Çинçе уявĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Çинçе уявĕ

Ака туйсем шавласа иртсен те ача-пăчана яш-кĕрĕм уявĕ пĕтмен. Кун тăршшĕ 17 сехете çитсен çинçе çитсе тăнă. Çинçене кĕрсен вун икĕ кун хушши çĕре тивме, тăпра хускатма, кĕпе-йĕм çума, курăк татма, кун çутипе вучах чĕртме чарнă. Çинçере кам та пулин çĕр ĕçлесен е хĕрлĕ-тĕрлĕ тумтир тăхăнсан, тырра пăр çапать, анана çум пусать тенĕ. Çавăнпа çинçере чăвашсем питĕ сыхă тăнă. Çинçене ана пĕтĕленнине (çĕр йывăрланнине) хисеплесе палăртнă. Çĕр кăкăрне çав вăхăтра амантма юраман. Çынсен шурă, таса тумпа çÿремелле пулнă.

Мăчавăр Căмахĕ

Çурхи ака та иртрĕ, çинçе те çитрĕ,
Çанталăк тÿлек те ейпет.
Çине юлнă Çĕр аннене,
Тăван ял-йыш, пурте хисеплер,
Ун уявне тирпейлĕн ирттерер.

Çире-пуçра шурă пултăр,
ÿт-тирĕмĕр таса пултăр,
Уя-хире ешĕл тултăр.
Çĕр чавар мар, çапар мар,
Курас чĕрĕр мар, йывăç хуçăр мар.
Çинçене кĕтĕмĕр.

Тултăрччĕ Аслă Çĕр аннемĕр,
Çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр.
Çурхи ака та иртрĕ, çинçе çитрĕ.
Çине юлнă Çĕр аннене
Суран ан тăвăр,
Шăв-шав туса ан хускатăр.

Тăлла-кĕççе ан çапăр,
Хура-мара ан тăкăр.
Çĕр аннемĕр тăнăçланнă,
Сыхлăр унăн канăçне.
Çире-пуçра шурă пултăр,
Ÿтĕр-тирĕр таса пултар,
Уя-хире ешĕл тултăр.
Çинçене кĕтĕмĕр.
Тултăрччĕ Аслă Çĕр аннемĕр,
Çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр.

Çинçе кунĕсенче халăх пысăк ĕçе кÿлĕнмен. Çавăнпа кăнтăрла тĕрĕ-эрешпе ларма, пир-авăр касса çĕлеме, ача-пăчана вылятма, вĕрентме, инçе çĕрсене кăтартса çÿреме юранă. Çамрăксем каçхине вăййа тухнă.

Ача-Пăчан Çинçери Вăййи

Пулмасла Такмаксем

Шăтман хăва тĕпĕнчен
Çуралман куян тухса тарнă,
Урасăр Кавĕрле хăваласа кайнă,
Суккăр Пăлаки пăшалпа персе тытнă,
Хурăнсар çакнă,
Çимесĕр тăраннă.

* * *

Кĕркурисем умĕнче
Кĕр-кĕр купăс калаççĕ,
Кĕркурипе арăмĕ
Ура хуçса ташлаççĕ.
Çĕнĕ пÿрт ăшкапĕнче
Хăнкла кĕпе çăвать тет.
Ун юлташĕ таракан
Ыран салтак каять тет.
Уликкансен тĕлĕнче
Урам кĕрлесе кайрĕ,
Вăрăм туна шăнана
Качча вăрласа кайрĕ.


Таракан мунча хутать,
Шăна вĕри шыв йăтать.
Аçа çаптăр хăнкăлине —
Хĕрсе ташша çаптарать.

Чăххи вутă çуркалать,
Автан тырă сăвăрать,
Парка курăк ăшĕнче
Шăрчăк ташша çаптарать.

Тăрналла

Ушкăнпа выляççĕ. Вылякансем: хуралçă, тăрна ами, тăрна чĕпписем.

