Илія Пророка Асăнса Тăвакан Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли


Діаконъ Іаковъ Стекловъ


Утă 20-мĕшĕ

Святой Илія Пророка Асăнса Праçник Тунă Кун Вĕрентсе Каламалли Сăмах.“ (20 Іюля).

Ей йуратнă тăванăмсем, пайан, утă уйăхин 20-ш кунĕнђе, Туррăн аслă пророкне, святой Иліяна, хисеплесе праçник тăватпăр. Çакă Илія пророк Израил патшалăхĕнђе авал Христос çуралиђђен 900 çул малтан пурăннă, вăл Израил çĕрĕнђи Ѳесва йатлă хулара çуралнă. Илія пророк пурăннă вăхăтра Израил патши Ахав пулнă. Ахав патша йĕркесĕр пурăнăçпа пурăннă. Хăйĕн арăмĕ Іезавел сăмахĕ тăрăх ђăн Турă вырăнне кĕлеткесене: Ваала, Астартăна пуççапса пурăнма тытăннă. Патша арăмĕ Іезавел суйа тĕнпе пурăнакан патша хĕре пулнă. Патшанăн йĕркесĕр пурăнăçне кура Израил халăхĕ те кĕлеткесене пуçапма тытăннă. Илія пророк пĕрре Ахав патша патне пырса каланă: есир çапла Турра манса йĕркесĕр пурăннăшăн Турă виçĕ çул çурă çĕр çине çумăр та, сывлăм та йамĕ, тенĕ. Çакна каласан Илія хăй Хорав шывĕ хĕррине кайнă. Туррăн пророкĕ калани çитнĕ: çĕр çине виçĕ çул çурă ни çумăр, ни сывлăм ÿкмен. Вара Израил çĕрĕнђе питĕ пысăк выçлăх пулнă; пĕтĕм халăх аптăраса çитнĕ. Илія пророк Ахав патша патне тепĕр хут пырса: „пĕтĕм халăха Кармил тăвĕ çине пух, унта Турра парне кÿрер“, тенĕ. Ахав çапла тунă. Пĕтĕм Израил халăхĕ Кармил тăвĕ çине пухăннă. Унтан вара Илія пророк халăх умне тăрса каланă: „хăçанђђен есир икĕ урăрпа та уксакласа çÿрĕр? Пĕрре Турра, тепĕрре кĕлеткесене пуççапатăр. Килĕр ĕнтĕ харпăр хăй Туррине парне кÿрер; камăн Турри пĕлĕтрен вут антарĕ, çавă ђăн Турă пулĕ“, тенĕ. Пурте пророк каланă пек тума хавас пулнă. Малтан Ваала кÿрекенсем парне вырăнĕ туса парне выљăхне пусса хунă. Вара вĕсем кунĕпе каçђен ђунтан кăшкăрса пĕлĕтрен вут антарма тархасланă. Анђах вут мар, ним сасă та пулман. Каçалла сулăнсан Илія пророк парне вырăнне туса ун çине парне выљăхĕ пусса хунă. Унтан вăл лăппăн кăмăлтан кĕл-тунă та, пĕлĕтрен çавăнтах вут анса парнене ђулĕ мĕнĕпе çунтарса йанă. Çакна курсан пур халăх: „ђăн Турă Илія Турри!“ тесе пĕр сасăпа кăшкăрнă. Вара Илія пророк Турра кĕл-тунă та çумăр пĕлĕђĕ хуралса килсе çуса пĕтĕм çĕре шÿтернĕ. Çумăр хыççăн пĕтĕм Израил çĕрĕнђе тырă-пулă, пур çимĕç ăнса пула пуçланă. Çакă Илія пророк хăватлă ĕçсем тата нумай тунă. Выçлăх çулсенђе пĕр тăлăх ырă арăм савăтĕнђи пăртакçă çăнăхĕпе çуне икĕ çул çурă иртеђђен пĕтми тунă. Çакă тăлăх арăмĕннех вилнĕ ывăлне, Турра кĕл-туса, вилĕмрен ђĕртнĕ.

