Н. Осипов & Виталий Родионов: С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


Н. Осипов & Виталий Родионов


С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ. Нумай енлĕ пултарулăхĕ

• С. Михайлов-Янтуш пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ.
• С. Михайлов-Янтуш этнограф-публицист, прозаик.
• Унăн очерк, калав çырас ăсталахĕ.
• Çыравçă чĕваш литературине кĕртнĕ поэтикăри тата жанр тытĕмĕнчи çĕнĕлĕхсем.

XIX ĕмĕрĕн варринче чаваш çыруллă культурине çĕнĕ çыравçăсем килсе кĕреççĕ. 1848 çулта чавашсем çинчен харăсах икĕ çын çырма пуçлать: В. А. Сбоев тата В.И. Лебедев. Вĕсен пархатарлă ĕçне тăван чăваш чĕлхипе малалла тăсаканĕ Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш пулнă (С. Михайловччен чăвашран тухнă е чăвашсем çинчен çырнă çыравçăсем пурте тенĕ пекех вырăсла е тата урăх чĕлхесемпе çырнă пулнă). С. Михайлов-Янтуша тĕпчевçĕсем чăваш ячĕпе малтанласа калаçаканĕ те теççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çак таранччен сарăлса пынă çыруллă культура талккăшне чăваш ячĕпе чи малтан никам та мар, С. Михайлов-Янтуш уçнă тесе хăюллăнах калама пултаратпăр.

С.М. Михайлов-Янтуш чăвашсен этнотрафĕ, публицисчĕ, çыравçи…  Вăл 1821 çулхи чук уйахĕн 28 мĕшĕнче хальхи Муркаш районне кĕрекен Юнкăпуç ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 8 çула çитиччен Çĕпритун тăван ялĕнчех пураннă.

1829 çулта ăна ашшĕ хутла вĕрентес шутпа Чикме хулине хăй паллакан вырăс купси патне илсе каять. Кунта унăн хутла вĕреннинчен ытларах ĕçлеме тивет. Çaпax та Михеев хуçа патĕнче хĕнпе пулин те вулама çырма вĕренет.

Унăн малтанхи вĕентекенĕ, хăй каланă тăрăх, А. Писарев чиновник пулнă. Ку çын 1812 çулта Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннă, ташмана хăваласа Париж хулине çитнĕ. Чăваш ачине историе юратма чи малтан çавă вĕрентнĕ.

1833 çулта вăл купса çуртĕнчен тухса каять те чăваш вулăсĕн кантурне çыруçă пулса вырнаçать. Выçăлла-тутăлла пурăннине пăхмасар пултаруллă ача хăй тĕллĕн малалла вĕреннĕ. Кайран тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче ĕçленĕ.  1834-38 çулсенче Етĕрне уесĕнче Мăн Шетмĕре çыруçă пулса ĕçлет.

С. Михайлов вырăсла, чăвашла, марилле питĕ лайах пĕлнĕ. 1842 çултан пуçласа мĕн виличченех вăл Чикмери земство сучĕн куçаруçи пулнă.

Пушă вăхăтра вăл суд архивĕнчи кивĕ жрналсемпе хаçатсене пăхкаласа ларма юратнă. Хăй çырнă тăрăх, чăвашсен мăн аслашшĕсем Атăлçи пăлхарсем пулнă текен шухăш унăн Н.И. Второвăн «Памятники древности в Казанской тубернии» статьине вуланă хыççан тĕвĕленнĕ. Каярахпа çак шухăша хăйĕн очеркĕсемпе калавĕсенче те çирĕплетме тарашнă.

Чăваш çыравçи пĕр хушă «Казанские хуберенские ведомости» хаçат реçакторĕнче ĕçленĕ. А. Артемьевран та чылай вĕреннĕ. Ку вара чăваш писательне çырма хавхалантарса унăн ĕçĕсене тăтăшах пичетлесе пынă. М. Погодин патне 1860 çулхи ака уйахĕн 25-мĕшĕнче С. Михайлов çапла çырать: «Артемьев первый начал печатать мои статьи, переубедив во мне врожденную страсть к литературе, а И. Березин продолжал помогать мне в этом деле, издавши в 1853 году мою первую книту «Чувшские разговоры и сказки» за свой счет».

