Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни


Священникъ Н. Кузьминъ


Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи кун епир Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса праçник тăватпăр.

Вăл ĕç акă йепле пулнă: Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, хĕрĕхĕмĕш кунĕнђе йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăнса вĕсене Іерусалимрен Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Унта вĕсене йулашки хут пилленĕ те, Хăй çÿлелле çĕклене пуçланă. Пăртак тăрсан, вĕсен куç умĕнђен пĕтĕмпех çухалнă, курăнми пулнă. Апостолсем Вăл курăнми пулсан, Вăл хăпарса кайнă çĕрелле нумайђђен пăхса тăнă. Вĕсене сасартăк шурă

тум тирлĕ икĕ арçын курăнса каланă: ей Галилея çыннисем, мĕншĕн есир пĕлĕт çинелле пăхса тăратăр? Çак сирĕн патăртан пĕлĕт çине çĕклĕнсе кайнă Іисус килессе те, хăвăр Ăна пĕлĕт çине йепле халлĕн çĕкленсе кайнине куртăр, çав халлĕнех килĕ, тенĕ. (Дѣян. 1, 9—12). Вĕренекенĕсем çÿлелле çĕкленнĕ Іисуса ÿксе пуççапнă та, пит савăнса Іерусалиме тавăрăннă.

Тăванăмсем! Епир хамăр хушшăмăрта пĕр-пĕр тăванпа, пĕр-пĕр çывăх çынпа уйăрăлнă ђух хуйхăратпăр, ђăтаймасăр йĕретпĕр, темиçе кун, темиçе ерне тенĕ пек хуйхăрса çÿретпĕр.

Христосăн вĕренекенĕсем те Христоспа пĕрле виçĕ çул çурă çÿренĕ. Çав виçĕ çул çурă хушшинђе Христосран пайтах ырă сăмахсем илтнĕ, халиђђен етем курман тĕлĕнмелле ĕçсем курнă. Вĕсен куç умĕнђе Христос ђирлĕ çынсене сыватнă, вĕсен куç умĕнђе вилнĕ çынсене ђĕрте-ђĕрте тăратнă. Вĕсен куç умĕнђех вилсе тăватă кун тупăкра выртнă, çĕре пуçланипе шăршăланса кайа пуçланă Лазаре ђĕртнĕ. Виçĕ çул çурă, пĕр уйăрăлмасăр Христоспа пĕрле çÿресе вĕсем ыррине те, усаллине те, нуша та пайтах курнă пулĕ. Виçĕ çул çурă хушшинђе вĕсем пĕр пĕрне пĕлсе çитсе, пĕр-пĕрне йуратса пурте пĕр çын пек пулса çитнĕ. Çавăнпа та Христоса Іуда іудейсене тытса парсан, Ăна асаплантарнă ђух, Ăна пăталанă ђух, вĕсем йĕрсе, инçетрен, çынна палăртни пек пулса Ун хыçĕнђен пынă. Ахăр, Христос вĕсемшĕн пит хаклă пулнă, ахăр вĕсем Христоса хăйсен ђĕрине вырăнаçтарса Унпа пĕрлешнĕ пулĕ. Çавăнпа та ун ђух вĕсем хуйхăрнă, Ун хыçĕнђен инçетрен те пулин куç-çулĕ тăкса пынă.

Анђах вĕсем халĕ йулашки хут хăйсен Вĕрентекенне курсан, Вăл вĕсен умĕнђех çÿлелле пĕлĕт çине çĕкленнине курсан, куçĕ умĕнђех пĕлĕт çине çĕкленсе курăнми пулсан, вĕсем ни хуйхăрмаççĕ, ни йĕмеççĕ, ни макăрмаççĕ. Хуйхăрас тăвас вырăнне савăнса, Турра тав-туса киле, Іерусалиме тавăрăнаççĕ.

Мĕншĕн-ши, тăванăмсем, Христосăн вĕренекенĕсем Унпа уйăрăлнăшăн ĕлĕкхи пек хуйхăрмаççĕ, йĕмеççĕ?

Мĕншĕн-ши, тăванăмсем, Христосăн вĕренекенĕсем Унпа уйăрăлнăшăн ĕлĕкхи пек хуйхăрмаççĕ, йĕмеççĕ?

Акă мĕншĕн: Іисус Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене йулашки хут курăннă ђухне Турă çыруне ăнланма вĕсенĕн ăсне уçнă. Вара вĕсене ĕлĕк пророксем Христос çинђен малтанах мĕн-мĕн каласа хунине каласа кăтарта пуçланă; Христос вĕсене: Христосăн çыру тăрăх асапланса вилмеллеђђĕ, виççĕмĕш кунне ђĕрĕлсе тăмаллађђĕ, вĕсем пур те сирĕн куç умĕнђе пулђĕç, есир вĕсене пурне те хăвăр куçăрпа куртăр, тенĕ. Христос Турă çыруне ăнлана апостолсен ăсне уçнă тăрăх, вĕсем ђăнахах ĕлĕк пророксем каласа хуни Христос пурăнăçĕнђе пур те ĕçе килнине ăнласа илнĕ. Ун ђухне тин вĕсем лайăххăн вĕсен вĕрентекенĕ ђăн Турă пулнине пĕлнĕ. Çавăнпа та вĕсем Христос çÿле çĕкленсен хуйхăрман, ун вырăнне савăнса Вăл хушнă ĕçе тума тытăннă.

