Николай Шелепи: Пÿлерти Валем хуçа çинчен

Николай Шелепи

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →



Пÿлерти Валем хуçа çинчен

Авал Пÿлертен пĕр çын
Иерусалим хулине
Каять турра кĕлтума
Святойсене пуççапма.
Иерусалиме çитсессĕн, –
Ирхине пит васкаса
Пĕтĕм çынран маларах
Каять чиркĕве кĕлтума.

Малаллине вулас

Çимĕкри Асăну

Александра Фукс

Александра Фукс — Хусанта хутлăхĕнчи çыравçă. Ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ… Тĕплĕнрех→


Н. Иванова & В. Никитин куçарăвĕ


Çимĕкри Асăну

«Сехетсем пек вăхăт иртсен пĕрин çумне тепри темĕн чухлĕ урапа тăрса тухрĕ. Масар çинче темччен шăплăхпа тăнăçлăх тăчĕ. Юлашкинчен вара халăх хушшинчен тăватă мучи уйрăлса тухрĕ те масар варрине кĕрсе кайрĕ. Унтан арĕ-арăмĕ çавсен тавра тăрса тухрĕ. Мучисем хуллен кĕлĕ калама пуçларĕç, чăн çĕре кайнисем валли Турăран канăçлăх тархасларĕç. Унтан мучисем чĕркуçленчĕç те — пĕтĕм халăх чĕркуçленсе тăчĕ.

Малаллине вулас