И. Березин – А. Артемьев вырăнне йышăнса юлнă çын, Хусан университечĕн профессорĕ, паллă востоковед. Хаçатăн унчченхи редакторĕ пекех, С. Михайловпа тачă çыхану тытнă, унăн кĕнекин иккĕмĕш вариантне пичетлесе каларнă.

Чăвашсен пулас тĕпчевçине наука çулĕ çине тухма вырăссен паллă археологĕ, этнографĕ тата нумизманĕ П. Савельев та сахал мар пулашнă. Вырăс ученайĕсемпе публицисчĕсем пулăшнипе С. Михайлов хайĕн пултарулăхне наукăра та, литературăра та катартнă. Вĕсем пулашнине пула хресчен ывалĕ Чăваш ячĕпе асла тĕнчене тухнă, хăй халăхĕн аваллахĕпе культури çинчен ытти халăхсене каласа панă.

1851 çултан пуçласа С. Михайлов хăй те çырма тытăнать. Вырăспа чăваш халахĕсен иртнĕ пуранçĕ çинчен вăл тĕрлĕ хаçатсенче статьясем пичетлесе кăларать.

1852 çулта çу уйахĕнче писатель чăвашсем çинчен çырнă виçĕ очерк пичетленĕ: «Балдран базар в Космодемьянском уезде» (çĕртме), «Предания чуваш» (çĕртме-çурла) тата «О музыке чуваш» (çурла). Çав хайлавсен йĕкĕрешĕсем пур – диалога тĕпе хунă ремаркăллă калаçусем. Вĕсене автор çырмалли материал пуçтарнă май, очерксен тĕп шухашне куç умне кăларса тăратакан укерчĕксем урлă, хальхи вăхăтра пулса иртекен ĕç пек ăсталанă. Вĕсенчен хашĕ-пĕи пĕчĕк сценка евĕрлĕ пулса тухнă, пысăкраххисене вара инсценировка тесе хакламалла.

1853 çулта С.М. Михайлован «Чувашские разговоры и сказки» ятлă кĕнеки çапăнса тухать. Унта «Краткое этнографическое описание чуваш» очерк, ултă инсценировкăпа сценка тата юмахсемпе халăх самахлахĕн ытти хаш-пĕр тĕслĕхĕсем кĕнĕ. Ку кĕнекене 1851 çул вĕçĕнче е 1852 çул пуçламашĕнче çырма палартнă кĕнекен иккĕмĕш варианчĕ теме пулать.

1852 çултан пуçласа 1860 çулччен С. Михайлов хаçат-журналта 33 материал пичетленĕ. Унăн 18 алçыравĕ вара ниçта та пичетленмесĕр юлнă. Вăл хăйĕн хайлавĕсене вырăсла çырнă. Кунта икĕ сăлтав пулнă. Пĕри – писатель чăваш ячĕпе вырăс умне тухса чăваш та ытти халăхсем пекех хисепе тивĕç, чăвашăн та аваллахĕпе пуянлахĕпе пур, унăн пуласлахĕ пирки шутласа пăхмалла тесе калас килнĕ. Йышлă халах, çав шутра влаçсем те, илтчĕр тесен вырăсла çырма тивнĕ. Тепри – чăвашла çырнă япаласене пичетлесе кăларма çав вăхăтра питĕ йывăр пулнă. Çав çулсенче чăваш хушшинче хут вĕреннĕ çынсем те сахал пулнă. Вĕсем те ытларах вырăсла вулама-çырма вĕреннĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Çав хушăрах вăл хăй çырнисене тăван халăх хушшине çитерес шухăша та пăрахман, очеркĕсене те абзацĕ-абзацĕпех чăвашла текстсем кĕртсе янă. С. Михайлов пĕтĕм пултарулăхне пăхсан çакна асăрхама пулать, вĕсенче тăван халăха çутта кăларассишĕн тăрăшни курăнать.

С. Михайлов тăван халăхăн иртнĕ кун-çулĕпе те кăсăкланма пуçлать: 1838 çулта вăл Е. Пугачев пăлхавĕ çинчен халăхран ыйтса-пĕлсе çÿрет, кайран хăй пухнă материалпа усă курса «Пăкача çинчен» пĕчĕк пьеса тата «Воспоминание о путачевщине» очерк çырать.

