Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

«Ей Патша Турă, Санăн хĕресÿне пуççапатпăр».

Йуратнă тăванăмсем! Çак епир пайăн хисеплесе асăнакан хĕрес камăн хĕресĕ-ши? Камăн хĕресне епир темĕн тĕрлĕ хаклă йапала çине пăхса тăнă пек, хуйхăрса пăхса тăратпăр-ши? Камăн хĕресĕ-ши вăл? Ăна патшасемпе архіерейсем те, пуйансемпе ђухăнсем те, ватăсемпе çамрăксем те пуççапма тăрăшаççĕ; куç-çулĕ тăкса ун умне ђăр-куçланса ларса кĕл-тăваççĕ. Камăн хĕресне асăнса пайанхи кун пур çĕрте те праçник тăваççĕ-ши? Ăна мухтав йуррисем йурлаççĕ-ши?

Вăл хĕрес-пире Çăлаканăн хĕресĕ. Христос Туррăмăр пире йуратса, пирĕн çылăхсемшĕн, темĕн тĕрлĕ усал çын пек ун çумне пăталаннă.

Вăл хĕрес—Турă Путеккийĕн хĕресĕ. Вăл пире çăласшăн çав хĕрес çумĕнђе Хăйĕн йунне тăкнă, пире те ĕмĕрхи вилĕмрен хăтарнă.

Вăл хĕрес—пирĕн Іисус Христос Туррăмăр хĕресĕ. Вăл çав хĕрес çинђе пирĕншĕн çакăнса тăрса іудейсенђен мăшкăланине, кулнине, сурнине, хĕненине, хурланине, кулнине ђăтнă.

Вăл хĕрес – Туррăн йывăçĕ. Ăна Турă Хăйĕн йÿнĕпе йĕпетсе пирĕн валли ђĕрĕлĕх йухтарса кăларат̌.

Çав ырăлăхсене пурне те астусан, йепле пирĕн çак хĕресе тĕрлĕ йурăсем йурласа хисеплес мар? Ăна мухтаса йурлас мар? Кам çав хĕресе пуççапмĕ? Кам куç-çулĕ тăкса: ей Христос, Есĕ çак хĕрес çинђе маншăн асаплантăн, маншăн тĕрлĕ мăшкăла ђăтрăн, тесе пырса ÿксе пуççапмĕ?

Анђах çак хĕресе пуççапни пире усă кÿтĕр тесен, пирĕн ун патне ђунтан-вартан хăраса, тунă çылăхсемшĕн ÿкĕнсе пырас пулат̌. Хамăр умра выртакан хĕрес çинђен шухăшăмăра Христос Хăйне Хăй парнене кÿнĕ вырăна куçарас пулат̌. Вăл вырăнта етем ăсĕ пĕлми Туррăн ырăлăхĕ курăннă. Вăл вырăнта Туррăн Путекки парнене кÿрĕннĕ. Туррăн Ывăлне хĕрес çумĕнђе çакăнса тăрса асапланнине курсан, пĕтĕм тĕнђе хăраса кайнă: çĕр ђĕтĕренĕ, хĕвел хăй çуттине çухатнă, уйăх тĕттĕмленнĕ, ђулсем çурăлнă. Пĕр Христоса асаплантаракан іудейсем анђах Ăна Турă тесе ĕненесшĕн пулман; вĕсем анђах Христоса айăплă çын вырăнне хунă. Шухăшласан, Христос пурăнăçĕнђен ырă, таса пурăнăç камăн пулнă-ши? Унăн ĕçĕсенђен хăватлă ĕçсем кам тунă-ши? Унтан ытла çынна кам йуратнă-ши? Кам іудей çыннисене ырă суннă-ши? Христос; ђунĕ тухса кайас ђухне те, вĕсемшĕн Турра кĕл-тăват̌: ей Аттем! тет. Каçар вĕсене, тет. Вĕсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ, тет. Анђах іудейсем ăна-кăна пĕлмеççĕ: Христоса сурса, хĕнесе намăслантарса пĕтернĕ.

