Мария çÿл тÿпене илĕнни

Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕнни


Священникъ Николай Кузьминъ


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Камăнне пиртен, йуратнă тăванăмсем, куç умĕнђенех пĕртен пĕр ывăлне тытса кайни пур? Камăнне пиртен куç пек пăхса ÿстернĕ ывăлне куç умĕнђе хĕнесе, мăшкăласа пĕтерни пур? Камăнне пиртен темĕн пек йуратакан ывăлне хĕрес çумне амăшĕ куç умĕнђех пăталани пур? Кам пиртен хăй ывăлĕ хĕрес çинђе пĕтĕм пĕвĕпе пăтасем çинђе анђах çакăнса тăрса, асапланса вилнине курни пур? Çук, тăванăмсем, çав тĕрлĕ хуйха, çав тĕрлĕ калама çук инкеке пиртен никам та курман. Тĕнђе пуçланса çак тарана çитиђђен ђĕрене хĕç пек касса тухакан çав тĕрлĕ пысăк хуйха пĕр Турă Амăшĕ анђах курнă.

Сăмахпа каласа пĕлме çук çав, тăванăмсем! Акă Ывăлĕ хĕрес çинђе çакăнса тăрат̌. Акă алли—уринђен пăта çапнă. Пÿ йывăрри çапнă пăтасем тĕпĕнђен аллисене туртăнтарат̌. Пăта вырăнĕсенђен пăђăртаса, хĕрес çинђен, пĕр айăпсăр йун йухат̌. Пăта вырăнĕсем ђăтма хал çук ыратнă пирки пĕтĕм ÿђĕ турткаланат̌. Амăшĕ хăйĕн Ывăлĕ çапла асапланнине пăхса тăрат̌. Хуйхăпа ђĕри тулса çитнĕ. Пĕтĕм ăш-ђикĕ типсе ларнă. Вăл нимĕн тума аптăранипе ĕсĕкле-ĕсĕкле макăрат̌. Таса куç çулĕ çĕре пăтăр, пăтăр тумлат̌. Ывăлĕ çине пăхат̌ те Ывăлĕ йепле асапланнине курат̌. Каллах куçĕнђен куççулĕ шăпăртатат̌, таса çĕре шăварат̌.

Ывăлĕ хĕрес çинђе асапланса Амăшĕ йепле хуйхăрнине курат̌. Амăшин ђĕри йепле çунса тухнине сисет. Вара Амăшĕ çине пăхса калат̌: ей аннем, пĕђђен йултăм тесе ан хуйхăр! Ывăлăм пĕтрĕ тесе хыпса ан çун, тет. Куçĕпе çавăнта тăракан Іоанн Богослов çине кăтартат̌: акă санăн ывăлу, тет. Вăл сана ватăлмалăх кунăнта, Ман вырăна пăхса усрĕ, тет. Вара Іоанн Богослова куçĕпе Амăшĕ йенне кăтартса, акă санăн аннÿ, тет. Есĕ Ăна аннÿне йуратнă пек, аннÿне пăхса пурăннă пек пăхса пурăн, тет. Хăй пуçне уcат̌ те сывлăшне кăларса йарат̌. Амăшĕ пысăк хуйхипе нимĕне пĕлмесĕр Ывăлин урисене ђуп-тăват̌. Анђах ăшă ÿт сивĕне пуçлат̌. Амăшĕ ăна сисмест, вилмерĕ, ђĕрĕ тесе тутинђен уйăрмаст̌. Вара Іоанн Богослов хуйхăпа ăнсăр пулнă Турă Амăшне хăй килне çавăтса кайат̌.

Хуйхă та, ђĕрене суран хăвăрат̌. Çав суран йаланах ыратса тăрат̌.

Николай Кузьминъ

Тăванăмсем! Калаççĕ: йывăçа пуртăпа лартсан, каснă çĕртен куç-çулне кăларат̌ те, кайран шăр илсе ларат̌, теççĕ. Хуйхă та çавăн пекех: пурăна киле манăçа кайат̌, теççĕ. Çук, тăванăмсем, апла мар пулĕ! Каснă вырăн йывăçра та паллă йулат̌. Кайран çав вырăнтан шыв кайса йывăç çĕрет, Вăхăт çитмесĕр ватăлат̌. Хуйхă та, ђĕрене суран хăвăрат̌. Çав суран йаланах ыратса тăрат̌.

