Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьминъ


Авăн 8-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайăн вуланă евангеліе пире, Христос тĕнне тытакан çынсене, пуринђен ытларах мĕн кирлине, пуринђен ытла пирĕн мĕншĕн тăрăшмаллине кăтартат̌.

Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне, йалтан йала, хуларан хулана çÿресе халăха вĕрентнĕ. Вăл Хăйĕн ашшĕ-амăшне хăварса, Хăйĕн килне пăрахса çынсемшĕн тăрăшса çÿренĕ. Пĕрре çулпа пынă ђух, Іисус пĕр йăла кĕнĕ; унта Ăна пĕр Марѳа йăтлă хĕр-арăм хăй килне илсе кĕнĕ; унăн Марія йатлă йăмăкĕ пулнă; вăл Іисус ури патне ларса Унăн сăмахне итленĕ. (Лук. гл. 10, ст. 38—39). Малаллине вулас