Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Николай Кузьминъ


Авăн 8-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайăн вуланă евангеліе пире, Христос тĕнне тытакан çынсене, пуринђен ытларах мĕн кирлине, пуринђен ытла пирĕн мĕншĕн тăрăшмаллине кăтартат̌.

Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне, йалтан йала, хуларан хулана çÿресе халăха вĕрентнĕ. Вăл Хăйĕн ашшĕ-амăшне хăварса, Хăйĕн килне пăрахса çынсемшĕн тăрăшса çÿренĕ. Пĕрре çулпа пынă ђух, Іисус пĕр йăла кĕнĕ; унта Ăна пĕр Марѳа йăтлă хĕр-арăм хăй килне илсе кĕнĕ; унăн Марія йатлă йăмăкĕ пулнă; вăл Іисус ури патне ларса Унăн сăмахне итленĕ. (Лук. гл. 10, ст. 38—39). Пирĕн хамăр хушшăмăрта кампа камăн сăмах килĕшет, çавă çавăн патне çÿрет: ерех ĕçекен çын ерех ĕçме йуратакан çын патне çÿрет, вăрă—вăрă патне пырат̌, ырă çын ырă çын патне кĕрет. Марѳапа Марія таса, ырă, Турă сăмахне итлеме, Вăл мĕн хушнине туса пурăнма йуратнă. Çавăнпа Іисус Христос вĕсем патне кĕнĕ. Ăçта пынă, унта халăха вĕрентекенскер, пĕр çĕрте те халăха вĕрентессе ђарăнса тăманскер, Іисус Христос Марѳапа Марія çуртне кĕрсенех Хăйĕн вĕренекенĕсене вĕренте пуçланă. Марія Христос вĕренте пуçласанах, Унăн ури умне пырса ларнă та, Христос мĕн каланисене итлеме тытăннă. Хĕвел тухăçĕ йенђе пÿртсем те пирĕнни пек мар, пÿрт ăшĕ те кунти пек мар; вĕсен унта cакă тавăраш, пукан (тенкел) тавăраш çук, вĕсем сармалли сарса урайне лараççĕ. Çавăнпа та евангеліере Марія Христос ури умне ларнă, тенĕ.

Маріянăн аппăшĕ Марѳа Іисус Христос ун патне Хăйĕн вĕренекенĕсемпе кĕрсенех, вĕсене лайăхрах пăхас тесе тăрăшнă; Вăл Христос патне пынă та каланă: Вĕрентекен, йăмăкăм мана пĕђђенçийĕмех ĕçлеме хăварни нимĕн пек те туйăнмаст̌-и-мĕн Сана? кала-ха ăна, вăл пулăштăр мана, тенĕ (ст. 40). Килнĕ хăнасене лайăхрах пăхас тесе тăрăшаканскер, вĕсене кирлине, ĕçме-çиме ђислăрах хатĕрлес тийекенскер, пĕђђен пурне те тума йывăррине курса, Марѳа йăмăкĕ Іисус ури умĕнђе пĕр ĕçсĕр ларнине курса хăйĕн кăмăлне улăштарнă. Вăл Іисус Христоса лайăхрах пăхса йарас тĕлĕшрен хăйне Марія пулăшманнине курса, Христос патне пынă та, йăвашшăн: Вĕрентекен, йăмăкăм мана ĕçлеме пĕђђенçийĕмех хăварни нимĕн пек те туйăнмаст̌-и-мĕн Сана? тенĕ.

Вара Іисус Христос унăн ăшĕнђи шухăшне ăнласа илсе ăна каланă: Марѳа, Марѳа! есĕ нумайшăн ђăрманса, хыпаланса çÿретĕн; кирли пĕрре анђах. Марія лайăх пайа суйласа илђĕ, вăл ĕнтĕ илĕнес çук, тенĕ. (ст. 41—42). Апла калани вăл акă мĕн тени пулат̌: ей Марѳа, Марѳа! есĕ нумайшăн тăрăшатăн: пире авантарах ĕçтерсе çитерес тесе те, Турă сăмахне итлес тесе те, ăшаланатăн. Пире ђислă ĕçме çиме кирлĕ мар, тăранмалăх мĕн те пулин пулсан та йурат̌. Ђăн вăл, çынна лайăхрах пăхас тесе тăрăшни аван. Анђах тутлă ĕçме-çиме ÿте анђах савăнтарăр ÿте вăхăтлăха анђах усă кÿрет. Вара каллах иртсе кайат̌ Марія Турă сăмахне итлет; Турă сăмахне итлесе вăл хăйĕн ђунне ырăлантарат̌, ăна çÿлти патшалăха кĕме хатĕрлет. Турă сăмахĕ çыннăн ђунне ĕмĕрлĕх çимĕç парат̌, вăл çимĕçе унтан никам та туртса илес çук, Есĕ çитерес тенĕ çимĕç вăл иртсе кайăкăн йапала. Çавăнпа Марія санран лайăх пайа суйласа илђĕ, тени пулат̌.

