Çимĕк Эрни
Мăн кун хыççăнхи çиччĕмĕш эрнене Чăваш Çимĕкĕ теççĕ. Çимĕк эрнинчи кĕçнерни кун Аслă çимĕк е Мăн çимĕк туса ирттернĕ, шăмат кун масарсем çинче «чăн çĕре кайса канăçлăх тупнă ваттисене» асăнса хăналанă. Çимĕк эрни тепĕр кĕçнерни кун тухнă, вăл куна Кĕçĕн çимĕк тенĕ.
Çимĕке симĕс йывăçсем лартса, кил-çурт таврашне ешĕл туратсемпе илемлетсе кĕтсе илнĕ.
Çимĕкчен ача-пăчан çичĕ тĕрлĕ кĕпçе-ĕшпĕл тупса çимелле пулнă, çичĕ хутчен шыва кĕрсе çăвăнма хушнă. Çимĕк умĕн ватти-вĕтти ятарласа улăх-çарана тухнă, вăрмана кайнă. Ватăрах çынсем çичĕ çырма пуçне, çичĕ вăрман кукрине кĕрсе çитмĕл те çичĕ тĕслĕ сиплĕ курăк татнă. Вара мунча хутса пултарнă та «çитмĕл те çичĕ тĕслĕ курăк шывĕпе çăвăнса, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ йывăç милĕкĕпе çапăнса» тасалнă, ÿтрен-тиртен, шăмăран-шакран тĕрлĕ чир-чĕре хăваласа кăларнă.
Мунча хыççăн вĕр çĕнĕ кĕпе тăхăнмалла пулнă, ахальтен мар халăхра: «Мăн кун кĕпи шурă пултăр, çимĕк кĕпи çĕнĕ пултăр»,— тенĕ.
Çимĕк çитес умĕн вилнĕ тăвансене хăналама сăра туса хатĕрленĕ. Ку сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран уйрăм тунă. Çимĕк умĕн кĕçнерни кун ирех икерчĕ пĕçернĕ, чи пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк умне хывнă. Сăра тунă чух та ăсла ĕлкĕрсен малтан вилнĕ çынсене хываççĕ («ваттисене хывас» тени «вилнĕ ватăсене, тăвансене çимелли хурса парас» тенине пĕлтернĕ).
Кашни килтех çуртасем çутса сĕтел лартнă. Пĕр-пĕр килрен уйрăлса тухнă çамрăк çемье малтан тĕп килти çынсене хăналанă.
Вăхăт кăнтăрлана сулăнсан пĕтĕм кил-йыш масар çине вулăра выртакан тăванĕсене асăнса сăйлама тухса каять.
Çамрăк-кĕрĕм кăнтăрла иртсен, пурте çимĕкрен таврăнсан, вăййа тухать, сăвă калать.
Аслă ялсенче уяв кашни каçах кĕрлет, кĕçĕн ялсенче вăл эрне кунпа вырсарни кунсенче пулса пырать. Çимĕке кĕçĕн çимĕк каç ăсатса яраççĕ. Арçынсем тăрантассем кÿлсе тухаççĕ, чĕрĕ туратсемпе илемлетеççĕ, вара шăпăр-купăс каласа ваттисене йыхăрса ял тавра çаврăнаççĕ, унтан масар çине леçеççĕ. Урапасем çине тирсе тухнă туратсене масар çырмине пăрахса хăвараççĕ.
Несĕлсене Асăнни
Вилнĕ ваттисене çулталăкра тăватă хутчен асăнаççĕ: икĕ хут ĕçкĕ-çикĕсĕр, икĕ хут ĕрет тухса (килрен киле çÿресе) чыслаççĕ.
Ĕлĕкхи вăхăтра асăнмалли кунсем чăваш кун тăрăмĕпе çыхăнса пынă, çирĕпленнĕ кунсенче, уйăх пĕтнĕ вăхăтра пулнă. Халĕ асăну йăлине шăмат кунсенче тăваççĕ.
Кĕрхи автан сăри — юпа уйăхĕн вĕçĕнче (пукравран виçĕ эрнерен) ирттернĕ, масар çинче пулнă, урамра кăвайт хунă, ĕрет тухнă.
Çăварнири асăну — пуш уйăхĕнче çăварни ыран тенĕ кун асăннă, ĕçкĕ-çикĕ ирттермен.
Ят çурта çутни — мăн кун эрнинче ирттернĕ, ĕрет тухнă.
Çимĕкре хывни — çĕртме уйăхĕнче масарсене тирпейленĕ, несĕл пуçĕсене халăхпа тата тăвансемпе пĕрле чысланă («хывнă»).
Пĕрлехи асăну кунĕсене пăхмасăрах, кăçал вилнĕ çынна виçĕ, çичĕ, тăхăр, çирĕм тата хĕрĕх кунĕсенче асăнаççĕ. Çур çулĕпе çулталăкне ятарласа палăртмасан та юранă.
Çимĕкри Асăну
«Сехетсем пек вăхăт иртсен пĕрин çумне тепри темĕн чухлĕ урапа тăрса тухрĕ. Масар çинче темччен шăплăхпа тăнăçлăх тăчĕ. Юлашкинчен вара халăх хушшинчен тăватă мучи уйрăлса тухрĕ те масар варрине кĕрсе кайрĕ. Унтан арĕ-арăмĕ çавсен тавра тăрса тухрĕ. Мучисем хуллен кĕлĕ калама пуçларĕç, чăн çĕре кайнисем валли Турăран канăçлăх тархасларĕç. Унтан мучисем чĕркуçленчĕç те — пĕтĕм халăх чĕркуçленсе тăчĕ.
