Тайăр Тимкки: Выçлăх çул


Тайăр Тимкки

Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →


Выçлăх çул

Пĕрре эпĕ пÿртре лараттăм. Каç пулса килетчĕ. Ман кÿршĕ чÿрече патне пычĕ те: «Иван, тух-ха урама», — тесе кăшкăрчĕ. Эпĕ тухрăм. «Ну, мĕн калас тетĕн, Куçма?» — терĕм. Куçма мана паян пирĕн яла çăнăх турттарса килнине каларĕ.

Эпир кантур умне кайрăмăр. Ура айĕнче юр чăтăр-чăтăр туса пырать. Хĕвеланăç хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ. Эпир кантур умне çитрĕмĕр. Унта çынсем пит нумай пухăннă. Çук çил çинчен, турттарса килнĕ çăнăх çитен калаçса тăраççĕ. Куçма пĕринчен паян параççĕ-ши ку çăнăха, тесе ыйтрĕ. Калаçкаласа тăнă чухне старшина килчĕ. Вăл: «Мĕн пухăнса тăтăр: саланăр, ыран валеçмелле пулĕ, паян кама памаллисене хисеплĕпĕр», — тесе кăшкăрса пăрахрĕ. Халăх салана пуçларĕ. Пĕр арăм старшина патне пычĕ те: «Тархасшăн çăнăх пар мана: ачасем выçă лараççĕ, çăкăр çук», — тесе ыйтма тытăнчĕ. Старшина ăна хирĕç: «Çурат нумайрах, ирĕксĕр выçă ларĕç», — терĕ. Унтан ун патне ман кÿршĕ пычĕ те пуççапа-пуççапа çăнăх ыйтма пуçларĕ. Мĕншĕн тесен пухусенче Куçма старшинана хирĕç ялан тĕрĕссипе хирĕç каласшăнччĕ. Утан эпĕ хам та киле таврăнтăм.

Куçма çавăнтах тăрса юлчĕ. Çав каç акă мĕн ĕç пулнă. Куçма пĕччен тăрса юлсан, мĕн тăвас-ши ман, килте çăкăр çук, ачасем выçă лараççĕ, тесе шухăшланă. Унтан вăл темĕскер тума шухăшланă та килне таврăннă. Килĕнчен вал çăнăх миххи тата çĕçĕ илнĕ те кантур умне кайнă. Çăнăх лавĕсем кантур картишĕнче пулнă. Алăк умĕнче икĕ çын хăрăлтатса çывăрнă, вĕсен çумĕнче йытă выртнă. Старшина вĕсене çĕрле вăрăсем килесрен юриех тăратнă. Куçма пытанкаласа çăнăх çунисем патне пынă. Шăналăкне çĕççипе çурнă та хыпаланса миххине çăнăх тултарма тытăннă. Хуралçă йытти вăраннă та çунасем патне вĕре-вĕре чупнă. Йытă вĕрнипе хуралçăсем вăраннă. Куçмана курнă та вĕсем Куçма патне чупнă. Куçма тара пуçланă. Йытти ун уринчен, тумтирĕнчен çакланнă. Куçма сасартăк пĕшкĕннĕ те йытта çĕçĕпе çапнă. Йытти йăнăшса пĕр еннелле сиксе кайнă. Хуралçăсем Куçман çĕççи пурне пĕлсен, ăна пит çиленнĕ. Пĕри чупса çитнĕ те Куçмана чукмарпа çапса ÿкернĕ. Унтан шеллемесĕр ăна иккĕн тан хĕнеме тытăннă.

Хĕнесен-хĕнесен, пĕри чарăннă та: «Чим-ха, сывламасть никак, — тенĕ. — Чăнах та сывламасть, вĕлертĕмĕр те пулĕ. Тăр-ха эсĕ çакăнта, эпĕ хунар илсе килем». Çĕрте выртакан хунарпа пăхнă та, унта Куçма пер сывламасăр вилсе выртнă.

Мĕншĕн вĕсем пĕр шухăшламасăрах ăна çапса вĕлернĕ? Вĕсем ăна вĕлермесĕр те тытса чарма пултарнă-çке. Куçма, выçăпа аптраса, старшинаран çăнăх ыйтнă. Старшина, усалскер, ăна хиреç мăшкăлласа анчах кулнă. Çавăнпа ун пек çук çынсем, малтан тĕрĕс пурăнсан та, вăрлама шухăш тытаççĕ. Анчах çав пĕр-ик кун пурнас çăнăхшăн ăна айван çынсем çапса вĕлернĕ.

Вĕсем хăйсем те лăпкă пурăнайман. Вĕсем хăйсене хăйсем ÿпкелесе çÿренĕ. Лайăх çын ачи-пăчи пулсан, вĕсем ăна вĕлермен те пулĕччĕç, ун чухне кăшт пулсан шухăшласа илĕччĕç вĕсем.

1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтеÿ хыççăн

7 çул...

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… Пирĕнпе пулăшнăшăн тавах сире…

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.