Кĕлĕсемпе сăвапсем


Н. Иванова & В. Никитин


Кĕлĕсемпе сăвапсем

Сартăш[1] тĕнĕнче виçĕ тĕрлĕ кĕлĕ пур: кашни çын хăй тĕллĕн каламаллисем (вĕсене сăвапсем[2] теççĕ), кил-йыш чÿкĕнче каламаллисем (кĕлĕсем) тата Мăн е Вăта чÿксенче каламаллисем (сăрмансем[3]).

Сăвапсене çынсем мăчавăрсенчен[4] вĕреннĕ. Урам е ял чÿкĕсене ирттернĕ чухне кĕлĕсене апăссемпе[5] мăчавăрсем (чÿкçĕсем) каланă. Вăта чÿксенче (хутлăхри ялсен чÿкĕнче) йĕркене эптер[6] тытса пынă, кĕлле вăлах пуçласа панă. Виçĕ çулта темиçе хутлăхна пĕрле йĕркелекен Ман чунсене элмен[7] (эптерсемпе мăчавăрсем уйăрнă ăста ăрăмçă) ертсе пынă. Тăхăр е вун икĕ çулта пулакан Аслă Кĕлĕсенче тĕн управçисем (мамалепе[8] ламсурăк[9]) аслă турăсене уйрăммăн асăнмалли сăрмансем (пысăк кĕлĕсем) каланă. Ытти кĕлĕсене ятарласа вĕреннĕ сăрманчăсем[10] пĕлнĕ.

Кун тăрăмпа (вăхăт йĕркипе) çыхăннă кĕлĕсене (çăварни, вирĕм, калăм, çимĕк, çинçе, юпа т. ыт.), ĕç чÿкĕсене (ака е ĕç çи пуçлани, çурт никĕсĕ хывни, выльăх кăларни, хурт вĕçтерни, пĕве тытни т. ыт.), йышри уявпа çыхăннисене (ача тупни, ят хуни, хĕр çураçни, туй лартни, ĕçкĕ пухни, ватăсене асăнни т. ыт.), кулленхи ĕç кĕллисене (сăра туни, çăм касни, мунча хутни, вутă касни, пулă тытни т. ыт.) пĕлекенсем сахал мар. Мĕншĕн пин-пин çул хушшинче те манăçман-ха çав кĕлĕсем? Мĕншĕн тесен вĕсем çынсене пысăк ĕç тăвас умĕн тĕплĕ шухăшлама, вăй-хăват пухма, умри тĕллеве канашласа ăнланма пулăшнă. Ăнланса, килĕштерсе, сыпăнтарса тунă ĕç ăнăçлă пулать. Çавна ĕç йĕркелÿçисем лайăх пĕлнĕ, çавăнпа кĕлĕ сăмахĕпе çынсен вăй-хăватне, ĕмĕт-тĕллевне кирлĕ çĕре сулăнтарма усă курнă. Уйрăм çын хăй тĕллĕн калакан сăвап пĕлтерĕшĕ те çавах. Этемĕн хăрасси-шикленесси, чирлесен, хурланасси, кăтăрса каясси[11] тата ытти те пулма пултарать. Ун пек чухне харкам[12] сăвап этеме лăпланма, лайăхрах шухăшлама, çĕр çинче пĕччен маррине, çывăх çыннисем, ыррисем, упранĕсем[13] пуррине, вĕсем ăна йывăрлăхра пăрахманнине аса илме пулăшать.

Харкам çын сăвапĕсене сахал çырса илнĕ. Вĕсем кашни Çемьен, кашни çыннăн хăйĕн расна пулма пултарнă. Сартăшри харкам сăвап этеме такам çине мар, çут çанталăкпа хăйне шанма, тăвансемпе пĕрле пурăнма вĕрентет.

Кĕлĕсем пил е чĕлхе сăмахĕсем пекех вăхăтпа пĕрле улшăнса пыраççĕ. Халĕ тĕл пулакан кĕлĕсенче ăрăмлă пĕлтерĕш нумай мар.

Кулленхи Сăвапсем

Кулленхи кĕлле (сăвапа) кашни çын харкам уйрăммăн калать. Ытларах чухне ăна ирхине, ыйхăран вăрансан, ăшра каланă. Харкам кĕлĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вăй питти çыннăн вĕсем таса ĕмĕт-шухăшлă, карчăк-кĕрчĕкĕн ыйтуллă-сĕнÿллĕ. Тĕслĕх вырăнне ирхи сăвапа вуласа пăхăпăр.

