрушă… Вăйлă çумăр килет… Çăвать… Ах, епле хăрушă! Çумăр тумламĕсем çĕре ÿкнипе çемçе хура тăпрана шăтара-шăтара кĕреççĕ. Çумăр çăвать, шавласа шыв юхать. Çĕр çинче тĕрексĕр тăракан япаласем вăйлă шывпа юхса каяççĕ. Çĕр çинче кирлĕ япаласем юлмаççĕ.
Çумăр çăвать. Теттĕм. Ăçта… Ăçта пирĕн Çĕнĕ пурнăç çутти?! Пурнăç çуттине тĕттĕм çумăр хупларĕ.
Вăхăт çитет. Çумăр чарăнчĕ. Ушкăн-ушкăн çумăр пĕлĕчĕсем, пĕлĕтĕн тĕрлĕ енне сарăлса, пĕртте юлмаççĕ. Пĕлĕт таса…
Çĕнĕ пурнăç çутти пĕлĕт çинче малтанхинчен те çутăрах çутăлса тухрĕ. Вăл кăштăн-каштăн çутăла-çутăла ерипен çÿлелле хăпарать. Акă, кăшт вăхат иртсен, вăл пĕлĕт çинче çап-çутă çуталса тăчĕ.
Çĕр çинче нимĕн сасă та çук. Таçта аякра анчах, аслати авăтни пек, çын сăмахĕсем илтĕнеççĕ. Вăл сасă çывхарнăçем çывхарса килет.
Çĕнĕ пурнăç çутти петем тĕнчене çутатса илчĕ. Акă, Пурнăç çутти хыççăн тĕнчене ЕС парса çутатакан Тĕрĕслĕх хĕвелĕ килчĕ. Тĕрĕслĕх хĕвелĕпе Пурнăç çутти иккĕш пĕрле пулчĕç. Тĕрĕслĕх хĕвелĕ хытă сасăпа калать:
—Килĕр ман патма, маншăн хурлăх куракансем. Килĕр ман патма, ман пирки урăр-аллăра сăнчăрласа, çуралнă çĕр-шывăрта хăвăра хаклă çынсемпе уйăрăлса, инçете хурлăх курма янă çынсем… Эсир маншăн нумай асап курмалла пулнă… Эсир маншăн хăвăра хăвăр шеллемесĕр, сивĕре те, çумăрта та начар тумтирпе чăтса çÿрерĕр. Халиччен маншăн мĕнле асап курнине те манăр!.. Тĕнче пулнăранпа сирĕн юлташăрсем, эсир пыракан çулпа пырса, мĕн шыранине тупас тесе тăкнă юна пурне те пĕр çĕре пухсан, сирĕн юнăра çĕр çĕклесе тăраймĕ. Тăрăр ĕнтĕ, маншăн юн тăкса вилнĕ çынсем, килĕр кунта, пĕр çĕре пухăнса савăнăр. Сире, хĕн-хур куракансене, пурне те йăпатăп. Пирĕн вара çĕр çинче халиччен пулман савăнăç пулĕ.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Халиччен йывăр, суя ĕçре пурăнакансем, пурте ман патăма килĕр. Ĕмĕрхи ĕçĕн хурлăхлă юррине юрласа пурăнакансем те, килĕр. Вăл юрăсене ĕнтĕ пăрахăр эсир! Эсир ĕнтĕ савăнса ман çинчен юрлама тытăнăр».
Çапла Çĕнĕ пурнăç хĕвелĕ нумайччен калаçса тăчĕ. Ун йĕри-тавра тĕнчери мĕнпур çынсем пухăнчĕç. Вĕсен хăшин алли çук, хăшин ури çук, хăшин таçтан-таçтан суранланса пĕтнĕ йĕрсем пур. Вĕсем пурте пĕр савăнăçпа савăнса юрлаççĕ.
Вĕсен савăнăçĕ ĕмĕре пытăр!
Вĕсем савăннă вăхăтра та хăйсене халиччен хĕсĕрлесе пурăнакансене манман: ăçта вĕсем – пире хĕсĕрлесе тăракансем? Вĕсем халĕ Тĕттĕм вăйĕ çуккипе инçетре, Пурнăç çуттинчен куçĕсене аллисемпе хупласа, пуçĕсене чиксе тăраççĕ. Вĕсен çутă тумтирĕсенче, вĕсен хисеп çук пуянлăхĕсенче халĕ Пурнăç çуттине хупласа тăмалăх тĕттĕм хăват çук ĕнтĕ.
«Эсир, хĕсĕрлесе пурăнакансем, çĕр çинче телей кураймăр. Кайăр кунтан, тумлапа пăхăннă çынсем, эсир ман çутта курса тăма тивĕçсĕр», –терĕ Вĕсене Пурнăç çутти.
Çапла ĕнтĕ Хĕн-хур курса пурăнакансем Пурнăç çутти хушнипе кайран телей тупĕç, вĕсене хирсе тăракансем ĕмĕрхи хурлăха кĕрĕç.
1906