Аллăмĕш Кун Праçникĕ


Андрей Меценатов — Хусанти миссионер курсĕнче вĕреннĕ священник. … Тĕплĕнрех→


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пайанхи кун епир, йуратнă тăвансем, Іисус Христос апостолсем çине Святой Сывлăш антарса панине асăнса праçник тăватпăр. Çакă праçник акă йепле пуçланса кайнă.

Апостолсем Іисус Христосран, Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе хăпарнă вăхăтра, йулашкинђен пиллĕх илнĕ те, Елеон тăвĕ çинђен Іерусалиме тавăрăннă. Унта вĕсем хăйсем çине Христос Святой Сывлăш антарса парасса пур те пĕрле кĕтсе пурăннă. Святой Сывлăша илиђђен апостолсем ниçта та, тухман, йаланах пĕр çуртра Турра кĕл-туса вăхăт ирттернĕ. Çапла вĕсем тăхăр кун пурăнсан Троица çитнĕ. Іудей çыннисен çав кун питĕ аслă праçник пулнă. Вĕсем Троица кунĕ Турă Синай тăвĕ çинђе Моисейĕ закон панине асăнса праçник тунă. Çав пысăк праçнике хисеплесе Іерусалим хулине іудей халăхĕ тĕрлĕ йенђен пухăннă. Ирхине ирех апостолсем пурăннă çурт тĕлĕнђе питĕ хытă шавланă сасă илтĕннĕ, çав вăхăтра апостолсем çине Святой Сывлăш аннă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăлан^ та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма пуçланă.

Тăвансем, Іисус Христос çĕр çине килиђђен ђăн тĕне -еврей халăхĕ анђах тĕрĕс тытса пурăннă. Вăл халăх анђах ђăн Турра пĕлсе тăнă, ун хушшинђе анђах Туррăн таса йађĕ хисеплĕленсе тăнă. Христос çĕр çине килиђђен çапла пулнă..Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос çĕр çине пĕр еврей халăхне анђах мар, тĕрлĕрен халăха çăласшăн килнĕ. Çавăнпа та Христос Хăй пĕлĕт çине çĕкленес умĕн апостолсене çапла каланă: „кайса пур халăхсене те вĕрентĕр“, тенĕ (Мѳ. 28, 19). Апостолсем Святой Сывлăша хăйсем çине илсен, тĕрлĕ ђĕлхепе калаçма вĕреннĕ. Çавăнпа та вĕсем Туррăн таса çуттипе тĕрлĕ халăха вĕрентсе çутăлтарнă.

Пирĕн пата та, тăвансем, Христос вĕрентсе хăварнă сăмахсем çитнĕ. Епир те, Христос вĕрентсе хăварнă тăрăх, тĕне кĕрсе тасалсан, Святой Сывлăша илме тивĕçлĕ пулатпăр. Сирĕн хушшăрта акă çапла шухăшлакан çын пулĕ,—-„Енĕ тĕне кĕрсен, Святой Сывлăша хам çийе илнĕ, çавăнпа ĕнтĕ епĕ çÿлти патшалăха кĕме те тивĕçлĕ“, тийĕ. Тăвансем, хамăр Турă хушнă йăласене, Вăл панă законсене итлесе пурăнмасан епир пĕр тĕне кĕнипех çă-лăнаймăпăр. Ун çине анђах шанса пурăнсан, хамăр йĕркесĕр ĕçсем туса пурăнсан, пĕрре илнĕ Святой Сывлăша та хамăр ăшра сыхласа усраймăпăр.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Çапла ĕнтĕ, тăвансем! Святой Сывлăш апостолсем çинђе анђах мар, Христоса тĕрĕс ĕненсе тăракан çынсем çинђе те пулма пултарат̌. Епир те, тĕне кĕрсен, Святой Сывлăша хамăр çийе илнĕ, çав кунтан пуçласа епир те хамăр ăшăмăрта Святой Сывлăша усратпăр. Епир Турă хушнă пек, тĕрĕс пурăнсан, хамăр ăшри Сывлăша савăнтаратпăр; вара Святой Сывлăш та пирĕн пурăнăçа пур йенђен те ăнтарса пырĕ. Аскăнланса, тĕрлĕ усал ĕçсем туса, çылăха кĕрсе пурăнсан, Святой Сывлăш пиртен уйăрăлса кайат̌. Вара ĕмĕр асан курса ирттермелли вырăна илсе кайăкăн çул çине хамăра-хамăрах çавăрса пыратпăр. Ĕмĕрхи асапа кайас мар тесен, пирĕн йаланах Турра кĕл-тума тăрăшмалла, Христос вĕрентсе хăварнă законсене тĕрĕс тытса пурăнмалла. Ĕмĕрхи асапа кайас мар тесен, епир, тăвансем, Святой Сывлăша усал ĕçĕмĕр-семпе кÿрентерме хăраса пурăнар. Ырă ĕçĕмĕрсемпе Ăна йаланах хамăр ăшăмăрта ăшăтса пурăнар, пĕтĕм ђунтан çапла каласа кĕл-тăвар: „ей çÿлти Патша, Есĕ ђуна лăплантаратăн, Есĕ тÿрĕ Сывлăш, Есĕ пур çĕрте те пур, Есĕ пурне те пултаратăн, пур ырăлăх та Санран тухат̌, ђĕрĕлĕх те Есĕ паратăн: пирĕн ăша. кĕрсе вырăнаç; пур усалтан та тасат пире; ырă Турă, пирĕн ђунсене çăл“ тийĕр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.