Малтанхи Спас Кунĕ


Малтанхи Спас Кунĕ Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Йуратнă тăвансем! Кăшт тăрсанах, епир пайанхи кун таса хĕресе илсе, туратсемпе урамсем тăрăх шыв хĕррине кайăпăр. Шыв хĕрринђе епир кĕл-туса хĕреспе шыва тасатăпăр. Хĕресре пит пысăк Турă хăвађĕ, тăвансем. Ĕлĕк хĕрес усал çынсене мăшкăлласа вĕлермелли йапала кăна пулнă. Анђах виçĕ кунтан вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă Турă Ывăлĕ Іисус Христос ун çинђе асапланса ăна Хăй асапĕпе тасатнă. Халĕ ĕнтĕ хĕрес пирĕншĕн пит хисеплĕ, пит хаклă йапала. Епир хĕрес паллипе хамăртан мĕн пур усалсене, шуйттана хăваласа йаратпăр. Шуйттан-шăн хĕрес, хĕрес палли, хăрушă йапаласем; шуйттан вĕсене тÿсеймест: вĕсенђен çын вутран хăранă пек, шуйттан хăраса тăрат̌. Туррăн таса хĕресĕ пире курăнми тăшмансенђен кăна мар, курăнакан тăшмансенђен те хăтарат̌. Ĕлĕк Христос çуралсан 1164-мĕш çулта вырăс князĕ Андрей Боголюбский болгарсемпе вăрçнă. Андрей Боголюбский, Турра кĕл-тума йуратаканскер, хăйпе пĕрле йаланах хĕреспе Іисус Христос сăнне илсе çÿренĕ. Вăрçă пуçланас ђух вăл йалан вĕсен умĕнђе ђунтан кĕл-тунă. Вăл çав вăрçăра тăшмансене, вĕсем нумайăн пулсан та, хĕрес хăвађĕпе çĕнтернĕ. Хĕресрен, тата Іисус Христос сăнĕнђен çутă тухса тăнă. Çав çулах тата грексен таса пурăнăçлă патши Мануил та хĕрес хăвађĕпех сарацын халăхне çĕнтернĕ. Ун ђухне те хĕресрен çутă тухса тăнă. Çак тĕлĕнмелле ĕçсенђен вырăс князĕ Андрей Боголюбский те, грек патши Мануил та, пит тĕлĕннĕ. Вĕсем çав тĕлĕнмелле ĕçсене пайанхи кун кĕлĕре асăнмалла тунă.

Таса хĕрес тата пире çак Тĕнђере пурăнма кирлĕ йапаласене те тасатат̌. Ђиркÿ йурринђе: хĕрес шыва та, сывлăша та тасатат̌, тесе йурлаççĕ. Таса ђиркÿ пирĕн ђуншăн кăна мар, тата пирĕн ÿтшĕн те тăрăшат̌. Вăл пирĕн кил-çурта та, тумтирсене те, епир сывлакан сывлăша та, епир ĕçекен шыва та, тата ыттисене те кĕл-туса хĕрес хăвађĕпе тасатат̌. Пире сывлăш пит кирлĕ йапала. Унсăрăн епир пĕр пиллĕк минут та пурăнаймастăр. Анђах пире таса сывлăш кирлĕ, ђас ђасах сывлăш пит пăђа пулат̌, сывламалла та мар; унта пирĕн ÿтшĕн тĕрлĕ сийен кÿрекен йапаласем вĕçсе çÿреççĕ. Ђиркÿ, сывлăша тасатас тесе, ăна пирĕн сывлăхшăн усăлă пултăр тесе, хĕрес илсе тухат̌. Таса хĕрес хăвађĕ ăна тасатат̌. Сывлăшра тăракан шуйттан хăватне те сирсе йарат̌. Шыв та пире каллех пит кирлĕ йапала. Шывсăр епир те, пирĕн выљăх-ђĕрлĕхсем те, пурăнаймаççĕ; ÿсен-тăран курăк та, вăрман та, пулмаст̌. Таса шыв пурăнăçшăн пит кирлĕ. Анђах шыв та хăш ђухне таса пулмаст̌; унта та сывлăха сийен кÿрекен йапаласем нумай пулаççĕ. Çавăнпа ђиркÿ ăна хĕрес хăвађĕпе тасатат̌. Моисей пророк йÿçĕ шыва, Турă хушнă тăрăх, йывăç татăкĕ йарса ăна тутлă тунă. Ђиркÿ те епир ĕçекен шыва Турра хĕрес хăвађĕпе тасаттăр, тесе кĕл-тăват̌: вăл шыва ĕçекен, унпа хăйне сирпĕтекен хăй ђунне те, ÿтне те усă кÿтĕр, тесе тархаслат̌.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Пайанхи кун хĕрес илсе турăшсемпе шыв хĕрне кайас йăлана епир грексенђен илнĕ. Константинополре çак кунтан пуçласа Турă Амăшĕ леш тĕнђене куçнă кунђенех Христос хĕресин пайне илсе урамсем тăрăх çÿренĕ. Грексем çапла хулана тĕрлĕ усал йĕрекен ђирсенђен хăтарас тесе тунă.

Йуратнă тăвансем! Епир те Турра тархасласа кĕл-тăвар. Вăл Хăй хĕресĕ хăвађĕпе сывлăша та, шыва та тасаттăр; вĕсене тĕрлĕ сикекен ђирсенђен, шуйттан хăватĕн-ђен тасатса пирĕн ђунтан та, ÿтшĕн те усăлă тутăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.