Юпа уйахĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Юпа уйахĕ

Чăваш кун тăрăмĕ çулталăка икĕ пая пайланă, çавăнпа «Хĕл уйăхĕ — улт уйăх, çу уйăхĕ — çич уйăх»,— тесе каланă. Елĕк- авал кĕрпе хĕле хăйне пер çулталăк, çурла çуллана тепĕр çулталăк тесе уявланă. Кĕрхи Çĕнĕ çул кĕркунне кунпа çĕр танлашнă вăхăта килнĕ. Çуркунне пуш уйăхĕнче çуралнă Çĕнĕ çул кĕр çитсен ватăлать тесе шутланă, çавăнпа кĕрхи юпара ваттисене «чăн çĕре ăсатса янă», тепĕр çулччен çĕн çĕрте вырнаçма ырă суннă. Çав ятпа ятарласа «юпа чунĕсем» тунă.

Ытти çăлкуçсем çирĕплетмен материалсем

Ватта сума сăвасси чăвашра яланах пысăк хисеп шутланнă. Юпа уйăхĕнче çут тĕнчерен леш тĕнчене кайнă тăвансемпе ăру пуçĕсене хăнана чĕнсе тав тунă. Иртнĕ çулталăкра вилнĕ çынсем юпа уйăхĕ çитиччен ку тĕнчере чĕррисем хушшинчех пурăннă тенĕ. Çавăнпа малтан масар тĕмески умне тĕрĕллĕ сĕлкĕ çыхса хăварнă. Юпа уйăхĕнче вил тăпри çине йывăç е чул юпа—çыруллă, ÿкерчĕклĕ палăк лартнă. Çавăнпа «юпа уйăхĕ» тенĕ.

Сăнавсем

Юпа уйăхĕ пуш уйăхне хывнă, макăрать, кулать, çумăрпа ислетет, хĕвелне типĕтет. Юпара сăлпăран алхасать, телейли туй тăвать. Юпа пылчăклă: урапа пуçтарнине те, çуна тупанне те юратмасть.

Юпа уйăхĕнче аслати пулсан хĕл ăшă, кĕске, юрсăр килет.

Малтанхи юр курăнсан хĕрех кунран хĕл ларать. Чие йывăçĕ çулçă тăкиччен ÿкнĕ юр темиçе хут çусан та ирĕлсе каять. Малтанхи юр типĕ пулсан çитес çу кунĕсем ырă пулĕç.

Юпа Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Тăрна ăсатакан Урине кунĕ. Тăрна картине «кайри-мала» тесе кăшкăраççĕ. Тăрнасем васкасах вĕçсе кансан пукрав кунне сивĕтсе лартать.
3. Çил хăш енчен вĕрнине асăрхаççĕ; çурçĕртен — сивве, кăнтăртан — ăшша, анăçран — йĕпе-сапана, тухăçран — уяр çанталăка.
7. Çак кун ирех, хунар çутипех авăн çапма тытăннă.
14. Пукрав кунĕ мĕнле — хĕле те çавăн пек. Ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтереççĕ, юлашки улма-çырлана пухаççĕ. Тăрнасем пукравччен кайса пĕтсен хĕл ир килет, сивĕ пулать. Пукрава юр хупламасан сурхуриччен хуплаймасть.
17. Çак кунран пуçласа хĕл ачи кĕрĕк тăхăнать.
20. Ваттисене асăнни. Масарсене тирнейлеççĕ.
22—27. Ваттисен ĕрет кунĕсем (кĕрхи сĕрен). Кил-çурт таврашне тирнейлеççĕ.
28—30. Кĕрхи кăвайт.
Пахчари ĕçсем пĕтнĕ хыççăн — Пахча уявĕ (чÿке).

Кĕрхи Кăвайт

Кĕрхи юпа (çурта, кăвайт) кунĕнче вил тăприсем çинчи кивĕ юпасем вырăнне çĕннисене лартаççĕ, масарсене тирпей-илем кÿреççĕ, юпа çумне апат-çимĕç хураççĕ, сăра сапаççĕ. Вилнисене асăнма тăван-хурăнташĕсене пуçтарнă. Малтан пÿртре ĕçсе-çисе юрланă, унтан вилнĕ çынсене ăсатма урама тухнă. Урамра каска çине çуртасем лартнă, çумне кăвайт хунă. Сĕрме купăсçă-шăпăрçă кĕвĕ каланă, пĕрисем çунакан кăвайт тавра ташланă, çав вăхăтра ыттисем юрă юрланă. Çапла кăвайт сÿнсе ларичченех юрланă-ташланă:

Кĕркунне-пĕр акнă, ай, уçăма
Çуркунпе-пĕр пулмасăр курас çук.
Уйăрăлса кайнă тăванăма
Хамăр вилмесĕр те курас çук.