40-мĕш çулсен пуçламашĕнче С. Михайлов-Янтуш чăваш халахĕн иртнĕ кун-çулĕпе тата ытларах кăсакланма пуçлать. Каярах вăл хайех çапла çырать: «Я пламенно перечитывал историю болгар… и убедился, что с знаменитыми болгарами могли жить и предки моих соплеменников и принимать исламизм».

С. М. Михайлов-Янтушан чи малтан çырнă илемлĕ хайлавĕ – «Ватă çын Фролов çамрăк хăтине хайĕн ашшĕпе 1769 çулта пулса иртнĕ ĕçсем çинчен каласа кăтартать» сценка. Ăна автор 1850—1851 çулсенче чăннипе пулса иртнĕ калаçăва тĕпе хурса чăн пулнине натурализм шайĕнче çырнă. Унти персонажн ячĕ – Спиридон – писателĕннипе тÿр килет.

Çыравçă литература ĕçне яваçнă тĕле чăваш çыруллă литературин хăш-пĕр традицийĕсем çирĕпленме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсем халăхăмăрăн самахлахĕ, унăн сăнарлă системи тата унăн шухăшлавĕ çинче никĕсленсе танă.

 С. Михайлов-Янтуш литературăра çирĕпрех утамсем тума пуçланă тĕле вырăс литератури обществăлла анлă трибунă пулса тăнă ĕнтĕ. Вырăссен литературинче реализм вай илнĕ, илемлĕ очерк жанрĕ ăнăçлă аталаннă. Чăваш çыравçи те, демократиллĕ шухăшсене çывăх йышăннăскер, тăван литературăри унчченхи традицисемпе кăна çырлахса ларма пултарайман. Чи малтанах вăл илемлĕ очерк жанрне алла илме тарашнă.

Очерк жанрне çыравçă ахальтен суйламан. Çав вăхăтри чăваш литературин функцийĕсене туллин те пур енлĕн пурнăçлама çав жанр çеç пултарасса туйса илнĕ ахăр.

С. Михайлов çыравçăпа тĕпчевçĕн чи ăнăçлă ĕçленĕ тапхарĕсем 1850-1855 тата 1856-1860 çулсене тивет. Малтан вăл чăвашсен йăли-йĕркипе, историйĕпе тата сăмахлахĕпе кăсăкланать, вĕсене çĕкленÿллĕ кăмăлпа, романтикларах çырса кăтартать. Ку очерксем лирика çаврамĕсемпе, автор монологĕсемпе пуян. Очерксенче çамрăк персонаж тăван халăхăмăрăн аваллăхне туллин ăнланса туйса илме тăрăшать, тăтăшах тарăн шухăша путать…

Писателĕн малтани очеркĕсем çĕкленÿлĕхпе, романтика енне сулăннипе палăрса тараççĕ. Каярах çав туртам унăн йавашланса пырать.

С. Михайлов-Янтуш чăвашла ултă инсценировкăпа сценка хайланă тапхăр. Малтанхи хайлавĕ («Вата çын Фролов…») вăйсăртарах та шупкарах пулса тухнă. Каярах, ытти инсценировкисене çырнă чухне, автор ăсталахĕ лайăхрах та уççăнрах курăнать.

«Анатри чăвашла вирьял хушшинчи калаçу» инсценировкăра автор калаçу уйрăмлăхне палăртассинчен ытларах чăвашсен пурнăçне сăнласа парасшăн тăрăшнă. Çакна вăл Ишеке пынă анатри чăваш кил хуçипе тата унăн арамĕпе калаçни урлă кăтартать.

«Авалхи çинчен» инсценировкари тĕп персонажсем – Йăвашка мучипе ун патне калаçса ларма пынă çамрак Крикка. Ку сценкăра автор хăйĕн шухăшне Йавашка мучи сăнарĕ урлă уçса парать. Вăл Раççейре капитализм йĕркисем çирĕпленсе пынине сивлет, çавна май чăваш ялĕнче усалпа ултав саралнишĕн пăшăрханать.

