Покров Кун Вĕрентсе Каламалли


Діаконъ Владиміръ Михайловъ


Юпа 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем, пайан таса ђиркÿ авал Турă Амăшĕ пирĕнпе пĕр тĕнпе пурăнакан грек халăхĕшĕн тунă хăвата асăнса хисеплет.

Çав хăват çинђен таса ђиркÿ акă çапла каласа пĕлтерет. Пĕрре елĕк-авал пит вăйлă ђаплă пулнă грек ха­лăхин патша пурăнакан Константинопољ хулине сарацынсем (суйа тĕнлĕ, кĕлеткесене пуççапса пурăнакан халăх) пырса хупăрласа илнĕ. Греція патшалăхĕ çав вăхăта пат­шалăх хушшинђи тăшмансем пăлханнипе, тата йут тăш­мансем те тапăннине шалт аптăранă, пĕтес патнех çитнĕ. Греціянăн тăшмансене хирĕç тăма вăйĕ çителĕклĕ пулман, йут халăх çине шанма та шанђăк пулман. Тавăрари патшалăхсем, Греція патшалăхĕ вăйсăрланнине кура, хĕпĕртесе çеç тăнă; вăл пĕтсен харпăр-хăй пĕрер татăк татса илесшĕн пулнă. Çавăнпа грексем сарацынсем килсе хупăрласа илсен питĕ хăраса ÿкнĕ. Çавăн тĕрлĕ йывăр вăхăтра вĕсене пулăшакан никам та пулман, пĕр Турă çине шанасси анђах йулнă. Ђăнах та Турă çине шанса Унтан пулăшу ыйтнă та Турă вĕсене пăрахман.

Вĕсем темиçе хут ђиркĕве пуçтарăна-пуçтарăна Тур­ра кĕл-туса Унтан пулăшу ыйтнă. Турă вĕсен кĕллине илтнĕ те, Турă Амăшĕ урлă вĕсем тăшмансене çĕнтерес- çине систернĕ.

Пĕрре вĕсем Влахернскій тийекен ђиркÿре Турра кĕл­туса тăнă. Çавăнта халăх хушшинђе Андрей Юродивый (Турра йурăхлă пуласшăн ухмах пек пулса пурăнакан çын­на Юродивый теççĕ) те хăйĕн вĕренекенĕ Епифанійпе пул­нă. Андрей Юродивый ђиркÿре тăнă ђух çÿлелле пăхнă та акă мĕн курнă: Турă Амăшĕ халăх тĕлĕнђе çÿлте сыв­лăш çинђе апостолсемпе пророксем хушшинђе пĕтĕм ха­лăхшăн (етем йăхĕшĕн) Турра кĕл-туса тăнă, тата хăй­ĕнђен пулăшу ыйтакансене омофорĕпе витсе-хупласа тăнă. Çавна курсан Андрей Юродивый хăйпе пĕрле тăракан вĕ­ренекенне Епифанійе каланă: тăванăм, есĕ Турă Амăшĕ пирĕншĕн, çылăхлă çынсемшĕн, Турра тархасланине кура­тăн-и? тенĕ. Епифаній каланă: атте, куратăп та, тĕлĕне­тĕп, тенĕ. Çав палла курсан халăх вĕсене Турă пулăшнине сиснĕ. Турă çине шанса тăшмана хирĕç тухнă та, тăшмансене хăваласа йанă.

Тăванăмсем, епир малта каланинђен куртăмăр, йепле çав тĕрлĕ йывăр вăхăтра Грексене вăрттăн курайман çын­сем анђах мар, йуратса пĕрле пурăннă халăх та пăрахнă. Пĕтĕм шанђăк Турă анђах йулнă. Турă Амăшĕ пулăшни­пе анђах пĕтесрен çăлăнса йулнă.

