Аллăмĕш Кун Праçникĕ


Иванъ Макаровъ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Троица

Тăвансем! Пайанхи кун епир ĕлĕк апостолсем çине Святой Сывлăш анса вĕсене тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма хăватсем панине асăнатпăр. Іисус Христос пĕлĕт çине улăхсан, Унăн вĕренекенĕсем Іерусалимре пĕр пÿлĕме Турра кĕл-тума пухăннă. Апостолсем Турра кĕл-туса тăнă вăхăтра, аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине-ирех вăйлă çил кĕрлесе килнĕ пек, сасартăк пĕлĕт çинђен сасă илтĕннĕ те, вĕсем ларакан пÿлĕме анса тулнă. Вĕсене вут ђĕлхесем пек ђĕлхесем уйрăмăн тăрса курăннă та, харпăрăшĕ çине пĕрер ђĕлхе витсе тăнă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, урăх ђĕлхесемпе калаçа пуçланă. Çакна кура нумайĕшĕ тĕрлĕ ђĕлхепе калаçакан çынсем пĕтĕмпех ăсран кайса тĕлĕнсе тăнă. Хăшĕ тата мăшкăласа каланă: вĕсем тутлă ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, тенĕ.

Тăвансем, çав Іисус Христосăн вĕренекенĕсем йепле Турăран хăват илсе халăха тĕрлĕ ђĕлхепе вĕренте пуçланă? Пĕр вĕренмен, тĕттĕм пулăçăсем пит сасартăк тĕрлĕ ђĕлхепе калаçма пуçланă. Çак ĕç Турă ĕçĕ пулнă. Турă çынсем пурте Турă çинђен пĕлђђĕр, тесе Хăйĕн вĕренекенĕсене çавăн тĕрлĕ хăват панă. Çак хăвата илсен апостолсем çав кунах темиçе пин çынна Турă йеннелле çавăрнă. Çак тĕрлĕ ђĕлхепе калаçмалла хăватсене илсен, апостолсем тĕслĕрен халăха вĕренте пуçланă. Вĕсем вара тĕнђене йĕри-тавăра саланса халăха вĕрентсе çÿре пуçланă.

Пĕр вĕренмен, тĕттĕм пулăçăсем пит сасартăк тĕрлĕ ђĕлхепе калаçма пуçланă.

Тăвансем, йепле çав апостолсем пит хăвăрт çынсене Турă çинђен, Унăн ĕçĕсем çинђен каласа пĕлтернĕ? Йепле çав хушăрах пит нумайĕшĕ суйа тĕнлĕ çынсене Христос йађĕпе тĕне кÿртсе пĕтернĕ? Ђăнахах та çак пит тĕлĕнмелле ĕç!

Вĕсене çак тĕлĕнмелле ĕçе тума кам пулăшнă-ши? Вĕсене Святой Сывлăш тĕслĕрен ђĕлхепе калаçма хăват пани пулăшнă. Апостолсем тĕслĕрен ђĕлхе пĕлнипе, пур халăха Турă çинђен тĕплĕ ăнлантарма пултарнă. Çынна ăнланмалла ђĕлхепе каласа парсан, ăна каланă сăмахсем, унăн ђĕри çумнех пырса çыпăçăнаççĕ. Çын вара хăй илтнĕ сăмахсене ђас манмаст̌, çав илтнĕ сăмахсене тĕплĕ ăнланат̌. Çавăнпа тăвансем, малашне пирĕн Турă сăмахĕсене çынсене каласа тĕплĕ ăнлантарас тесен мĕн тăвас-ши? Пурсăмăр та çынсене ăнланмалла ђĕлхепе каласа вĕрентме тăрăшас пулат̌. Павел апостол Коринѳ çыннисем йатне ак йепле çырат̌: ăнлантарса вĕрентекен пулма ытларах тăрăшăр. Итлесе тăракансем пĕлмен ђĕлхепе каласа паракана ăнланаймаççĕ. Ăнлантарса вĕрентекен çынна ăса кÿртет, ÿкĕт парат̌, лăплантарат̌. Ыттисем пĕлмен ђĕлхепе калакан хăй анђах ăнласа илет; ăнлантарса вĕрентекен пур ĕненекенсене те ăса кÿртет. Епĕ сире пурсăра та тĕрлĕ ђĕлхепе калаçтарасшăн, çапах та есир ăнлантарса вĕрентекен пулсан, авантарах пулĕ-ђђĕ: ăнлантарса вĕрентекен тĕрлĕ ђĕлхепе калаçаканран пахарах, тĕрлĕ ђĕлхепе калаçакан, ĕненекенсем ăса кĕђђĕр тесе, хăй каланине ăнлантарса вĕрентекен тĕшне тăрĕ.