Турă Амăшĕ хуйхи те йалан ђĕрине ыраттарса тăнă. Вăл тăлăха йулнипе хуйхăрса пурăннă. Ывăлĕ ĕлĕк ђĕрĕ ђух ăçта-ăçта çитнĕ вырăнсене çÿренĕ. Хăй хуйха йулнăскер хуйхăллă çынсене пулăшнă. Хăй тăлăха йулнăскер тăлăхсене пăхнă. Çукпа ÿснĕскер çук çынсем патне çÿренĕ. Вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшнă. Анђах хăй çĕр çинђе çÿренĕ, шухăшĕ пĕлĕт çинђе пулнă. Хăй çĕр çинђе тăлăх пурăннă, шухăшĕпе йаланах Ывăлĕпе пĕрле пулнă. Ку тĕнђерен куçса хăй Ывăлĕпе хăçан пĕрлешмелле пулĕ-ши? тесе кĕтсе анђах пурăннă. Ывăлĕ пĕлĕт çине çĕкленнĕ Елеон тăвĕ çине ђас-ђасах çÿренĕ. Ывăлĕ çĕкленнĕ вырăна пĕлĕт çине пăхса тăнă. Çавăнта вăл Турра кĕл-тунă ђухне ăна ангел курăннă. Вăл ăна вилес вăхăт çывăхарнине каласа пĕлтернĕ. Çав хыпара илтсен, Турă Амăшĕ савăнса, пĕтĕм ђунĕпе хĕпĕртесе леш тĕнђене куçмалли куна кĕте пуçланă.

Вăл ку тĕнђерен кайиђђен хăйĕн Ывăлийĕн вĕренекенĕсене курасшăн пулнă. Вĕсем ун ђух Іерусалимре пулман. Тĕрлĕ çĕре саланнă. Тĕрлĕ çĕрте Христос çинђен вĕрентсе çÿренĕ. Вĕсене пурне те çÿлти хăват, курăнми хăват, Іерусалиме Турă Амăшĕ патне пухнă. Турă Амăшĕ вĕсене курсан савăннă. Вĕсене вăл йулашки хут вĕрентсе хăварнă. Йулашки хут пилленĕ. Хăй вырăн çине выртнă. Апостолсем ун йĕри тавăра тăнă. Хăшĕ хăраса ђĕтĕресе Унăн ÿтне пăхса тăнă. Петр апостол Турă ÿђĕ çине пăхса куç-çулĕпе макăрнă. Ун патне пĕлĕт çинђен хăйĕн Ывăлĕ ангелсемпе аннă.

Унăн ђунне Хăй алли çине илсе пĕлĕт çине илсе хăпарнă. Вара Турă Амăшин ÿђĕ анђах вырăн çине выртса йулнă.

Апостолсем хуйхăрса, макăра, макăра унăн ÿтне тирпейлесе пытарнă.

Турă Амăшне пытарнă çĕрте пĕр Ѳома апостол анђах пулман. Вăл виçĕ кунтан тин Іерусалиме çитнĕ. Турă Амăшĕ вилнĕ тенĕ хыпара илтсен пит тĕлĕнсе кайнă. Ăна йулашки хут курса йулайманшăн хуйхăрнă. Вара: ÿтне те пулин кайса пăхам, тесе Турă Амăшне пытарнă çĕре кайнă. Анђах пытарнă вырăна пырса пăхнă та, Турă Амăшĕ ÿђĕ унта пулман. Вĕсем ăна тăшмансем илсе кайнă пулĕ тесе пит хăраса ÿкнĕ. Вара çÿлелле пăхнă та Турă Амăшĕ пĕлĕт çинђе, çÿлте тăнине курнă. Вăл вĕсене: манран уйăрăлнăшăн ан хуйхăрăр, епĕ йаланах сирĕнпе пĕрле пулăп, сирĕншĕн хам Ывăлăм умĕнђе, сирĕн Туррăр умĕнђе хута кĕрсе тăрăп, тенĕ.

Турă Амăшĕ пĕлĕт çинђе, çÿлте тăнине курнă. Вăл вĕсене: манран уйăрăлнăшăн ан хуйхăрăр, епĕ йаланах сирĕнпе пĕрле пулăп, сирĕншĕн хам Ывăлăм умĕнђе, сирĕн Туррăр умĕнђе хута кĕрсе тăрăп, тенĕ.

НИКОЛАЙ КУЗЬМИНЪ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Турă Амăшĕ вилнине асăнатпăр, епир те, апостолсем пек, çÿлелле пăхар! Турă Амăшĕ патне тăрăшса пуçтарăнар, çылăхран ÿкĕнсе ÿксе пуççапса ђунтан-вартан тархаслар. Ей пире пăхса усракан Турă Амăшĕ, пулăшсам пире, пирĕн çийе хĕрхенсе пăх, тăрăшса пирĕн хута кĕр, темĕн ђухлĕ çылăха кĕнипе пĕтетпĕр. Ђурусене ху патăнтан ахаљ тавăрса ан йар, тесе кĕл-тăвар. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.