Тăрпапа чĕпписем пăрçа çине вĕçсе килеççĕ те çиме, таптама тытăнаççĕ. Хуралçи пĕрне хăваласа тытать те хăй патне илсе кайса хупать, вара çывăрса каять. Тытса хупнă тăрна чĕппи патне ыттисем пыраççĕ, юрлаççĕ:

—Тăрна аппа, тăрна аппа!
Аннÿ килнĕ, мантăн-и?

— Манассине манман та,
Пăрçа çинче тытрĕçĕ,
Хурăн вутти хутрĕçĕ.
Хăрах çуната вĕтрĕçĕ,
Тирĕк айне хупрĕçĕ.

Унтан ирĕкри тăрнасем пăрçа çине вĕçсе каяççĕ. Вĕсенчен пĕрне хуралçă тытать. Кусем каллех çак юрра юрлаççĕ. Юлашки тăрна киличченех çапла выляççĕ.

Хурчкалла

Ушкăнпа выляççĕ. Вылякансем мăшăрăн-мăшăрăн, умлă-хыçлă тăраççĕ. Хăйсем юрă юрлаççĕ:

Тăп-тăр çу Тайрухха,
Тăп-тăр çу Тайрухха.
Тайруххапа Майрухха
Иккĕн пĕрле юнашар.
Чи-чу Павлушка
Тем чул хурал тăрсан та
Пире çавах тытас çук!
Чупрăмăр, тартăмăр!

Вĕсен умĕнче пĕри хуралçă пулать. Хыçалти машăр хуралçă умĕн чупса иртсе пĕрлешмелле, хуралçин пулакансене хăшне те пулин тытмалла. Кам хăрах юлать, вăл хуралçă пулать; иккĕшĕ вылякансем умне килсе тараççĕ.

Тутăр Пухмалла

Вылякансем пĕр çавра пулса тăраççĕ. Пĕри уйрăм. Ыттисем юрлаççĕ:

Эп утатăп хурланса,
Хам юлташа шыраса.
Утсан-утсан чупатăп,
Тутăр пăрахса хăваратăп.
Икĕ кайăк вĕçеççĕ,
Вĕçсен-вĕçсен лараççĕ.
Ларсан-ларсан тăраççĕ,
Тута парса уйрăлаççĕ.

Уйăрса кăларнă ача юрăра каланă пек тăвать: малтан ачасен хыçĕпе утса çаврăнать, унтан чупма тытăнать, пĕрин хыçне тутăр пăрахса хăварать. Кам хыçне пăрахнă, çав ача тутăра илет те иккĕшĕ кайăк вĕçнĕ пек туса пыраççĕ, лараççĕ, тăраççĕ. Вара тутăр пăрахаканĕ ыттисем хушшине кĕрсе тарать, тутăр» илекенĕ хăй тутăр пăрахма каять.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтеÿ хыççăн

7 çул...

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… Пирĕнпе пулăшнăшăн тавах сире…

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шÿт Такмакĕсемпе Шăпа Сăввисем

Пĕрре —пĕрел,
Иккĕ — икел,
Виççĕ — виçел,
Тăваттă — тăваткал,
Пиллĕк — пилеш.
Улттă — улма.
Çиччĕ — çилме.
Саккăр — салма,
Тăххăр —тăрна,
Вуннă — ятне туннă!
Шутламалла вуннăн!

* *

Шит-шит, шитя-путя ярутя!
Яруттясем пĕр тĕмĕ,
Саппан арки çĕр кĕмĕл.
Кĕмĕл çĕрĕ пуклак,
Тавай мана саклат!

* * *

Киккириккук сар автан,
Автан ури шатраран.
Чипер инке сак çинче,
Пĕчĕк инке пичкере,
Хура инке хуранта,
Аслă инке арманта.
Ача-пăча вăрманта
Хура çырла пуçтарать.
Хура çырла пыл пекех.
Пухнă ăна ленкеспе.
Тавай мана саклат пар!

* * *

Шĕшкĕлĕх, шĕшкĕлĕх,
Шĕшкĕлĕхре мăйăр пур.
Мăйăр катан —тĕш тухмасть.
Уйран уçлан — çу пулмасть.
Тавай пире япала!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.