Вара вĕсен ђунĕ унпа та тăранаймăн та Ăна хĕрес çумне пăталаса хунă. Çавăнпа пĕтĕмпе хамăр шухăшăмăрта тытса хĕресе пуççапса ђуп-тăвар.

Тăванăмсем! Çак Христоса пăталанă ĕçпе іудейсене пит айăплама тăрăшатпăр. Ун ђухне хамăр пурăннă пулсан, Христоса нийепле те пăталас çук тесе шухăшлатпăр. Анђах авантарах шухăшласа пăхар-ха! Авантарах хамăр ђĕрере мĕн пуррине астăвăр-ха! Епир те іудейсенђен нумайах аван мар-и тен? Епир те Христоса асаплантарас тĕлĕшпе іудейсенђен уйăрăлман-и тен?

Епир іудейсене Христос—сăмаха тÿррипе каланăшăн, пуйаннине те, ђаплине те каласа намăслантарнăшăн йуратман тетпĕр. Хамăр хушшăмăрта çавăн пекех-çке! Епир тÿрĕ калакан çынна йуратмастпăр. Акă кам аван. Пĕринпе курăнăçат̌, апла, калаçат̌; тепĕрине курат̌, çав сăмахах урăхла калат̌. Кашни çын умĕнђе ун майлă калаçма хăтланат̌. Унтан пăрăнсан урăхла тытăнат̌. Çавăн пек çынсем пирĕн çынсем. Тÿрĕ çынна, ђăнлăхшăн тăрăшакан çынна курайманни, Христоса йуратманни пулат̌.

Тата епир іудейсене Христос йунне тăкнăшăн айăплатпăр, Христоса çапса хĕнесе пĕтернĕшĕн хурлатăр. Епир нихăçан та çынна хĕнесе ватмастпăр-и? Çук. ђас— ђасах çынна хĕнесе суранлантарса пĕтереççĕ. Çынна мар, çумĕнђи арăмне те, вăл кăвакарса кайиђђен хĕнекенсем нумай.

Çавсем пур те епир іудейсенђен пит аванах маррине кăтартаççĕ.

Епир хамăра Христос çыннисем тетпĕр. Хамăр Вăл хушнă пек пурăнмастпăр. Пирĕн ăшра Турăран хăрас шухăш çук, Турра йуратас кăмăл çук. Акă хăçантанпа ђиркÿ пушă тăрат̌. Пур те Турра хăварса урăх ĕç тăваççĕ, Турăшăн ернере пĕр кун та пулин хĕрхенеççĕ.

Іудейсем Христоса пĕлмен пирки асаплантарнă. Çавăнпа та Христос вĕсемшĕн Турра: каçар вĕсене тесе кĕл-тунă. Епир Христос Вăл Турă пулнине пĕлсе тăратпăр, хамăр çапах урăхла пурăнатпăр. Пире çавăншăн Христос мĕн тăвĕ? Мĕн туса епир Ун умĕнђе тÿрре тухăпăр?

Хамăр ђунсен суранне тÿрлетес тесен ху ăшăнта Туррăн хĕресне йаланах астуса тăр. Вăл çынна ырă çул çине тăма пулăшат̌, усалтан упраса тăрат̌. Çавăнпа та çав таса хĕресе пайăн ђиркÿ варрине илсе тухнă. Çак хĕрес çине пăхса, Христос асапланнине астуса, хамăра тÿрлетме тăрăшар. Тунă çылăхсене астуса, Турăран каçару ыйтса, çак таса хĕресе пуççапар. Ђіркÿ йуррине йурласа: ей Патша, Санăн хĕресне пуççапатпăр, Есĕ хăватлă ђĕрĕлсе тăнине мухтаса йурлатпăр, – тесе таса хĕрес патне пырар. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.