Иванъ Макаровъ
Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани
Троица
Тăвансем! Пайанхи кун епир ĕлĕк апостолсем çине Святой Сывлăш анса вĕсене тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма хăватсем панине асăнатпăр. Іисус Христос пĕлĕт çине улăхсан, Унăн вĕренекенĕсем Іерусалимре пĕр пÿлĕме Турра кĕл-тума пухăннă. Апостолсем Турра кĕл-туса тăнă вăхăтра, аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине-ирех вăйлă çил кĕрлесе килнĕ пек, сасартăк пĕлĕт çинђен сасă илтĕннĕ те, вĕсем ларакан пÿлĕме анса тулнă. Вĕсене вут ђĕлхесем пек ђĕлхесем уйрăмăн тăрса курăннă та, харпăрăшĕ çине пĕрер ђĕлхе витсе тăнă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, урăх ђĕлхесемпе калаçа пуçланă. Çакна кура нумайĕшĕ тĕрлĕ ђĕлхепе калаçакан çынсем пĕтĕмпех ăсран кайса тĕлĕнсе тăнă. Хăшĕ тата мăшкăласа каланă: вĕсем тутлă ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, тенĕ.
Малаллине вулас