Тупăлхаран вăрман шултра пулмасть,
Унăн хушшисенче çул пулмасть,
Ĕçĕр-çийĕр, тăван, выльăр-кулăр,
Вилсен çĕр айĕнчен çул пулмасть.

* * *

Эпир ташлатпăр, юрлатпăр,
Ĕçетпĕр, ай-хай, çиетпĕр.
Эсир çапла ĕçсе çийĕр,
Выляса-кулса пурăнăр.
Сире эпир асăнатпăр,
Эсир пире ан асăнăр.
Шурăм пуç килет, ай, çуталса,
Пур кайăк-кĕшĕк, ай, хускалса.
Пур кайăксен сассисем.
Юррисем те, ан, илтĕнеç.
Сирĕн сассем, ай, илтĕнмеç —
Эсир кунта, ай-хай, çук.

* * *

Йăлтăр кăна, ай, вут çути,
Çутисем курăнать, ай, ăшши çук.
Ах, аттеçĕм, аннеçĕм,
Ятăрсем пур та — хăвăр çук.
Ваттисенчен юлнă çут тĕнче,
Пирĕнтенех юлĕ çак тĕнче,
Пĕрне-пĕри, тăван, хыт ан калăр,
Ÿкĕнĕçĕ юлĕ çĕр çинче.

Çак юрăсенех ватăлса ыр вилĕмпе вилнĕ çыннăн 40 кун пумилккине тунă чухне юрланă.

Асăну Кĕлли

Пил ту, умăнта пултăр. Çакăнпа .ĕçсе-çисе кай. Эпир пĕр турам пани сана пĕр çăк пултăр. Масар пуçлăхне те, ертсе çÿре- кеннине те умĕнче пултăр. Пил ту, ĕçсе çи те кай!

* * *

Çуртна-йĕрне пилле, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, кил-йышрине пурне те пилле, хурăнташ-ăрăвна пилле. Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнÿсене-хурăнташусене ан хăрат. Ачуна-пăчуна пехиллесе хăвар. Çут тĕнчене ырă куçпа курса кай. Таса ятна манмăпăр.

Пахча Чÿкĕ

Кĕр мăнтарăн хаваслă уявĕсенчен пĕри — пахча чÿкĕ. Ăна юпа уйăхĕнче, сĕткенĕ тулса çитнĕ тĕрлĕ çимĕçе пухнă вăхăтра ирттереççĕ. Пахча чÿкĕ — ача-пăчапа ирттерекен йăла (аслисем «купăста тÿни», «кантăр хутни» тата ытти ниме чухне пухăнаççĕ). «Пахча чÿкĕнче шурă пустав пулмалла, ун çинче пĕтĕм таса çимĕç курăнса выртмалла»,— тесе ăнлантарать Сархун апăс (Е. А. Майков).— Çав çимĕçсене ÿстерме кам вăй хунă, çавсем пурте пухăнмалла. Вĕсем кашни çимĕç çинчен каласа пама пĕлмелле, вăл мĕнрен сипленине, ăна мĕнле упрамаллине ăнлантарма пултармалла». Улма-çырла, кишĕр, çарăк, кăшман, суханпа ыхра, мăйăрпа хăмла, матрÿшкепе хĕрен, пысăк купăста умĕнче ватă пахчаçă ачасене, çут çанталăка, Хĕвелпе Шыва, Çĕрпе Сывлăша тав туса кĕлĕ калать.

Пахчаçă Самахĕ

Ырă та пулăхлă çут çанталăк, тарават та ĕçчен алăллă этем! Çĕр мĕн пани пирĕн умра, пирĕн кăмăл сирĕн умра. Вăхăчĕпе пултартăн, тĕрлĕ çимĕçе чун патăн. Ÿсен-тăран типмерĕ, хурт-кăпшанкă тивмерĕ, чир-чĕр ярса илмерĕ. Çум курăкне кун паман, тăрăшмасăр кун юлман. Пурте пулчĕ, пурте пур, кам ĕçленĕ—çав маттур! Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ, пĕр тунаран пĕр хуран тухрĕ çимĕç пахчара. Çитес çула вăрлăх пар, кăçалхинчен юлар мар. Сывлăш панă кăпăшпа, хĕвел янă ăшăпа, тăпра ланă тупрапа, нÿрĕк суран ÿрĕкпе пулчĕ кăмăл çăварни — кĕрхи хавас çăварни! Çырлах, аслă çут çанталăк, çырлах, маттур ĕçчен халăх!

Кĕлĕ-салам каланă хыççăн пахчаçă кĕр мăнтăрĕн уявне килнисене кучченеç салатса парать, ташă-юрă пуçлама ыйтать.

Вăхăта тата çанталăка кура кĕр мăнтăрĕн уявне пахчара, пÿртре, картишĕнче, çавăн пекех вулавăшра, керменте е шкулта йĕркелеççĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.