Илія пророк хăйĕн таса Турра йурăхлă пурăнăçĕпе, халăх умĕнђе вут çутти пек çутăлса тăнă. Турра ђунтан ĕненсе, Унăн законĕ тăрăх пурăнтарасшăн Турă умĕнђе те, халăх хушшинђе те вут хĕрÿленсе çуннă пек çунса тăнă. Илія тумланассине хаклă йышши тумтир тăхăнса çÿремен; пилĕкне ђĕн пиççихи, йе кантăра çыхса çÿренĕ. Туррăн пророкĕ хăйĕн хăватлă сăмахĕпе патшасене, пĕтĕм халăха ђĕтĕретнĕ. Вăл ÿпкелесе йатласа вĕрентнĕ сăмахсенђен патшасем, пуçлăхсем, пур халăхсем ђĕтĕресе тăнă. Меншĕн çакă ђаплă тумтирлĕ мар çынтан пур ђаплă çынсем ђĕтĕресе тăнă? Акă мĕншĕн: унăн таса пурăнăçĕ, Турра йуратса ђунтан тĕрĕс ĕненни пĕтĕм халăха вут çутти пек çутă курăнса тăнă. Халĕ те çаплах пулса пырат̌: Турра ђунтан йуратса тĕрĕс ĕненекене, Унăн законĕ тăрăх пурăнакана, çынна йаланах хĕрхенекене пур те хисеплеççĕ, ăна итлеççĕ; ун пек çын умĕнђе кирлĕ мар сăмахсем калаçма та хăраççĕ, кÿрентерессе çилентересси çинђен никам шухăшне те килмест; пĕр хисеплесе анђах калаçаççĕ ун çинђен. Илія пророк леш тĕнђене куçассине те ытти ахаљ Çынсем пек куçман: леш тĕнђене куçас вăхăт çитсен пĕлĕт çинђен вутлă урапапа вутлă лашасем курăнса Иліяна лартса пĕлĕт çине илсе кайнă. Çапла пулнă вара унăн леш тĕнђене куçни.

Тăванăмсем, халĕ епир, çакă Илія пророк пек, Турра хытă, тĕрĕс ĕненетпĕр-ши? Унăн законĕ тăрăх пурăнатпăр-ши? Асăрхаса пăхар-ха епир хамăр çине. Ах, нумай-çке пирĕн хушшăмăрта Турра тĕрĕс ĕненме пĕлменни, Турă законĕ тăрăх пурăнма тăрăшманни. Хăшĕ-хăшĕ епир Турă законĕ çинђен пĕлесшĕн тăрăшмастпăр та: Турра тĕрĕс ĕненес вырăнне, Туррăн ђиркÿне çÿрес вырăнне, хăшĕ-хăшĕ халĕ те пĕр-пĕр намăссăр йумăç карђăк каланине итлесе киреметсене пуççапаççĕ. Тата хаљхи саманара çапла пысăк çăмăл ăслă çынсем те пур. Çакă çăмăл пăтранђăк ăслă çынсем Турă çук теме те хăрамаççĕ. Çапла вĕсем çамрăк, пурăнăç пурăнса курман, çынсене пăлхатаççĕ. Анђах ун пек çынсенђен пур те хăраççĕ; тем ђухлĕ нумай вĕреннĕ çын пулсан, вырăнти ђаплă çын, ђаплă тумланса çÿрет пулсан та, ăна ђăн тĕрĕс ăслă çынсем „вăл ухмаха йĕрне, унăн ăсĕ пĕтнĕ“, теççĕ. Еппин ун пек пăтранђăк ăслă çынсемпе йумăçсене ан итлер. Акă ĕнтĕ, тăванăмсем, вĕсем хыççăн кайсан, епир те Илія пророк вăхăтĕнђи Израил çĕрĕнђи йĕркесĕр çынсем пек пулатпăр-çке! Çавăн ђухнехи Израил халăхĕ çинђен илтсен, „йепле питĕ усал йĕркесĕр халăх пулнă-çке вĕсем“, тетпĕр. Израил çыннисем хăйсен йĕркесĕр пурăнăçĕшĕн пĕр çул мар, виçĕ çул çурă çумăр та, сывлăм та курман. Çавăн пирки пур халăх, выђăх-ђĕрĕлĕх, ÿсекен йывăç-курăк аптăраса çитнĕ. Çакăн пек хăрушă асап пĕтĕм çĕр çинђи йапалана аптăратса ÿкерет. Ун пек ђух пĕр ђунлă йапала анђах хуйхăрмаcт̌, пĕтĕм йывăç-курăк, ÿсекен çимĕçсем хуйхăрса лараççĕ.