Писатель чăвашсен авалхи пурнăçне мухтанă хушарах мулпа укçа йĕркисене тиркет, вĕсем ĕлĕкхи йăласене пĕтерсе хунине палăртать. Çaплa вара, писатель инсценировкисене тата сценкисемпе тĕплĕн паллашсан вăл çав çулсенче чăваш аваллахĕ, хăй евĕрлĕхĕ енне туртăннине курма пулать.

«Пакача çинчен» сценкари Хрол мучин сăнарне автор чăннипех пулнă çынран илнĕ. Çакă писателĕн «Воспоминание о путачевщине» очеркĕпе танлаштарсан аван курăнать. Инсценировкăри Хрол мучипе очеркра асаннă Етĕрнери чăваш пăлхавçи пĕр çынах. Очеркра вара çапла çырни тĕл пулать: «В 1838 тоду чуваш показал мне большую ореховую чашку, в которой дед его подносил Путачеву серебряные монеты». Çыравçăн очеркне вуласан вăл Путачев тата ун тавра пуханнă çынсене кăмăллани уççăнах курăнать.

1852 çулта С. Михайлован «О музыке чуваш» очеркĕ пичетленсе тухать. Çав очеркпа йĕкĕреш тепĕр сценка («Ятлаçу») пур. Асаннă икĕ хайлавăн тĕп шухашĕ – чăваш юрри-кĕвви асамлахĕпе илемне кăтартса парасси. Ку шухăш унти персонажсен санарĕнче пăларать. Олёк, çамрак хĕр, шăпăр каланине итлеме кÿрше каçнă. Амашĕ хĕре кахал тесе ăна килте ĕçлеменшĕн: «Шта шапар пор, онталла анчах шохăш шойтанăн», – тесе вăрçать. Хайлавра писатель чăвашсем мĕн авалтан музыкăна хыта кăмăлланине ун чухнехи пурнăçпа пĕлсе çырса парать.

С. Михайлов пултарулахĕн малтанхи тапхарĕнче романтика юхамĕпе реализм туртăмĕ синкретикăллă çыхăнура тăнă. Енчен те унăн очеркĕсенче автор ячĕпе калаçакан çын ытларах ĕмĕт-туйамне палăртма кăмăллать пулсан, сценкасемпе инсценировкăсенчи персонажсен самахĕсем кĕскерех те çивĕчрех, вĕсем йала прозине çывăхрах тараççĕ. Ку проза катехизис тексчĕсенченех тымарланса çирĕпленет.

Чăваш очеркçи калав жанрĕнче те ăнăçлă ĕçленĕ. Ахалтен мар ăна чăваш калавĕн жанрне пуçарса яраканĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Писателĕн чи малтан çырнă калавĕсен шутне Вятка çыннисш çинчен çырнă шÿтлĕ хайлавĕсене кĕртмелле. Вĕсен шучĕ çирĕмрен те иртет. Çав калавсене вăл Вятка таврашĕнче пураннă хуньăшĕ каласа панисене тĕпе хурса çырнă. Шел, хальлĕхе çав текстсенчен тăваттăшĕ çеç паллă.

1854 çулта автор «Летенды про вятчан» ятла кĕнеке ал çырăвне «Москвитянин» журнала ярса панă. Анчах ун малашнехи шăпи паллă мар. Тăватă калавĕ çыравçă Дневникĕнче упранса юлнă. Вĕсен сюжечĕсем халăх хушшинче та саралнă. Анчах С. Михайлов çав калавсене халăхран çырса илнĕ тесе калама çук.

Кулăшла калавсенчи персонажсем «вечени» ятпа çÿреççĕ. «Вечени» сăмах вырăсла «вятчане» (вятка кĕпĕрнинче пурăнакансем) тенипе тÿр килет. Çавăнпа та вĕсем халăх хушшинчи литература урлă кĕнĕ теме хăюлланах пулать. Ку халапсем халăх хушшине кĕнеке урлă сарăлнă тесе калама фактсем çителĕклех.

С. Михайлов «Чее кушак», «Хусанта Державин палакĕ умĕнче», «Хваттер хуçипе калаçни», «Ăнман ывăл» калавĕсш илемлĕх тĕлĕшĕнчен самай паха хайлавсем пулса тухнă.