Кĕлĕ пĕтсен кашни харпăр хăй лавĕ патне кайса ĕçме-çиме илсе килчĕ те хăйсен тăванĕсен тăприсем çине йăтса кайрĕ. Кашни-пĕри вил тăпри çине ура вĕçне пĕр виç аршăн тăршшĕ шалча çапса лартрĕ, шалча тăррине шурă тутăрсем, вăрăм сĕлкĕсем çака-çака ячĕ. Унтан вил тăпри çине кам мĕнле пултарнă таран темиçешер аршăн пир тăрăхĕ сара-сара тухрĕç, юрлăраххисем пĕрер татăк пир тăрахĕпех çырлахрĕç. Пир тăрăхĕ çине икшер пысăк йывăç чара лартрĕç те вара мĕн пур апат-çимĕçне пĕр чари çине кăлара-кăлара лартрĕç. Апат- çимĕçĕ темех мар: пуçламан çăкăр, тулă е урпа кулачисем, тăпăрчă икерчисем, чăкăт кăшăлĕсем, пăтă таврашĕ. Хăшĕ-пĕри кăна ваттисем валли чаплă кучченеç — шăрттан татăкĕсемпе сурăх ашĕ илсе килнĕ. Сăра пичкисемпе эрех савăчĕсене те вил тăпри патне йăтса килсе лартрĕç. Вара кашни вил тăпри патĕнче пурте пĕр вăхăтра ĕлĕкхи йăлапа асăнма пикенчĕç. Аслисенчен тытăнса çичĕ-сакăр çулхи ачасем таранах кашни çимĕçрен пĕрер татăк алă валли хуçа-хуçа илчĕç, пĕрер çăвар çыртса пăхрĕç те ваттисене çапла кала-кала асăнчĕç.
…Унтан вил тăпри пуç вĕçне кĕпесем, тăласем, çăпатасем, пуянраххисем тата кивĕрех сăхмансем те пыра-пыра хыврĕç. Хăйсем вара уйрăлса кайнă тăванĕсемпе чарăна пĕлмесĕр чĕрĕ çынсемпе калаçнă пекех калаçрĕç те калаçрĕç…»
(А. А. Фукс çырнинчен, 1840).
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Çимĕк Юррисемпе Кĕллисем
* * *
Шурăм пуç килет шуралса,
Шурă пир карса чарас çук.
Хĕвел тухăç килет хĕрелсе,
Хĕрлĕ хăмач карса чарас çук.
Телейрен иртекен çутă тĕнче,
Пирĕнтен те юлĕ çак тĕнче…
Асран кайми хаклă тăвансем —
Никĕс тĕппи аслă асатте,
Несĕл тĕппи аслă асанне!
Вĕсен мĕн пур ачи-пăчисем,
Ватăлнисем, яшла кайнисем!
Сирĕн ятсем пирĕнпе пĕрле,
Сирĕн ырă ĕçсем халăхпа пĕрле,
Çавăнпа асăнатпăр çулсерен,
Çавăнпа ыр сунатпăр кунсерен.
Ĕмĕртен иртекен çутă тĕнче,
Йăхран йăха ан ман, çут тĕнче!
Кайăк-кĕшĕк килет кĕрлесе,
Ватă çынсен сасси çавă вăл.
Шурăм пуçĕ тухать хĕрелсе,
Ватă çынсен сăнĕ çавă вăл.
* * *
Кайăк-кĕшĕк кĕр каять те çур килет,
Эсĕ пĕр кайсан килес çук.
Çулçă кĕр тăкăнать те çур чĕрĕлет,
Эсĕ пĕр тăкăнсан тăрас çук.
Тÿпери çăлтăр хăçан пирĕн ума
Манит пулса анни пур?
Пирĕн тăван çĕр айĕнчен тухма
Хăçан арча услам тупни пур?
Калпак çуса çакрăм карлăк çине,
Хĕвел анса кайрĕ, типес çук.
Пирĕн тăван кайрĕ масар çине,
Çыру çырсан тăрса вулас çук.
Ятсăр ялта шур пÿрт лартрăмăр,
Чÿречисем умне сат чĕртĕр.
Тăвансемпе килсен пĕрле ларăпăр,
Эпир килессине ан кĕтер.
Сат пахчине сар кайăксем пухăнчĕç,
Эп юратнă кайăк сасси çук.
Тăванăмсем пĕрле пухăнчĕç,
Хаклă тăван, санăн сассу çук.
Ăсату Сăмахĕсем
Эпир сире асăнатпăр,
тутлă ĕçме-çиме паратпăр,
мĕн пуррине пĕрле пайлаттар.
Аслă турăсене, ырăсене кĕл тăватпăр,
тархаслатпăр, витĕнетпĕр.
Кĕске ĕмерĕмĕрсене
сирĕн пекех чыслă ирттерме тупа тăватпăр.
Несĕл ятне çĕртекене кун ан парăр,
тăван ятне çĕклекене сăвап ярăр.
Ĕнтĕ эсир те тăнăç тăрăр, ан хирĕçĕр, ан ятлаçăр. Тавлашу тухсан ăспа сÿтсе
явăр.
Пире хĕн-асап ан ярăр,
сирĕн ырă ятсем паттăра кăларччăр,
сирĕн ашă кăмăлăрсем тăванлăха упраччăр.
Эпир сире йĕрке тăрăх асăнтăмăр.
Тепĕр тапхăр тутă çÿрĕр, тулăх пурăнăр.
Чунăрсем çăтмахра çÿреччĕр.
Ан ÿпкелĕр. Пехил парăр.