Ирхи Сăвап

Мухтав сана, тĕнчене пултарнă Аслă Хăват!

Мухтав сире, вăй-хал паракан çĕрпе пĕлĕт, вутпа шыв! Сирĕн сипетлĕ[14] тĕнчери чĕрĕлĕх упранса тăрать, сирĕн рехетпе этем савăнса пурăнать. Тайма пуç сана, сăваплă ырă хĕвел!

Çулталăк илемĕ — хĕлле çу çаврăннинче, кун-талăк черечĕ— кунпа çĕр улшăннннче, пирĕн телей — ĕçпе тăнăç хушшинче. Халăх шăпи çут тĕнче умĕнче, этем шăпи халăх аллинче, манăн ăраскал — тĕнче тытан хăват ытамĕнче. Пÿлĕх умĕнче çапла калатăп:

Тăрăшни пулĕ, сÿленни пулĕ.

Ăс хуплани пулĕ, юн выляни пулĕ.

Юратни пулĕ, курайманни пулĕ.

Савăнни пулĕ, хурланни пулĕ.

Чун сикни пулĕ, куç ÿкни пулĕ.

Ыр сунакан пулĕ, хур тăвакан пулĕ.

Кĕвĕçни пулĕ, кÿнĕçни пулĕ…

Хам айванни пулĕ, çын пăтратни пулĕ…

Илпек-сипеке ырăсем пулăшчăр, инкек-синкеке хаярсем сирсе пыччăр… Умри тĕллевĕм пурнăçра юрăхлă. Ăна тÿрре кăларма сывлăхпа тасалăх пар. Ăсна вăй кÿр мана, çут тĕнчене сапăрлăх саракан Аслă Хăват!

Палăртнă ĕçе ват çын сăмахĕпе тÿр килтерсе пыр. Паян лайăх пулма вăй-хăват пар мана. Эпĕ тăрăшни ырра парне пулĕ, тăван-хуранташ умĕнче юлĕ.

Тĕрес шухăшпа пуçа тасат.

Таса кăмăлпа чуна çутат.

Тайма пуç сана, ирĕк панă çÿлти Аслă Хăват.

Мухтав сана, çутă тĕнче!

 

Çула Тухас Умĕнхи Сăвап

Ĕлккен утăмсене кÿлсе

Инçе çула паян тухатăп.

Пÿлĕхçĕм, туррăм, санран ăнăçлăх ыйтатăп,

Çитес çĕрте тараватлăх ыйтатăп,

Каяс çулăм такар пултăр,

Сутас-илес ĕçĕм ăнса пытăр.

Утăмсем çулта ан чирлеччĕр,

Хурах тĕлне ан лекчĕр.

Çичĕ çырма урлă ашăпăр,

Çичĕ кĕпер урлă каçăпăр,

Утсем паттăр пулччăр,

Таканĕсем çирĕп пулччăр.

Çу çулĕпе каймалла пултăр.

Сĕт çулĕпе килмелле пултăр.

Пирĕн çула сарă хĕвел ăшăттăр,

Пирĕн çула Тимĕр шалçа палăрттăр,

Пирĕн çула кашкăр çăлтăрĕ çутаттăр.

Пÿлĕхçĕм, асăнатăп сана таса кăмăлăмпа,

Çул чÿкне тăватăп шурă хурпа.

Инçе çулта пире ан пăрах.

Инçе çулта пире эс упрах.

Çырлах! Эсир те, Пăлхарта выртакан ырăсем,

Эсир те, Ашелъте выртакан ырăсем,

Эсир те, Чапăрлăра выртакан ырăсем,

Çырлахăр!

Сирĕн ятăра та асăнатăп.

Сирĕн ятăрпа та шур хурпа пуç тайса

Чÿк тăватăп.

Çырлахăр!

Каяс çулăм такăр пултăр.

Килес çулăм ăнăçлă пултăр.

Çырлахăр!

 

Кил-Йыш Кĕллисем

Кил-Йыш чÿкне ятарласа чÿкçĕ хутшăнмасть. Кĕлле кил ватти калать. Кил-йыш кĕллисем ытларах чухне ушкăнпа тумалли ĕçсемпе çыхăннă. Сăмахран, акана, вырмана, утта тухас умĕн е ĕç вĕçлесен килте е уйра чÿк ирттернĕ. Тĕслĕх вырăнне ана шуратса таврăнсан тата ĕç çи умĕн ирттернĕ чÿк кĕллисене вуласа пăхăпăр.