Унтан пайан вуланă евангеліерех акă мĕн çинђен каланă.

Пĕрре Іисус Христос Галилеяра халăха вĕрентнĕ. Унăн тÿрĕ, пĕтĕм ђунтан вĕрентсе каланă сăмахсем Ун патне пит нумай çын пухнă. Пур те Ăна итлесшĕн пулнă. Усал çынсем Унăн сăмахĕсене хăраса, ђĕтĕресе итлесе тăнă, ырă çынсем Унăн сăмахĕсене итлесе савăнса ђунĕсене пусарнă. Пур çын та Унăн сăмахĕсенђен, Вăл пит ăнланмалла, ђăн каласа вĕрентнинђен тĕлĕнсе тăнă. Вара пĕр хĕр-арăм Іисус Христос сăмахĕсенђен тĕлĕннине ăшне вырăнаçтараймасăр каланă, Сана çĕклесе çÿренĕ вар, Сана ĕмĕртсе ÿстернĕ кăкăр телейлĕ! тенĕ. Урăхларах каласан, Сана çуратса пăхса ÿстернĕ хĕр-арăм телейлĕ, тени пулат̌. Іисус вара çав арăма хирĕç каланă: Турă сăмахне итлесе, ăна тытса тăракансем телейлĕ, тенĕ. Есĕ Турă Амăшне, Маріяна, Мана пăхса ÿстернĕшĕн телейлĕ тетĕн. Анђах Марія вăл телейе Хăйĕн тÿрĕ пурăнăçне кура курма тивĕçлĕ пулђĕ. Вăл мĕн пĕђĕккĕренпех Турă хушнă пек пурăнса ирттерђĕ, мĕн пĕ-ђĕккĕренпех Турă сăмахĕнђен тухмасăр, хăйĕн пĕтĕм пурăнăçне Турă аллине парса пурăнђĕ. Çавăнпа Турă ăна Іисус Христос Туррăмăрăн Амăшĕ пулма суйласа илђĕ; Турă Амăшĕ пулнипе вăл пур хĕр-арăмсенђен те мухтавлă пулђĕ. Турă Амăшĕ пек телейлĕ пулас тесен, Христос калат̌: санăн та Турă хушнине туса, тытса тăрас пулат̌. Вара есĕ те Турă Амăшĕ пек телейлĕ пулăн. Хăна ху телейсĕр тесе ан ÿпкеле, санăн та телейлĕ пулма май пур, тет Христос хурланакан хĕрарăма.

Тăванăмсем! Çак пайăн вуланă евангеліе пире нумай йапала çинђен вĕрентет. Анђах пуринђен ытла акă мĕн çинђен калат̌. Пирĕн çак пурăнăçра пуринђен малтан ђуна çăлас тесе тăрăшас пулат̌; пуринђен кирли—ђуна çăлма тăрăшни. Пурăнăç шухăшĕ иккĕмĕш вырăнта пулас пулат̌, уншăн ђуна çăлас тесе тăрăшнă пекех тăрăшас пулмаст̌.

Унтан тата Іисус Христос Туррăмăр Турă сăмахне итлесе, ăна тытса тăракансем анђах телейлĕ, тет. Вăл ђăнни хамăр пурăнăçра пулакан йапаласене астусан та паллă. Акă ĕçе илер. Есĕ темĕн ђухлĕ сăмахупа кала, ђĕлхÿне ват, анђах санăн ĕçÿ пулса тăрас çук. Ĕçĕ пултăр тесен ăна тăвас пулат̌. Вара тин ĕçрен усă куратпăр. Турă сăмахĕ те çавăн пекех. Темĕн ђухлĕ, темĕн пек Турă сăмахне итлесен те, çав сăмах хушнă пек пурăнмасан, усси çук, вăл ђуна усса тумаст̌. Çавăнпа Христос Турă сăмахне итлесе, ăна тытса тăракансем анђах телейлĕ, тет.

Пирĕн те, тăванăмсем, çав телейĕ илме тăрăшас пулат̌. Ăна илес тесен çак ђиркÿре Турă сăмахĕсем мĕн хушнине туса тăрас пулат̌. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.