Унтан тата Христос Хăй асапланас умĕн вĕсене каланă: Епĕ сирĕн валли вырăн хатĕрлеме кайатăп. Епĕ кайсан, сирĕн валли вырăн хатĕрлĕп те, есир те Епĕ пурăннă çĕрте пулмашкăн, каллах килсе, сире Хам патма илсе кайăп, тенĕ. (Іоан. 14, 2—3). Унтан тата каланă: Сире тăлăха хăвармăп… Епĕ Аттене тархаслăп, Вăл сирĕн валли, сирĕнпе пĕрле ĕмĕрех пултăр тесе, урăх Лăплантаракан  йарĕ. Вăл Святой Сывлăш. Ăна Аттем Ман йатăмпа йарĕ, Вăл сире пур йапалана та вĕрентĕ, Вăл Епĕ сире мĕн каланине пурне те ăсăра илтерĕ, тенĕ. (Іоан. 14, 16, 18 и 26). Çав тĕрлĕ ырă сăмăхсем илтнипе Христосăн вĕренекенĕсем хуйхăрман, çав илтнĕ сăмахсем вĕсене савăнтарса анђах тăнă.

Йуратнă тăванăмсем! Пиртен-кăнтăрла йенђен, темиçе пин çухрăмран, апостолсем тăрăшнипе, унтан таса çынсем, Христос тĕнне сарма тăрăшнипе Христос тĕнĕ пирĕн патшалăха та куçнă. Вара хуллен-хуллен епир те, тĕттĕм ђăвашсем, Христос тĕнĕ çинђен илтрĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ епир хамăр йатпа пур те Христос ађисем, Унăн вĕрентнине тытса тăратпăр, тетпĕр. Епир Христос ађисем пулсан, Унăн тĕнне тытса тăракансем пулсан, пирĕн те ĕнтĕ çак кун апостолсен савăнăçĕпе савăнас пулат̌. Ђăнахах, йепле савăнас мар, йепле хĕпĕртес мар пирĕн? Апостолсене каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. Епĕ сирĕн валли вырăн хатĕрлеме кайатăп… сире тăлăха хăвармăп… сире лăплантаракан йарăп… тенĕ сăмахсем пире те тивеççĕ, епир вĕсене йышăнма пултаратпăр.

Тăванăмсем! Пирĕн валли ĕнтĕ çÿлте пĕлĕт çинђе вырăн хатĕр, ăна пирĕн валли Христос хатĕрлесе хунă. Епир ĕнтĕ вилсен, ĕлĕкхи çынсем пек, тĕттĕмре ларас çук. Хамăр Христоспа пĕрле ђĕрĕлсе тăрса Вăл хатĕрленĕ вырăна кĕретпĕр. Анђах çав вырăна кĕме пирĕн хамăрăн тăрăшас пулат̌. Апостолсене астуса, вĕсен пурăнăçне астуса вĕсем пек пурăнма тăрăшас йулат̌. Апостолсем Христос тĕнĕшĕн, ăна халăх хушшине сарас тĕлĕшрен хăйсене те хĕрхенмен. Вĕсем тĕрлĕ асапсем курса Христосшăн тăрăшнă. Пур те тенĕ пек Христосшăн асапланса вилнĕ, пит сахалăшĕ хăйсен вилĕмĕпе вилнĕ: вĕсене пурне те асаплантарса вĕлернĕ. Çавăнпа та вĕсем Христос хатĕрлесе хунă вырăна çăмăллăн кĕнĕ.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Анђах епир Христосăн вĕренекенĕсем пек мар. Унăн тĕнĕшĕн тăрăшмастпăр. Вăл хушнине туса пурăнмастпăр. Христос тĕнне тытакансем йепле пулмаллине астуса хамăра танлаштарсан, епир таçта инçе тăратпăр. Епир йатпа анђах Христос çыннисем, хамăрăн ђĕресем, хамăрăн кăмăлăмăрсем пирĕн нумайăшĕн Христос çыннисен пек мар.

Тăванăмсем! Апостолсен савăнăçĕпе савăнма, вĕсем пек, Христос хатĕрлесе хунă вырăна кĕме тăрăшар. Йатпа анђах мар, пĕтĕм ђунпа та Христос çынни пулма тăрăшар. Вара тин епир Христос хатĕрлесе хунă ырăлăха кĕрĕпĕр. Вăл пама пулнине илĕпĕр. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.