Ака Вĕçен Кĕлли

Çырлахăр, çÿлти тата çĕр çинчи хăватсемпе ырăсем!

Ана-çарана вăхăтра шуратнă ятпа сире чысласа пичке пуçлатпăр. Хамăртан килнине пĕтĕмпех турăмăр, эсир пире вăй парса тăтăр. Малашне пирĕн шанчăк тÿрре тухасси сирĕн кăмăлтан килет. Çавăнпа сирĕн ятпа тулли курка тытса калатăп.

Акса хăварнă пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ парăр. Тыр-пул тĕпĕ хăмăш пек, тăрри чакан пек пулинччĕ. Выльăх-чĕрлĕх ватасран, вут-кăвар хыттасран, çил-тăвăл хуçасран ана-йăрана упраса тăрăр. Ункăри Хавал турă, Каршлăхри Акар тура, Амаксарти Пихампар турă, Ишекри Шукон турă. Яклакари Анахăт турă, Акучари Арăш турă.

Çĕр амăшĕ, çĕр ашшĕ ячĕпе, тыр-пул çуратакан, ÿстерекен, упракан турăсен ячĕпе тулли куркана ырă кăмăлпа таятăп.

Çырлахăр пире, ырăсем пе хаярсем. Мухтав сана, тĕнче илемне-ырлăхне кÿрен Аслă Хăват!

Вырма Перекечĕн Кĕлли

Çырлахăр пире, уй-хир ыррисемпе хаярĕсем! Тырă каç алăкĕ умне тăрса сире тав тăватăп, пысăк ĕçе пуçласа чипер вĕçлеме вăй-халпа тăнăç ыйтатăп.

Пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрчĕ ÿстерсе патăр. Тырă-пулă кил-йыш кăмăлне кÿнеçмелĕх пулчĕ. Мухтав сана, çÿлти Аслă Хăват!

Çăмăллăх кÿринччĕ пире, перекет турă, ÿснĕ-пĕр ылтăна кĕлете кĕртме пулăшса тăринччĕ, утăмран утăма упраса тăринччĕ.

Ывăç тусан ывăç перĕнетчĕ паринччĕ; кĕлте тусан кĕлте перекетне паринччĕ; тĕм тусан тĕм перекетне паринччĕ, çĕмел тусан çĕмел перекетне паринччĕ; урапа тусан урапа перекетне паринччĕ. Капан тусан капан перекетне паринччĕ; капан пăсса авăн хурсан авăн перекетне паринччĕ, вут-кăвартан сыхлинччĕ; авăн пăсса сарăм сарсан сарăм перекетне паринччĕ; сарăм, пăсса кăшăл тусан кăшăл перекетне паринччĕ; савăт тултарса лав тиесессĕн лав перекетне паринччĕ. Лав пушатса кĕлте кĕртсен çич тĕслĕ тырăран тăватă тÿпине пÿлмене хума, виçĕ пайне сутма парăсăнччĕ: сутма хакла, илме йÿнне парăсăнччĕ; ĕçĕмĕре кура пурнăç ăшлăхне-тутлăхне, пурлăх-ырлăх перекетне парăсăнччĕ…

Эй, ырă пÿлĕх! Çĕнĕ тырăран çĕнĕ тырăччен тĕрĕс-тĕкел усрарăр. Ĕрехмет сире! Картăм-кĕртĕмпе, ачам-пăчампа, виçĕ тĕслĕ выльăхăм чĕрлĕхĕмпе, çичĕ тĕслĕ тыррăм-пуллăмпа, хурăнлă пăтăпала, çичĕ тĕслĕ тырă шерпечĕпе асăнатпăр сана, пуç çапатпăр сана. Эй, ырă çĕр анне, кăкăру çинче çичĕ тĕслĕ тырă ÿстерсе панăшăн тав тăватпăр! Ывăçласа çапнине ытамласа илмелĕх панăшăн, çĕлен шуса тухайми хăмăлне панăшăн, хăмăш пек тĕпне панăшăн, чакан пек пуçне панăшăн, пăрçа пек пĕрчипе панăшăн тав тăватпăр, пуç çапатпăр сана, ырă çĕр анне?

Ыйтусем, сĕнÿсем, ĕçсем.