Литературăра С. Михайлов-Янтуш реализм меслетне мала хунă. Чăваш литературине çав çулпа яма пулашнă. Тĕпчевçĕ хайĕн юлашки çулĕсенче халăхăмăрăн пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех çырма пуçланă, публицистикăра экономикăпа социаллă пурнăç ыйтăвĕсене çивĕччĕн хускатнă. С. Михайлов-Янтуш çыравçă çеç мар, ăста куçаруçă та пулнă. Хайĕн чăвашла тексчĕсене вăл кашнине тенĕ пекех вырăсла куçарнă, куçарнă чух чи малтан чĕлхе уйрăмлăхĕсене шута илме, поэзи санарĕсене упраса хăварма тăрăшнă.

Чăваш сăмах ăсти хăйĕн пултарулăхне поэзире те тĕрĕслесе пăхнă: тăватă картлă (стопаллă) ямбпа çырса вырăс силлабо-тоникине алла илнĕ. Çав вăхăтра чăваш поэзийĕ мухтав сăввисен кулепинчен писсе халăх сăввине ăша хывнă, каярах вăл сăвă тытамĕ чăваш поэзи классикин тĕп форми пулса танă. Унăн икĕ сăвви паллă. Пĕрне хайĕн «Верноподанническая любовь к государю показанная крестянинам» ятлă статьине кĕртнĕ. Иккĕмĕш сăвви чылай якарах та сăнарлăрах. Ăна хĕр йĕрри тесе ăнлантарнă. Сăвăç пурăннă тăрăхра çав жанр аталанманнине тата сăвă тытамĕ халăх юррисенчен уйрăмрах пулнине шута илсен çак текста оригиналлă хайлав тесех шутламалла. Ку савари лирика геройĕ вара ачалăх кунĕсемпе те ашшĕ-амăш çĕршывĕпе те уйрăлать, çапах та сăвăри уйрăлу темине, уйрăлнă чухнехи шухăш-туйăма тăван халăх сăмахлахĕнчен илнĕ.

С. Михайлов-Янтуш чăваш литературине илемлĕ калав, инсценировка, сценка жанрĕсене кĕртнĕ. Илемлĕ очерксен поэтикине аталантарнă, ăста куçаруçă, драма жанрĕсен системине кĕрекен йала калавĕсене те малтанласа кĕртнĕ чăвашран тухнă сăмах ăсти пулса тăрать. Хăйĕн пултарулăхри ăсталăхне туптаса вăл чăваш илемлĕ литературин кулепине хывса хăварнă, хăйĕн хыççăн килекенсем валли çул такăрлатнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Уса курнă литертаура:

Революцичченхи чăваш литератури (XX ĕмĕрччен). 1мĕш том. Текстсем. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1984. – 464 с.
Революцичченхи чăваш литератури (XX ĕмĕрччен). – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1989. – 302 с.
Родионов, В.Т. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем : вĕренÿ пособийĕ. В .Т. Родионов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006. – 463 с.
Федорова, Е. В. Истоки и формирования жанров чувашской литературы XVIII-XIX вв. / Е.В. Федорова – Чебоксары : Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2006. – 144 с.
Антонова, З.С. Чăваш самахлахĕн вĕрентÿ меслечĕсем : чăваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли // 3 . Антонова, В Станьял. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006. – 399 с.
Спиридон Михайлов-Янтуш: «Миллион чăвашла çармăсран эп Раççейри пĕрремĕш çыравçă…» //Хыпар кĕнеки. – 1996. – Раштав, 14. – 20 № .
Спиридон Михайлов-Янтуш тата чăваш самăхлăхĕ // Хыпар. – 2001. – Раштав, 25.
Чăваш самахлахĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки. 1 пай / Н.Т. Ивановапа В.П. Никитин пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1993. – 311 с.
Федорова, Е. В. Истоки и формирования жанров чувашской литературы X V III-X IX вв. / Е. В. Федорова. – Чебоксары : Чувашский государственный институт туманитарных наук, 2006. – 144 с.
Ерагин, Е.Е. Юнкăпоç тата Спиридон Янтуш / Е Е Ерагин. – Шупашкар : Çĕнĕ вăхăт, 2006. — 144 с.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.