Тăванăмсем, хаљхи саманара та çумăрсăр, сывлăмсăр çулсем ђас-ђасах пулаççĕ. Çавăнпа выçлăх çулсем питĕ аптăратаççĕ пире. Мĕншĕн выçлăх çулсем ђас-ђасах пулаççĕ-ши? Акă мĕншĕн. Ђăн Турра епир тĕрĕс ĕненсе Ун çине пĕтĕмпех шанма тăрăшмастпăр çав. Усал, йĕркесĕр, Турра маннă çынсен сăмахĕсемпе пăтранса иккĕленсе пурăнатпăр. Ĕнтĕ пирĕн çинђен те калама пулат̌: мĕншĕн капла икĕ урăрпа уксахласа çÿретĕр? Пĕрре Турра пуç-çапатăр; пĕрре ђиркĕве çÿретĕр, тепĕре намăссăр йумăç карђăксем патне кайатăр; пĕрре Турра ĕненетĕр, ђиркÿ хушнă пек пурăнма хăтланатăр, тепĕре йĕркерен тухнă çынсем сăмахне итлесе ђиркÿ хушнине çийелтен, çăмăллăн анђах тăватăр? Акă ĕнтĕ йепле ÿпкелеме пулат̌ пире те. Веç мĕншĕн пире йывăр хĕн-хурлăхсем ђас-ђасах килсе тивеççĕ. Ĕнтĕ малалла çапла иккĕленме пăрахар та пĕр ђăн Турра ĕненсе, Унăн законĕ тăрăх пурăнма тытăнар. Авал Израил çыннисене Илія пророк ÿкĕтлесе вĕрентнĕ, вĕсемшĕн вăл Турра кĕл-тунă; халĕ пире ђиркÿ ĕçĕсене туса тăракан священниксем ђиркÿре Турă çинђен, Ăна йепле ĕненсе тăмалли çинђен ÿкĕтлесе вĕрентеççĕ. Еппин Христос Туррăн ђиркĕвĕнђе вĕрентнĕ пек пурăнар. Вара Турă пире те, Израил çыннисене хăтарнă пек, пур асапран, выçлăхран çăлса тăрĕ. Турра, Илія пророк пек, ĕненер, Турă законĕ тăрăх пурăнасшăн çунса пурăнар.

Пайан асăнакан Илія пророк халĕ те пирĕншĕн Турра кĕл-тăват̌; хăйĕн кĕллипе Вăл пире çумăр пулмасăр выçлăх пуласран хăтарат̌; пур ĕçмелли-çимелли йапаласене перекет парса тухăçлă тăват̌. Çавăнпа таса ђиркÿ çапла аслăласа мухтат̌: „ей мухтавлă Илія, есĕ ÿтлĕ ангел, пророксен пуçлăхĕ, Христос умĕн килмелли иккĕмĕш пророк, есĕ ђир-ђĕрсене сирсе йама, йухан-сурансене тасатма Елисейе çÿлтен хăват антарса панă; çавăнпа вăл хăйне хисеплекенсене валли сиплĕх кăларса тăратăн“. Тата: „ей мухтавлă святой Илія пророк, пирĕншĕн Турра тархасла“, тет. Святой Илія пророк кĕл-тунипе пур хĕн-хуртан хăтăлса епир, Израил çыннисем пек, çапла кăшкăрса калар: „Христос Турăран пуçне ђăн Турă урăх çук“, тийĕр. Амин.

Sijen0, 1913, Николай Никольский, tp400, Яков Стеклов

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.