Тăванăмсем, çавăн пек мар-и пирĕн пурăнăç та? Çавăн пекех, тăванăмсем. Кăна епир хамăрах аван асăрха­ма пултаратпăр; хăшĕ-хăшĕ пирĕнтен ун пек инкеке хăй­ĕн çинђе те курса тÿснĕ пулĕ. Çын пуйан, тĕреклĕ пу­рăннă ђух ăна пурте хисеплеççĕ, унтан хăраса тăраççĕ, кайалла кайа пуçласан, пĕте пуçласан, ăна тăшманĕсем анђах мар, ĕлĕк пĕрле пурăннă, пĕр сĕтел хушшинђе лар­са ĕçсе-çинĕ çынсем те пулăшма пăрахаççĕ, пулăшу ыйтсан-тусан мĕн те пулин каласа йуптараççĕ; нумайĕшĕ есĕ пĕтнине кура савăнаççĕ. Тата хăшĕ сăмахпа хĕрхеннĕ пек пулаççĕ, анђах нимĕнпе те пулăшмаççĕ, куç хыçĕнђе те­мĕн те пĕр калаçаççĕ, çавăн пек туни, тăванăмсем, аван мар.

Акă ĕнтĕ, тăванăмсем, инкек-синкек килсен, пире пур­те пăрахаççĕ, тата хăшĕ епир пĕтнине кура хĕпĕртеççĕ те. Çапла етем çине йалан шанса тăма çук. Шухăшласан ваттисем каланă: „укçа пулсан анђах тус нумай“, тенĕ сăмах та вырăна килет.

Малалла епир ыйтар: кам та пулса йалан, пĕр пекех пулăшса тăракан пур-и пирĕн? — Пур, тăванăмсем. Пире Турă нихăçан та пăрахмаст̌; Вăл Хăйĕнђен пулăшу ыйта­кансене йалан пулăшса, мĕн ыйтнине йе Турă Амăшĕ, йе святой çынсем урлă парса тăрат̌.

Хăш ђух Турă етем çине йывăрлăх йури те йарат̌, анђах ун пек ђухне Вăл Хăйне астутарасшăн, йе çынна лайăхрах сăнаса тата ђаплăрах тăвасшăн йарат̌. Çавăн пек асап Турă Іов çине йанă. Іов вăл асапа Турра ÿпкелеме­сĕр тÿснĕ те, Вăл ăна ĕлĕкхинђен тата пуйанрах,—ђаплăрах тунă, ађа-пăђа та нумай панă.

Çапла ĕнтĕ, тăванăмсем, тĕрĕсĕн шухăшласан, пире пĕр пек йалан пулăшса тăракан пĕр Турă анђах.

Турă Хăйĕн пулăшăвне йе ырăлăхне пире пуринђен ытла Хăйĕн йуратнă Амăшĕ урлă парат̌. Турă Амăшĕ пулăшнипе пулнă хăватсем çинђен есир хăвăр та нумай илтнĕ пулĕ, вĕсем пирĕн Россія патшалăхĕнђе те пит ну­май пулнă, пурне те шутласа та кăларас çук. Мĕншĕн-ши вăл Турă тăвас хăвата пуринђен ытла Хăйĕн Амăшĕ урлă тăват̌? Акă мĕншĕн, тăванăмсем. Турă Амăшĕ Турă умĕн­ђе пур святойсенђен те аслă, пуринђен те çывăх. Турă Хăйĕн Амăшĕ кĕл-туса илтнине хапăл илет. Вăл Амăшне йуратнипе ун урлă пире те мĕн илтнине парат̌. Çавăнпа Турă Амăшĕнђен пулнă хăват та пит нумай. Тата хăш ђух пире Турă епир мĕн илтнинех памаст̌. Кунта Турă айăплă мар, епир хамăрах айăплă. Епир хăш ђух Турра кĕл-тунă ђух пĕтĕм ђунтан-вартан йуратса, Турă епир мĕн ыйтнине парассине ĕненсе кĕл-тумастпăр. Турă пурне те çавна курат̌ те епир мĕн ыйтнине памаст̌.

Çапла тăванăмсем, епир те, Грексем пек, Турра пĕтĕм ђунтан- вартан тархаслар, тата Турă Амăшне хамăршăн Турă умĕнђе кĕл-тума йăлăнар. Турă пирĕн кĕлле илт­месен Хăйĕн йуратнă Амăшин кĕллине илтсе пире ун урлă ырăлăхне парĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.