  1. Кама-мĕне хисеплеме вĕрентет чăваш тĕнĕ? Мĕнле вĕрентÿ çинче ‘никĕсленсе тăрать вăл? Сартăшăн тăватă çавра шĕ çинчен каласа парăр.
  2. Халăхра тĕнпе çыхăннă мĕнле йăласем пур? Вĕсене камсем йĕрке* пĕççе, ăçта ирттереççĕ?
  3. Темиçе ĕмĕр пусмăр айĕнче пулнă пулсан та чăваш тĕмĕ халиччен те пĕтмен. Çакна мĕнле ăнлантарма пулать?
  4. Кĕлĕсем çинчен каласа парăр: мĕн вăл сăвап, çĕрмен, чÿк, чÿклеме?
  5. Ирхи сăвапăм пĕр пайне пăхмасăр калама вĕренĕр. Кĕлĕсенче тĕл пулакан илемлĕх мелĕсене палăртăр. Тĕслĕ хĕ сене типтерĕ çырса хурăр.

[1] Автор сĕннĕ сăмах.

[2] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ “ырă ĕç тунăшăн леш тĕнчери награда” [Его.].

[3] Автор сĕннĕ сăмах.

[4] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ “юнашар”, çак сăмахпа Меккăри хрампа е таса çын шутне кĕртнĕ çыннăн масарĕпе юнашар пурăнакан çынна палăртнă. [Его.].

[5] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ “упракан, асра тытакан”, çак сăмахпа Ислам тĕнĕн тĕп текстне Корана пăхмасăр калама вĕреннĕ çынна палăртнă. [Его.].

[6] Автор усă курма сĕннĕ сăмах, тĕп пĕлтерĕшĕсем: 1) “йĕркеллĕ, тирпейлĕ” [Скв., Скв12.] 2) “этеплĕ, ĕретлĕ” [Скв., Скв12.]

[7] Автор усă курма сĕггĕ сăмах. Христос тĕнне кĕмен чăвашри арçын тата ял ячĕ [Ашм]. Тен., “алман”(> алман+ч) сăмахран, вара тĕрĕк чĕлхисенчи “албан” сăмахпа çыхăннă [Фед.], пĕлтерĕшĕ “куланай, хырçă” [Скв12.].

[8] Арап чĕлхинчен культурă витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ ” тупăш, услам” [Фед., Скв 12.], çак сăмахпа осман империйĕнчи ростовщиксем усă курнă, чăвашсем унăн тĕп пĕлтерĕшне ăнланмасăр хăйсен тĕн культĕнче тĕрлĕрен ăнлав хывса усă курнă, тĕслĕхрен Мамалене турă вырăнне хурса ăна пылпа çăкăрпа чÿк тунă [Ашм.]. Çапах та тĕн культĕнче вăл сăмахпа чÿк валли пуçтарнă укçана пĕлтернĕ [Фед., Ашм.].

[9] Автор усă курма сĕннĕ сăмах. Тен, “ламса”, “ламсур”, “ламсăркка” сăмахсемпе çыхăннă. Пĕлтерĕшĕ: ĕçсĕр çапкаланса çÿрекен, хăйне хăй тирпейсĕр тытакан [Ашм.].

[10] Автор сĕннĕ сăмах. Тен, “алманчă” (алман+чă) [Фед.] сăмах ĕлкипе усă курса шутласа кăларнă сăмах: “сăрман+чă”. Тен, малтанхи сăмахĕ “сăрнайçă” – сăрнай музыка инструментне калакан çын. “Сăрманчă” – унăн вырăнти калаçури пăтрашăннă версийĕ пулма пултарать. Çав версирен, “алманчă” сăмаха пăхса автор малтан “сăрманчă”, кайран “сăрман” сăмахсене шутласа кăларать. 

[11] Урса кай, тилĕрсе кай [Ашм.], [Скв.]

[12] Пайăр, уйрăм [Скв.], персональнăй.

[13] Автор сĕннĕ сăмах. “Упрамĕсем” [Ашм.] – çынна çĕрле усалтан сыхлакан сывлăш, е “Упраканĕсем” [Ашм.] – çынна усалтан сыхлакан сывлăш, тесшĕн пулмалла [Ашм.].

[14] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ “сип, сипет” сăмахсенчен пулса кайнă, малтанхи пĕлтерĕшĕ “усă, çирĕп йĕрке” [Его., Скв12.].

Ытти çăлкуçсемпе çирĕплетме май çук материалсем

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.