“Мĕн тăвас ĕнтĕ. Епĕ ђунăмпа кĕл-тусан, ăсăмпа та кĕл-тăвам, ђунăмпа мухтаса йурласан, ăсăмпа та мухтаса йурлам. “

Ей тăвансем, епĕ сирĕн пата пырса есир пĕлмен ђĕлхепе кала пуçласан, Турă пĕлтернине те, хам мĕн пĕлсе тăнине те, хамăн пророк хастарĕпе пĕлнине те, вĕрентсе калас сăмахăма та ăнланмалла каламасан, епĕ сире мĕн усă кÿрĕп? (1 Коринѳ. 14, 1—6). Есир те ђĕлхĕрпе ăнланмалла мар сăмахсем каласан, есир мĕн каланине йепле пĕлђђĕр? Есир апла çиле анђах калатăр. Тĕнђере акă тĕрлĕ сăмах темĕн ђухлĕ, мĕне те пулин пĕлтерменни пĕри те çук. Енĕ сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнланмастăп пулсан, хампа калаçакан çыншăн йут халăх çынни пулатăп, вăл та маншăн йут халăх çынни пулат̌. Çавăнпа ĕнтĕ ыттисем пĕлмен ђĕлхепе калаçакан, ăнлантарса вĕрентме хастар ыйтса кĕл-тутăр; епĕ ыттисем пĕлмен ђĕлхепе кĕл-тунă ђух, манăн ђунăм кĕл-тăват̌, ăсăм усă кÿмесĕр тăрат̌. Мĕн тăвас ĕнтĕ. Епĕ ђунăмпа кĕл-тусан, ăсăмпа та кĕл-тăвам, ђунăмпа мухтаса йурласан, ăсăмпа та мухтаса йурлам. Есĕ ыттисем пĕлмен ђĕлхепе Турра мухтама тытăнсан, пĕлмен çын есĕ Турра тав-тунă ђух: амин. тесе йепле калĕ: вăл есĕ мĕн каланине ăнланмаст̌. Есĕ Турра аван тав-тăватăн, анђах вăл ыттисене усса пулмаст̌. Ыттисем пĕлмен ђĕлхепе ђиркÿре темиçе пин сăмах калиђђен вĕсене ăнлантарма пилĕк сăмах та пулин вĕсем пĕлекен ђĕлхепе каласшăн епĕ ( 1 Коринѳ. 14, 9 — 19).

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Çак сăмахсене апостол калат̌. Пирĕн те, тăванăмăрсем, хаљхи саманара та çынсене ăнланмалла ђĕлхепе вĕрентме тăрăшас пулат̌. Ђăнахах та халĕ тĕслĕрен çынсене хайпăр-хăй ђĕлхипе каласа вĕрентме тăрăшаççĕ. Çавăнпа халĕ тĕслĕрен ђĕлхепе кĕнекесем çыраççĕ. Турă кĕнекисем пит лайăх, аван кĕнекесем, çавăнпа çав кĕнекесене лайăх сыхласа, таса вырăнта усрама тăрăшас пулат̌. Халĕ пирĕн хушшăмăрта çамрăксем пĕђĕкренех кĕнекесене хисеплеме, таса тытса усрама кĕреймеççĕ. Вĕсем кĕнекесене сыхласа усрас вырăнне, вĕсене ђĕлĕм туртса, вырăнсăр ђĕркелесе пĕтереççĕ.

Тăванăмсем, ађăрсене пĕђĕкренех Турă кĕнекисене хисеплесе усрама вĕрентме тăрăшăр, хăвăр та кĕнекесене вырăна хурса пурăнăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.